Поиск
Шырав ĕçĕ:
Андрей Каменскире юлташӗсенчен татӑлса юлчӗ.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кунта ун мӑн аслашшӗсем сӗм авалхи чулсенчен ҫуртсем тунӑ, хула стенисене купаланӑ, ҫак ҫӗр айӗнче ун йӑх-тӗпӗнчи тӑванӗсен шӑммисем выртнӑ; амӑшӗн чӗри ҫав чулсемпе, ҫӗрпе, халап-юмахсемпе, юрӑсемпе тата ҫынсен шанчӑкӗсемпе татса татӑлми сыпӑнса тӑнӑ — хӑйӗн чи ҫывӑх тӗпренчӗкӗ пӗтме пуҫланӑшӑн чӗрипе татӑлса йӗнӗ: ун чӗри ӗнтӗ тараса пек пулнӑ, анчах ывӑлне юратнипе хулана юратнине виҫсе пӑхсан — вал хӑшӗнчен хӑшӗ ытларах тайнине ӑнланма пултарайман.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Урам кӗтессинчен сасартӑк утлӑ ҫарӑн пӗр пӗчӗк ҫеҫ отрячӗ сиксе тухнӑ: учӗсем темиҫе секунда хушши хӑяймасӑр пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑнӑ, вара сасартӑках ҫынсем ҫинелле вӗҫтерсе кӗрсе кайнӑ: темскер, этем сасси пек мар, тӗттӗм, суккӑр вӑй-хӑват тата темле, ӗмӗт татӑлса хурланнӑ евӗрлӗ япала сисӗннӗ вӗсен сассинче.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Пирӗн умра тӗлӗнмелле хӑвӑрттӑн пулса иртнӗ ҫак ӗҫе курнипе чунӑмӑрсене тӑвӑр пулса ҫитрӗ, эпир Коноваловпа тӗттӗм урамалла пӑхатпӑр, татӑлса йӗрнине, ятлаҫнине, ҫухӑрнине, начальниксем кӑшкӑрнине, йывӑррӑн йынӑшнине илтнипе ниепле те тӑна кӗрсе ҫитейместпӗр.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ирӗк пар мана ун ҫине пӑхса илме, тен вӑл часах вилӗ… тен, сана та ыранах вӗлерӗҫ… аннӳ татӑлса йӗрӗ, ҫапла вӗт?
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Жидпа татӑлса ҫитрӗм, нумай укҫа хӑвартӑм ӑна…
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Пӗр-пӗр пике кӗтет-кӗтет хӑйӗн Карпат маттурне, е халиччен тӗрмере ларать, е ҫапӑҫса вилчӗ те пулӗ тесе шухӑшлать, — вӑл пур, пӗр-пӗччен е юлташӗсемпе пӗрле ун умне, таҫтан пӗлӗтрен татӑлса ӳкнӗ пек, тухать-тӑрать.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Ӗнер ҫуралнӑ пек е пӗлӗтрен татӑлса аннӑ пек.
Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.
Чӑтлӑх чӑрӑшлӑхра, ҫӑра туратсем айӗнче, нӳхрепри пекех тӗксӗм, сулхӑн, кунта пурне те — пӗлтӗрхи татӑлса аннӑ, кӑвакарнӑ чӑрӑш тӑррисене те, вӗт туратсене те, мӑка та, сывлӑша хӑйне те хӑмӑр сӑрпа сӑрланӑ пекех туйӑнать.
22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫапла тунипе хӑшпӗр ҫум курӑкӗ тӑпӑлса тухнӑ, хашпӗрисем татӑлса ҫеҫ юлнӑ.
17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӗтмен ҫӗртенех тевӗш татӑлса кайрӗ те лав чарӑнчӗ.Неожиданно оборвался веревочный тяж, и подвода остановилась.
14-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Юрату уявӗ иртсе каять те пӗр канӑҫсӑр пурнӑҫ пуҫланать: палатӑна ҫӳремелле, унтан Обломовкӑна каймалла, ҫурт лартмалла, пӗр-пӗр пуян ушкӑнпа калаҫса татӑлса укҫашӑн саклат хумалла, ҫул тумалла, мужиксен вӗҫӗ-хӗррисӗр тавлашуллӑ ӗҫӗсене пӑхса тухмалла, пур ӗҫе йӗркелемелле… тырӑ вырни… авӑн ҫапни… шут шӑрҫисем шаклатни, приказчиксен канӑҫсӑр сӑнарӗ… дворянсен суйлавӗ… суд ларӑвӗсем…
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Санӑн яланах ыран! — терӗ Обломов, пӗлӗт ҫинчен татӑлса аннӑ пекех.— Ты все завтра! — возразил Обломов, спустившись будто с облаков.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗнле чӗререн татӑлса йӗрет ҫав хӗрарӑм!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр чухне Антипка та шанчӑксӑррӑн курӑнать: ӳсӗр тесен ӳсӗр мар вӑл, хӑй темле хӑрушла пӑхать — инкек ан пултӑрччӗ, ӑҫта та пулсан кӗрсе ларӗ, е мӗн те пулин татӑлса кайӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ахӑр самана ҫитет! — аран-аран каласа хурать те Наталья Фаддеевна юлашкинчен, иккӗшӗ те чӗререн татӑлса макӑраҫҫӗ.наступит светопреставление! — выговаривает наконец Наталья Фаддеевна, и обе плачут горько.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл тепӗр чухне этемлӗх инкекӗшӗн чунӗпе татӑлса макӑрать, сӑмахпа каласа пама май ҫук тӗлли-паллисӗр асаппа, хуйхӑпа, таҫта инҫетелле, лерелле, Штольц илӗртнӗ леш тӗнчене туртӑнса, питӗ тертленет…
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӑсӑлнӑ ҫынна хӑтарас тесе аллӑра парӑр, вӑл пӗтет пулсан, ун патӗнче чӗререн татӑлса йӗрӗр, анчах унран ан мӑшкӑллӑр.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Карчӑк ялкӑшса ҫунакан кӑмака тӑврашӗнче аппаланатчӗ, Олеся питӗ ҫӳллӗ тенкел ҫине хӑпарса ларнӑ та йӗтӗн арлать; кӗнӗ вӑхӑтра алӑк хыттӑнтарах шаклатрӗ те, вӑл ман енне ҫаврӑнчӗ, алли айӗнчи ҫиппи ун татӑлса кайрӗ, пӑрӑл-л! кустарчӗ вара йӗки урай тӑрӑх.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Кӗпер силленме пуҫланӑ, сӑнчӑрсем татӑлса кайнӑ та кӗпер шыва ишӗлсе аннӑ.Мост стал сильно раскачиваться, цепи лопнули — и мост обрушился в воду.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.