Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тем шырать яланах, ҫӳрет те ҫӳрет…
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Тинӗс ҫинче унӑн яланах анлӑ, ӑшӑ туйӑм ҫӗкленнӗ, — вӑл, пӗтӗм чунне ҫавӑрса илсе, унӑн пурнӑҫ киревсӗрлӗхне пӑртак тасатнӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Лере, тинӗс хӗрринче, вӗсем вӗҫӗмсӗр нумайӑн пек туйӑннӑ, ҫак пӗлӗтсем ҫанталӑк тӳпине — чӗррӗн те ӗмӗтленсе ҫиҫекен, хӑйсен таса ҫутипе этеме те аслӑ шухӑша яракан тӗрлӗрен тӗслӗ ҫӑлтӑрсемпе — миллион ылтӑн куҫсемпе, ыйхӑллӑ тинӗс ҫинче урӑх нихҫан та йӑлкӑшма парас мар тенӗ усал сӑлтавпа — яланах ҫапла шуса хӑпарассӑн туйӑннӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Анчах, яланах савӑнӑҫлӑ та ҫивӗчскер, вӑл паян темскершӗн кӑмӑлсӑр пулас, ҫын ыйтӑвӗсене хирӗҫ татса, кӑшкӑрса тавӑрать.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Унӑн ҫӑра та вӑрӑм, хӑмӑр мӑйӑхӗ кушак аҫинни пек яланах сиккелесе тӑнӑ; ҫурӑмӗ хыҫнелле янӑ аллисем вӑрӑм та кукӑр, вӗсем, качамаклӑ пӳрнисемпе чӗтревлӗн пӗтӗрӗнкелесе, пӗр-пӗринпе сӑтӑрӑнкаланнӑ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Эпӗ унӑн кӑкӑртан тухакан сассинчен пӗлетӗп: юрӑ юрлать-и хӑй, е «аван-и» тесе калать-и — яланах темле, тем ҫитмен пек те тем хытах ыйтнӑ пек янӑрать унӑн сасси.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Шухӑшлама тапрататӑн-тӑк — юратми пулатӑн пурнӑҫа, вӑл яланах ҫапла пулать.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Енӗшнӑрвашсем И.Я.Яковлев ятне яланах асра тытаҫҫӗ, музей умне пысӑк калӑплӑ чул вырнаҫтарнӑ.Яншихово-норвашцы все время помнят имя И.Я. Яковлева, у музея размещен огромный камень.
И.Я.Яковлев Енӗш Нӑрвашра темиҫе те пулнӑ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18
Ҫемьесенче яланах тӑнӑҫлӑхпа юрату тата килӗшӳ хуҫалантӑр.
Туслӑ кил-йышра ӳсеҫҫӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18
Яланах сӑлтав тупатӑр эсир, нихӑҫан та айӑплӑ мар.
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
Вӑл мана яланах пӑхӑнса тӑтӑр тесе, эпӗ тӗрлӗ стратегиллӗ майсемпе усӑ курма пӗлекен чее характерлӑ упӑшкана вӑл ниепле те улӑштарма пултарайман.
Почта уйрӑмӗнче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 15–17 стр.
Мӗн эсӗ яланах тинкерсе пӑхкалатӑн, йӗп ҫинче ларнӑ пек паркаланатӑн? а?Что это ты всё оглядываешься и движешься, как на иголках? а?
Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.
В.Алентей сӑпайлӑ, ҫынна хаклама, хисеплеме, яланах пулӑшма хатӗр ҫын пулнӑ.
Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18
Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен яланах ирӗксӗрлӗ-мӗнлӗ кӑна тухакан сӑмах, кунхинче ҫав тери ҫӑмӑллӑн, ирӗклӗн тухса кайрӗ:И слово, которое всегда с трудом сходило с его губ, в этот раз выговорилось легко и свободно:
40-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Пӑрах, Федя, — аллисемпе ҫатталанчӗ Зина, — эс яланах темле хӑрамалли япаласем шутласа тупатӑн!— Ну тебя, Федя, — отмахнулась Зина, — вечно ты всякие страсти выдумываешь!
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сана, яланах нумай кирлӗ.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ яланах ҫапла калаттӑм…
29-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санька пӗр-пӗр хӑрушлӑха кӗтсе илнӗ чух е ҫапӑҫӑва кӗнӗ чух яланах ҫапла пулаканччӗ.
28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫакӑнта яланах турпас та кӗленче ванчӑкӗ, ҫӳп-ҫап тӑкаҫҫӗ.
27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Акӑ, яланах «саранча», теттӗм!
26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951