Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

куҫ сăмах пирĕн базăра пур.
куҫ (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанхи пекех, нимӗн хускалми, пӗр тикӗсӗн лараттӑм эпӗ, анчах куҫ умӗнче мӗн пурри васкамасӑр шӑранса манран ҫухалчӗ; Саша сӗтелӗ те, ун ҫинчи ҫӳлӗ бокалти пӗчӗк мелкесем те, сӗтел умӗнче тӑракан ҫак ҫыра ҫар ҫынни те, унан хушаматне те мантӑм ӗнтӗ.

По-прежнему я сидела ровно, неподвижно, но всё вокруг стало медленно уходить от меня: Сашин стол с кисточками в высоком бокале и этот рыжий военный у стола, фамилию которого я забыла.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шӑлӗсене ҫыртса сывлатчӗ вӑл, куҫхупаххисем хушшипе куҫ шӑрҫи кӑштах курӑнатчӗ — ҫавӑн пекех ҫав Ромашов, ӑна пӗтӗм тӗнчипе те урӑх Ромашовпа арпаштарас ҫук!

Он дышал сквозь сжатые зубы, между веками была видна полоска глазного яблока — уж такой Ромашов, что его нельзя было спутать ни с одним Ромашовым на свете!

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ача вӑййи пекчӗ ӗнтӗ ку, анчах акӑ халӗ, чӗрене хуйхӑ-суйхӑ ҫывхарнӑ вӑхӑтра, сумкӑран ҫак упа ҫурине кӑларатӑп та, куҫ хывмасӑр пӑхса тӑратӑп, чӑн калатӑп, кӑмӑлӑм кӑштах уҫӑлать.

Конечно, это была просто ерунда, но теперь, когда тоска добиралась до сердца, я вынимала из сумки медвежонка, смотрела на него, и, честное слово, мне становилось веселее.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах пирӗн тарӑн канав тепӗр канав патне пырать, тепри виҫҫӗмӗш патне, ҫапла майпа вӗҫне-хӗррине тухиччен куҫ та ҫавӑрса илеймест, хӑрах енӗ тӳремӗн чӑнкӑлатнӑ виҫӗ метр тарӑнӑш канавра хӗрарӑмсем ҫаплах тӑм ватаҫҫӗ, тепӗр енче тата тӑприне кӗреҫесемпе ывӑтаҫҫӗ те, ӑна ҫинчех тачкӑсемпе турттарса тӑраҫҫӗ…

Но он переходил в другой, другой — в третий, и так далеко, как достигал взгляд, женщины дробили глину в глубоких, трёхметровых, с одной стороны отвесных, с другой — покатых рвах, выбрасывали лопатами, вывозили на тачках…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ темшӗн дачӑна таврӑнтӑм, унта каҫ ирттертӗм, пӗр минутлӑха та куҫ хупаймарӑм пулас, ҫапах та ҫывӑрса кайнӑ-мӗн эпӗ, мӗншӗн тесен сасартӑк хӑраса вӑрантӑм, чӗрем хытӑ сикетчӗ: «Вӑрҫӑ. Нимӗн улӑштарма та юрамасть».

Зачем-то я вернулась на дачу, провела там ночь, кажется, не слала ни одной минуты, и всё-таки спала, потому что вдруг проснулась растерянная, с бьющимся сердцем: «Война. Ничего нельзя изменить».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ тайӑлса илнӗ факелсен ҫутинче вӑрӑм офицер хам енне юлхавлӑ куҫ хӗссе тинкернине куртӑм.

Я видела при свете качнувшихся факелов, как длинный офицер с ленивым любопытством прищурился в мою сторону.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унтан питне куҫ айӗнчен пӗчӗк чӑмӑрӗпе хуллен сӑтӑрса илчӗ.

И потом кулаком осторожно провел по щеке, под глазом.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Игорек ҫунан вут ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхать, тутине кышлать.

Игорек смотрел прямо в огонь не мигая, только губы себе кусал.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Мӗншӗн, пӗлмест пулать, — куҫ хӳрипе кулса илчӗ Игорь, — ҫӗтӗк алсисенчен тухса тӑракан пӳрнисем ҫине кӑмӑллӑн вӗркелесе.

— Ну да, зачем, — усмехался, дуя на замерзшие пальцы, вылезавшие из рваных варежек, довольный Игорек.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Куртӑн-и? — ыйтрӗ вӑл, чеен куҫ хӗссе.

— Видала? — спросил он, хитро прищурившись.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӗнтӗркенӗ лейтенант ҫӳҫене-ҫӳҫене каять, шӑннӑ пӳрнисене сӑтӑркалать, хӑй куҫ илмесӗр, Ариша аппа аллисем ҫине пӑхать.

Лейтенант стоял, поеживаясь, потирая застывшие пальцы, и неподвижно смотрел на руки тети Ариши.

25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Башня ҫинче хура-сарӑ хӗрес, икӗ ӳпне куҫ пек икӗ пӗчӗк фара хурал пӳрчӗ ҫине тӗллесе пӑхаҫҫӗ.

На башне хорошо был виден желто-черный крест, а две маленькие и злые фары уставились на сторожку.

25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Темӗн пысӑкӑш икӗ куҫ тӳрех ман ҫине ӳкнӗн туйӑнчӗ.

Мне показалось, что два огромных глаза смотрят на меня, вперившись прямо в лицо.

25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫав шӑтӑкран пӗр мӑшӑр куҫ тата пулемет кӗпҫин хура пӑнчи чӑлт-чалт пӑхса тӑраҫҫӗ.

Из этой норы на дорогу внимательно глядели два глаза и черная дырка пулеметного дула.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Куҫ тӗлне пулмарӗ-и?

Не появлялся на глаза?

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тепӗр тесен, унта куҫ курӗ-ха.

Впрочем, там видно будет.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗншӗн тесен пирӗн кӗнекесем ҫинче ҫапла ҫырнӑ: «Ӑслӑпа ӑслӑ пӗр сывлӑш сывлать. Ухмах ухмаха таҫтан куҫ хывать».

Потому что знаешь, как написано в наших книгах: «Мудрый с мудрым воздухом дышит одним. Дуралей влеком к дуралеям всегда».

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Курбан, фокусник пек, пӗрре куҫ хупса иличчен дыньӑна пайласа хучӗ, чи малтан мана, хӑнана тесе, ҫӗҫҫи вӗҫӗпе пӗр чӗл тыттарчӗ.

Курбан, как фокусник, с удивительной быстротой нарезал дыню на ломтики и первой, как гостье, дал с ножа мне.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Нарсем ҫинче ларакан шултра янахлӑ хӗвелпе пиҫӗхнӗ йӗкӗтсем ман ҫине куҫ илмесӗр пӑхаҫҫӗ.

С вагонных нар смотрели на меня загорелые, скуластые джигиты.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫакна куҫ хупса иличчен татса памалла.

Надо было решать мгновенно.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней