Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чуп сăмах пирĕн базăра пур.
чуп (тĕпĕ: чуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан пуҫӗнчи явлӑкне сӳсе илчӗ, тет те, турине кӑларчӗ, тет, Тимошкӑн ҫӳҫне тураса якатрӗ, унтан тутине чуп турӗ те кайрӗ, тет.

А потом сняла с головы платок, вынула гребень, причесала Тимошку, чуб его поправила, поцеловала в губы и пошла.

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӗвел тӗксӗмлетмен таса та шурӑ ҫамки ҫине хура ҫӳҫ пайӑрки ӳкнӗ, тулли питӗнчен хӗрлӗ сӑн кайса пӗтме ӗлкӗреймен-ха, ҫемҫе хура мӑйӑхӗ аялалла туртса тӑракан ҫӳлти тути, нӳрлӗ шӑлӗсене уҫса, кӑштах ҫӳлелле ҫӗкленнӗ, темиҫе кун каялла ҫеҫ Лушкӑна антӑхса кайса чуп тунӑ илемлӗ тутисем хушшине темле тӗлӗнчӗкрех кулӑ пытаннӑ.

На нетронутый загаром, чистый и белый лоб упала темная прядь волос, полное лицо еще не успело утратить легкой розовинки, вздернутая верхняя губа, опушенная мягкими черными усами, немного приподнялась, обнажив влажные зубы, и легкая тень удивленной улыбки запряталась в цветущих губах, всего лишь несколько дней назад так жадно целовавших Лушку.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӑмака хутма кизяк йӑтса кӗр, ама йытӑ ҫуратса янӑ хӗр, чуп, ӗнене хирӗҫ тухса ил!

Тяни, сукина дочь, кизяк на затоп да ступай корову встревай!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чуп!..

— Беги!..

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Сушкӑсӑр пуҫне эпир Таньӑна тӗрлӗ канаш та параттӑмӑр: ӑшӑрах тӑхӑн, пусма ҫинче хытӑ ан чуп, вутӑ ҫӗклемӗсене пысӑккӑн ан йӑт, — теттӗмӗр.

Кроме кренделей, мы давали Тане много советов — теплее одеваться, не бегать быстро по лестнице, не носить тяжелых вязанок дров.

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

— Карачӑм, чуп, пуртӑ патне!

— Герасим, сходи за топором!

Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.

Эсӗ кӗтӳҫ патне чуп.

А ты за пастухом беги.

28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑвӑртрах чуп!

Живее беги!

11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эсӗ, эсӗ! — терӗ Обломов, каллех ун аллисене чуп туса.

— Ты, ты!.. — говорил он, целуя опять у ней руки и волнуясь у ног ее.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Чуп, мӗн вӑй ҫитнӗ таран унталла, — кӑшкӑрса юлчӗ Обломов ун хыҫӗнчен, — каялла та ҫаврӑнса ан пӑх, каялла таврӑннӑ чух питӗ хуллен кил, икӗ сехет ҫитмесӗр кунта сӑмсуна та ан кӑтарт.

— Беги что есть мочи туда, — кричал он ей вслед, — и не оглядывайся, а оттуда как можно тише иди, раньше двух часов и носа не показывай.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломов хӑех ун аллине тытса чуп турӗ.

Он взял сам и приложил к губам.

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ан чуп, ан кай, ан уҫ: ӳкетӗн, шӑнса пӑсӑлатӑн…

Не бегай, не ходи, не отворяй: убьешься, простудишься…»

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Чуп, илсе кил!

Сбегай, принеси!»

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кирек мӗн ыйтсан та — ҫук, ӑҫтине никам та пӗлмест, те ҫухалнӑ, те кивӗ хваттере манса юлнӑ: чуп вара унта.

Чего ни спросишь, — нет, никто не знает — где, или потеряно, или забыто на старой квартире: беги туда…

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пуринпе те чуп тусах уйрӑлать, хӑйӗнпе ҫывӑхрах пулнӑ рабочие хӑйӗн сӑн ӳкерчкӗне парнелет.

На прощание перецеловался со всеми, а тем, с кем был ближе связан, подарил на память свою фотографию.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Чуп тӑватӑп сана.

Все, целую.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ҫак самантра тата Маргарита ӑна тутинченех хӗрӳллӗн чуп тума пуҫларӗ.

а потом вдруг почувствовала, как ее жарко и страстно целуют в губы.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Хаклӑ тусӑм, — Чебурашкӑна сӑмсипе куҫӗнчен чуп туса илчӗ Женя.

— Миленький мой, — Женя поцеловала Чебурашку в нос и в глаза.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Женя амӑшне питӗнчен чуп туса илчӗ те аялти хуталла васкарӗ.

Женя чмокнула ее в щечку и побежала вниз.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Чуп Петька.

Бежи, Петька.

XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней