Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланнӑ савӑнӑҫлӑ пичӗ, ик куҫ хушшипе куктӗррипе чӑпарланнӑскер, ак ҫапла каланӑннах туйӑнать: «Мана паян савӑнӑҫлӑ та ырӑ, мӗншӗн тесен пӗр лӑстӑк пӗлӗтсӗр тӳпепе сенкерленекен кун та савӑнӑҫлӑ, ырӑ; мӗншӗн тесен манӑн чунӑмра та ҫакӑн пекех сенкер шӑплӑхпа тасалӑх; мана питӗ савӑк, урӑх мана нимӗн те кирлӗ мар».
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Петртан ултӑ ҫул кӗҫӗнтерех пулин те, унтан пӗр пуҫ ҫӳллӗш ҫӳллӗрех пулнӑ, сӑмси ашшӗнни пекех — хурчканни евӗр кукӑр та усӑнчӑкрах, кӑшт чалӑшрах хушӑксенче сенкер куҫ шӑрҫисем ҫунса тӑраҫҫӗ, питҫӑмартисен лаптак шӑммисем хӗрелсе пыракан сарӑ-хӑмӑр тирпе витӗннӗ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӑнасем пани Катеринӑн шурӑ сӑн-питне, нимӗҫ бархачӗ пек хура куҫхаршийӗсене, чаплӑ пуставран ҫӗлетнӗ тумне, сенкер пурҫӑн кӗпине, кӗмӗл таканлӑ аттисене пӑхса тӗлӗннӗ; анчах пуринчен те ытла Катеринӑпа пӗрле унӑн ватӑ ашшӗ килменнинчен тӗлӗннӗ.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Сенкер тӳпе, ешӗл те кӑвакрах вӑрмансем, ҫынсем, чӳлмек тиенӗ лавсемпе армансем, — пурте пуҫхӗрлӗ тирӗнчӗҫ, пурте вӗсем, илемлӗ те кӑн-кӑвак ҫӑтмаха путмасӑр, пуҫхӗрлӗ тӑраҫҫӗ, утса ҫӳреҫҫӗ.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Йӑлтах, пурте вилнӗ тейӗн; ҫӳлте ҫеҫ, сенкер тӳпе тарӑнлӑхӗнче, тӑри чӗтӗрет, кӗмӗл юррисем сывлӑшлӑ пусма картлашкисем тӑрӑх юратупа хӗмленен ҫӗр ҫинелле вӗҫеҫҫӗ, тата, сайра хутран, ҫеҫен-хиртен чайка кӑшкӑрашнӑ сасӑ, путене янӑравлӑн пӗтпӗлтетни илтӗне-илтӗне каять.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫӗрлехи кӑвак тӳпере йӑмӑх сарӑ пӑхӑр пек тулли уйӑх шӑвать; ун тавра сенкер кӑшӑл ҫуталса тӑрать.В ночном голубом небе был полный, как густая желтая медь, месяц; вокруг него светился голубой венец.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫӗр ҫинчи юр — сенкер плюшпа витнӗ евӗр выртать.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл ҫуна пуҫнелле йӑванса кайрӗ; куҫӗ умӗнче сенкер йӗрсемпе хӗллехи кӑвак пӗлӗт чӗтренсе илчӗ.
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл ывӑннӑн, пичӗпе улӑм ҫине лӑпчӑнса, сулахай аякки ҫине выртнӑ; хӑй ҫав тери ҫамрӑк, сенкер куҫлӑ, сӑмсипе питҫӑмартийӗсене иртнӗ каҫ тӑм илтернӗ.
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Прохор Афанасьевич, пуса ҫавӑрӑнӑшӗсем ҫеҫ пулни ҫителӗксӗр-ха, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Ирина, куҫне ҫаплах вилтӑпри тӳпи ҫинчен вӗҫертмесӗр тата унта хӑй ҫине бурка, пуҫне сенкер тӑрӑллӑ кубанка тӑхӑннӑ Сергее ҫеҫ курса.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Халӗ Качкачев вилтӑпри патне темшӗн халӑх нумай пухӑннӑ: арҫынсем хӑшӗ бурка е башлык, хӑшӗ чылай кивелнӗ ҫар шинельне тата сенкер е хӗрли тӑрӑллӑ кубанка, хӗрарӑмсем кӗске кӗрӗксем е ваткӑллӑ пиншаксем тӑхӑннӑ, пуҫӗсене шурӑ шаль тутрисем ҫыхнӑ; машинӑсем тӑраҫҫӗ — кунта грузовиксем те, легковиксем те пур; тачанкӑсем, вӑрӑм та ҫӑмӑл урапасем, тӗрлӗрен тӗслӗ йӗнерленӗ лашасем — ҫакӑ пӗтӗмпе темле пысӑк экспедици лагерӗ пек туйӑнать.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫакӑн сӑлтавӗ шурӑ тата сенкер клеткӑсемлӗ, юриех умӗпе пилӗкне шалпарлатса ҫӗлетнӗ платьере мар, хырӑм пысӑкланнинче: вӑл йӗркеллӗ ӳссе пынӑ; ун пек чухне ҫамрӑк хӗрарӑм хӑйӗн ӑшри телейне пула хитреленсе чечекленет, шӑпах ача амӑшӗ пулма хатӗрленнипе хитреленет.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫил кӑлтӑрмачӑсем тӑтӑшах сывлӑшра вӑшлатса иртеҫҫӗ; пуҫа ҫӗклетӗн те тӗксӗм-кӑвак крапсем е сенкер те ачаш сӑнлӑ ҫӗрхӳресем вӗҫнине куратӑн.
Хут ҫӗлен // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 105–109 стр.
Пиллӗкмӗшӗ, сенкер куҫлӑскер, Володя палламан ҫамрӑк ҫын; вӑл вараланнӑ шинель тӑхӑннӑ, петличкисем ҫинче симӗс тӗслӗ лейтенант кубикӗсем, сухалне тахҫантанпа хырман, куҫ айӗ вараланнӑ; шахтӑна пуҫласа кӗнӗ ҫын пек, хӑракаласа, ытлашши пӗшкӗнсе утать, хулпуҫҫисене ҫӗкленӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Аялтан сенкер пӗлӗт ҫинче тупӑсен хура контурӗсем аван курӑнаҫҫӗ: ватӑ Митридат зениткӑсен ҫинҫе те вӑрӑм сӑмсисене пӗлӗтелле тӑснӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Крымри сенкер пӗлӗт ҫинче ансӑр тӗтӗм йӗрӗ хӑварса, сунаттисем ҫине пысӑк саспаллисемпе лайӑх курӑнмалла, «Павлик Морозов» тесе ҫырнӑ модель моторӗсемпе сӗрлесе лагерь тӗлӗнчи тӳпене вӗҫсе хӑпарсан, никам та тӗлӗнмерӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тинӗс шӑрши кӗрекен, лӑпкӑ та ӑшӑ ҫил ту тупинче ҫӗклене ылттӑн паяркиллӗ пысӑк сенкер ялава вӗлкӗштерет.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Юлия Львовна вӗренекенсем класра ҫырнине вуласа пӗтерчӗ те, сарӑ та сенкер тетрадьсене хӑй сӗтелӗ ҫине тирпейлӗн купаласа хучӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Сулӑ ҫинче ларакан ачасем ылттӑнланӑ саспаллисемпе «Леонид Красин» тесе ҫырнӑ карап хӳри ҫинче флагшток патӗнче сенкер трусик тӑхӑннӑ пӗчӗк кӗлетке тухса тӑнине курчӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тинӗс ҫийӗн, хула ҫинче, Митридат тӑвӗ ҫинче ҫурхи сенкер тӳпе саркаланать.Голубое весеннее небо выгибалось над морем, над городом, над Митридатом.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.