Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫав хушӑра Елеазар ятлӑ пӗр хисеплӗ ар, ҫӗршыв священникӗсенчен пӗри, ӗнтӗ ватӑлса ҫитнӗскер, хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче пайтах ырӑ тунӑскер, хӑй тавра тӑракан ватӑсене сӑваплӑ Турра асӑнма чӗнсе ҫапла кӗлтунӑ: 2. «эй пуринчен те вӑйлӑ, пуринчен те хӑватлӑ Патшамӑр, пурне те тытса тӑракан Туррӑмӑр, Хӑв мӗн пултарнине ырӑ кӑмӑлпа йӗркелесе пыраканӑмӑр! эй Аттемӗр, Авраам вӑрлӑхӗ ҫине, тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Иаков ачисем ҫине пӑхсамччӗ, Хӑвна валли еткерлӗхе илнӗ сӑваплӑ халӑху ҫине — ют ҫӗр тӑрӑх ҫӳрекен, айӑпсӑрах пӗтекен халӑху ҫине — пӑхсамччӗ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗлӗк Дарий [Арей] янӑ ҫырура ҫапла ҫырнӑ: 20. «Спарта патши аслӑ священника Онияна савӑнӑҫ сунать. 21. Спарта ҫыннисемпе иудейсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесенче вӗсем Авраам йӑхӗнчен тухнӑ тӑвансем тесе ҫырнине тупнӑ. 22. Халӗ ӗнтӗ, хамӑр ҫакна пӗлнӗ хыҫҫӑн, эсир пирӗн патӑмӑра хӑвӑр мӗнле пурӑнни ҫинчен ҫырса ярсассӑн аван тунӑ пулӑттӑр. 23. Хамӑр енчен эпир сире ҫакна пӗлтеретпӗр: сирӗн выльӑх-чӗрлӗхӗрпе сирӗн пурлӑхӑр — пирӗн; пирӗн мӗн пурри вара — сирӗн. Эпир сире ҫавӑн ҫинчен пӗлтерме хушрӑмӑр» тенӗ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Авраам тӳрӗлӗхӗ ӑна сӑнанӑ чухне палӑрманччӗ-и? ҫакна ӗнтӗ унӑн сӑваплӑхӗ вырӑнне хунӑ.52. Авраам не в искушении ли найден был верным? и это вменилось ему в праведность.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Хӑв юратнӑ Авраам ячӗшӗн, Хӑвӑн Исаак чуру ячӗшӗн, Хӑвӑн сӑваплӑ Израилӳ ячӗшӗн Хӑвӑн ырӑлӑхна пирӗн ҫинчен ан сирсемччӗ; 36. Эсӗ вӗсене каланӑ: сирӗн йӑхӑра тӳпери ҫӑлтӑрсем пек, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пек йышлӑ тӑвӑп, тенӗ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль ҫӗрӗнче пушанса юлнӑ вырӑнсенче пурӑнакансем калаҫҫӗ: «Авраам пӗччен пулсах ҫӗре еткерлӗхе илнӗ, эпир вара нумаййӑн; эппин, ку ҫӗре пире еткерлӗхе панӑ» теҫҫӗ.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эсӗ ҫеҫ — пирӗн Аттемӗр: Авраам пире палламасть, Израиль те пире ют вырӑнне хурать; эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ — пирӗн Аттемӗр, Санӑн ӗмӗрхи яту: «Пирӗн Хӑтараканӑмӑр».
Ис 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Аслӑ Авраам — нумай-нумай халӑхӑн тӗп ашшӗ, ун пек мухтавлӑ ҫын урӑх пулман та; 20. вӑл Ҫӳлти Туррӑн саккунне тытса тӑнӑ, Унпала халал хывнӑ, 21. халала хӑйӗн ӳчӗ ҫинче ҫирӗплетнӗ, хӑйне сӑнанӑ чухне тӳрре тухнӑ; 22. ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ӑна тупа туса сӑмах панӑ: санӑн вӑрлӑху урлӑ халӑхсем те пиллӗх илӗҫ, тенӗ; 23. ӑна ҫӗрти хӑйӑр пӗрчи чухлӗ ӗрчетме, унӑн вӑрлӑхне ҫӑлтӑр йышӗ таран ӳстерме пулнӑ, тинӗсрен пуҫласа тинӗсе ҫити, юханшывран пуҫласа тӗнче хӗррине ҫити ҫӗр пама пулнӑ.
Сир 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл пултарнӑ кӗтретсене, Ун хӑвачӗн паллисене, Вӑл каланӑ йӗркесене астуса тӑрӑр, 6. эсир — Авраам вӑрлӑхӗ, Унӑн чурисем, Иаков ывӑлӗсем, Турӑ суйласа илнисем.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Турӑ халӑхсенӗн патши пулчӗ, Турӑ Хӑйӗн сӑваплӑ аслӑ пуканӗ ҫине ларчӗ; 10. халӑхсенӗн пуҫлӑхӗсем Авраам Турри патне пухӑнчӗҫ: вӗсем те, ҫӗр хулканӗсем, — Туррӑн; Вӑл вӗсенчен ҫӳле ҫӗкленчӗ.
Пс 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ, Санӑн чуру, Аман ӗҫки-ҫикине тутанса пӑхман, патша ӗҫки-ҫикине те хисеплемен эпӗ, суя турӑсене парне кӳнӗ эрехе те тутанман, шӑпам улшӑннӑранпа Санӑн чуру савӑнса курман, Ҫӳлхуҫа, Авраам Турри, эпӗ пӗр Саншӑн ҫеҫ савӑнатӑп.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӗ те, Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Патша, Авраам Турри, Хӑвӑн халӑхна хӗрхенсем — ӗнтӗ пире пӗтерме, Санӑн ӗмӗрхи еткерне кӑклама каварлашаҫҫӗ; Хӑвӑн халӑхна ан пӑрах, Эсӗ ӑна Египет ҫӗрӗнчен Хӑвӑн валли ҫӑлса тухрӑн; манӑн кӗллӗме илтсем, Хӑвӑн еткерне хӗрхенсем, хура-шур вырӑнне савӑнӑҫ парсам пире; пирӗн, чӗрӗ юлса, Санӑн ятна мухтаса юрласчӗ, Ҫӳлхуҫамӑм, Хӑвна мухтакана ан пӗтерсем! тенӗ Марходей.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗн авалтанпах пирӗн аттесем — Ной, Авраам, Исаак тата Иаков.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Эсӗ Аврама суйласа илнӗ, ӑна халдейсен ҫӗрӗнчи Ур хулинчен илсе тухнӑ, ӑна Авраам тесе ят панӑ, 8. вӑл пӗтӗм чун-чӗрипе Хӑвна пӑхӑннине курсассӑн, Эсӗ унпа халал хывнӑ: унӑн вӑрлӑхне ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, иевуссейсен, гергесейсен ҫӗрне пама пулнӑ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара патшапа унӑн аслӑ улпучӗсен ҫырӑвӗсене илсе, хыпарҫӑсем пӗтӗм Израиль ҫӗрне, пӗтӗм Иудея ҫӗрне саланнӑ, патша хушнипе ҫапла каланӑ: эй Израиль ачисем! Ҫӳлхуҫа енне — Авраам, Исаак тата Израиль Турри енне — ҫаврӑнӑр, вара Вӑл Ассири патшисен аллинчен ҫӑлӑнса юлнӑ йӑлкӑм енне ҫаврӑнӗ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Туррӑмӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑннисене Хӑвӑн Израиль халӑхӗ хушшинчен хӑваласа яраканӗ, ҫӗре Авраам вӑрлӑхне, Хӑвӑн тусун ӑрӑвне, ӗмӗрлӗхе параканӗ Эсӗ мар-и вара?
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Хеттуран, Авраам ҫум-арӑмӗн, ывӑлӗсем: вӑл Зимрана, Иокшана, Медана, Мадиана, Ишбака тата Шуаха ҫуратса панӑ.
1 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Авраам ывӑлӗсем: Исаак тата Измаил.
1 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. [Сим ывӑлӗсем вара:] Арфаксад, [Каинан,] Сала, 25. Евер, Фалек, Рагав, 26. Серух, Нахор, Фарра, 27. Аврам, вӑлах Авраам.
1 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫакӑ [сана] Ҫӳлхуҫа — хӑйсен ашшӗсен Турри, Авраам Турри, Исаак Турри тата Иаков Турри — курӑннине ӗнентерме пулӗ, тенӗ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кай, Израиль [ывӑлӗсен] аслӑ ҫыннисене пуҫтар та вӗсене кала: мана Ҫӳлхуҫа, аҫӑрсенӗн Турри — Авраам Турри, Исаак [Турри] тата Иаков [Турри] — курӑнчӗ, Вӑл: Эпӗ сирӗн патӑра пытӑм та сире Египетра мӗн кӑтартнине куртӑм тесе каларӗ, те, тенӗ.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.