Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

яланах сăмах пирĕн базăра пур.
яланах (тĕпĕ: яланах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Парти юхӑмӗсем вӑйӑ выляма кирлӗ, анчах та вӗсен вӑййисем илсе пыраҫҫӗ яланах вӑрҫӑ, харкашу патне.

Помоги переводом

Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19

— Кирек мӗнле пулсан та, кирек ӑҫта кайсан та яланах кил тӗлне астумалла, – тет Петӗр Пупин скульптор.

Помоги переводом

Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19

Анчах 10-мӗш автобус та 46-мӗш маршрутка та яланах чарӑнатчӗҫ унта, ҫынсене антарса хӑваратчӗҫ.

Но и 10-й автобус, и 46-я маршрутка всегда останавливались там, людей высаживали.

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

Унта чарӑну яланах пулса.

Там всегда была остановка.

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

Вӑл хӑйӗн хура сухалне яланах Емельян Пугачев сӑнӳкерчӗкӗ ҫинчен пӑхса кастаратчӗ.

Он всегда подстригал свою черную бороду, глядя на изображение Емельяна Пугачева.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Яланах ҫӗннине пӗлме тӑрӑшӑр, вулӑр, ҫӳлелле туртӑнӑр!

Помоги переводом

Поэзи, ҫамрӑклӑх, малашлӑх... // Ольга Иванова. «Тантӑш», 2014,09,10

Вӗсен тавра яланах кӳршӗ ачисем пуҫтарӑннӑ.

Помоги переводом

Паттӑр салтак ячӗпе // Хыпар. Хыпар, 2011,01,15

Юрать, яланах пӗринпе, кашни кун юттипе мар.

Хорошо, что всегда с одной, не каждый день с разными.

Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Чи кирли — хваттерте яланах таса та типтерлӗ.

Помоги переводом

Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Ача чухне шкултан е ҫуллахи вӑхӑтра тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн колхозран яланах тӗрлӗ ҫӗре экскурсисене илсе ҫӳретчӗҫ.

Помоги переводом

Паллӑ каникул // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2016,07,06

Анчах та яланах интернетра ларма кирлӗ мар.

Но постоянно в интернете сидеть не надо.

Телефонсӑр мӗнле пурӑнӑпӑр-ши? // Н.ДАНИЛОВА. Пирӗн пурнӑҫ

Ӗҫ коллективӗсемпе эпир яланах уҫҫӑн та тӳррӗн калаҫнӑ, вӗсен интересӗсене халиччен те хӳтӗленӗ, малашне те хӳтӗлӗпӗр.

Мы всегда вели честный и открытый диалог с трудовыми коллективами, защищали и будем защищать их интересы.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Ҫак пехиле яланах асра тытар.

Помоги переводом

«Чӗлхӳ пыл пек пылак пултӑр…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.08.11

Асанне нумай-нумай пурӑнтӑр, манӑн яланах вӑл юрлакан «Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юхать…» юрра итлес килет.

Пусть бабушка живет долго-долго, мне всегда хочется слушать песню "Дзинь-дзинь течет вода...", которая она постоянно поет.

Кукамипе кукаҫи хӑма савалаҫҫӗ… // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.09.22

Кӑткӑс тытӑмӑн вӑйӗсене пӗрлештерме стройка участокӗсенче яланах партгруппӑсем, парторганизаци секретарӗсен канашӗсем ӗҫленӗ.

Помоги переводом

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

Потребительсен кооперацийӗ яланах яллӑ вырӑнта ӗҫленӗ, ял ҫыннисен ыйтӑвӗсене тивӗҫтернӗ.

Помоги переводом

Ял тата потребкоопераци // Н.АНТОНОВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 545&page=3

Раҫҫейӗн тӗп истори центрӗ яланах ял пулнӑ.

Помоги переводом

Ял тата потребкоопераци // Н.АНТОНОВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 545&page=3

Ректор йӗркеленӗ «ополчени» йышӗнче ҫав кирпӗчсене каҫса кайса мухтакансем, авторӗ хальччен наукӑра пулман теори никӗсленӗ тесе ҫине тӑрса пӑс кӑларакансем яланах пур.

Помоги переводом

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

— Эсӗ яланах сӳтӗлетӗн те мухтанатӑн.

Помоги переводом

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ректор пуҫӑмпа, яланах ӗҫе путнӑскер, пурпӗр вӑхӑт тупса ҫыратӑп.

Помоги переводом

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней