Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вилме (тĕпĕ: вил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах капитан ҫав йывӑҫ айӗнче ҫывӑракан ҫынсене, вӗсем ӑна кунта выҫӑ вилме антарса хӑварасшӑн пулнӑ пулин те, вӗлересшӗн пулманни курӑнчӗ.

Но видно было, что капитану очень не хочется убивать и калечить такое множество спящих людей, хотя эти люди и обрекли его на голодную смерть.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кама вилме пӳрнӗ — вӗсем вилӗҫ.

Кому суждено быть убитым, тот будет убит.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Халӗ ӗнтӗ вӑл хӑрама йӑлтах пӑрахрӗ (ӑна кӑштах ром та пулӑшрӗ пулмалла), вӑл, хастар та хаваслӑ пӑхса, саншӑн вилме те хатӗр, тесе хучӗ.

Он теперь совершенно оправился от испуга (чему, быть может, отчасти способствовал ром) и с бодрым, даже радостным видом повторил, что готов умереть за меня.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эсӗ хушсан, Робин Крузо, эпӗ вилме те хатӗр!

— Я умру, если ты прикажешь, Робин Крузо!

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

«Эпӗ хӳме ӑшӗнче юлсан, тӑпра айне те пулса вилме пултарӑп. Хам ҫине ту ишӗлсе ан антӑр тесен, манӑн кунтан хӑвӑртрах тухса тарас пулать», — терӗм эпӗ.

«Если я останусь тут, внутри ограды, — подумал я, — я буду засыпан этим новым обвалом. Нужно бежать отсюда, чтобы на меня не обрушилась гора!»

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тӗлӗнмелле япала: аҫа ҫапсан, эпӗ хам та вилме пултаратӑп-ҫке, анчах ун чухне эпӗ кун пирки шухӑшласа та пӑхман.

Странное дело: в то время я даже не подумал о том, что при взрыве раньше всего могу погибнуть я сам.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Чунӑмпа, ан тив, турӑ хуҫалантӑр, вилме хӑрамастӑп эп, анчах тӑлӑхсен укҫине харама ярасран хӑратӑп…

Насчет души, говорит, моей волен господь бог, не боюсь помереть, а, говорит, страшно сиротские деньги загубить…»

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Вилме вара вӑхӑчӗ ҫитнӗ, мӗншӗн тесен пурте ватӑ, манран аслӑраххисем те пур.

А помирать уж время, потому все старые, есть которые постаршее меня.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Вилме те…

Помирать-то…

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ӑна пурӑнма кӑна мар, вилме те ҫӑмӑлрах.

Тому не то что жить, и помирать легче.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Халь ак мана санпа пӗрле вилме те хӑрушӑ мар, мӗншӗн тесен эс мана саватӑн…

Теперь мне не будет страшно умереть с тобой, потому что ты меня любишь…

XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ун куҫӗнче тем пек савса тӑни те вилме хатӗрри йӑлкӑшса тӑчӗ!

И столько скорби, любви и жертвенной преданности светилось в ее глазах!

XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эп сире калатӑп, Граф сывах тетӗп, Граф вилме шухӑшламасть те тетӗп! — терӗ Смион хаджи.

— А я вам говорю, Граф жив, Граф и не думает умирать!.. — откликнулся Хаджи Смион.

VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Паян тесен ҫӑмӑллӑн вилме пулать, ҫак хулан пархатарлӑ ишӗлчӗкӗ айне пулса чаплӑн вилме те пулать.

Сегодня можно умереть легкой, даже славной смертью, погибнуть под развалинами, под благородными развалинами этого героического города.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вилме суд тунӑ ҫынсем кӑна ҫавӑн пек тарӑн ыйхӑпа ҫывӑрма пултараҫҫӗ теҫҫӗ.

Говорят, что таким глубоким сном забываются осужденные на смерть в ночь накануне казни.

XXXIV. Ирхине // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӗрарӑмшӑн, иккӗмӗш Лалкӑшӑн, вӑл та ыранах ҫакӑн пек вилме пултарать, виле пулса тӑрать, тӑпра пулать.

Из-за женщины, из-за второй Лалки, которая завтра тоже умрет и превратится в труп, в прах.

XXII. Философипе ҫерҫи мӑшӑрӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Енчен мана вилме пӳрнӗ пулсан, пурнӑҫран хам уйрӑличчен эс телейлӗ пулмасан та, турӑ умӗнче те, ҫын умӗнче те чӑн тӳрӗ ҫын иккенне те пулин пӗлсе вилесшӗн…

И если мне суждено умереть, я хочу уйти из жизни с сознанием, что ты осталась если не счастливой, то, по крайней мере, честной женщиной перед богом и людьми…

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Итле, Рада, эп чӑн та вилме пултаратӑп, ара, вилӗме хирӗҫех каятӑп-ҫке; анчах эп кӑштах та пулин сан пирки пӑшӑрханасшӑн мар.

— Слушай, Рада! Очень возможно, что я погибну, — ведь я иду навстречу смерти; но я хочу быть хоть мало-мальски спокойным за тебя.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Турӑ пирӗн хӗҫ-пӑшала кӑна пил патӑр, хамӑрӑн асап-тӗсен курса нушаланнӑ ҫӗршывӑмӑр, ан тив, вӑл кӗрешӳре юнланнӑ пултӑр та, ирӗк пурнӑҫра чӗрӗлме тытӑнӗ, ҫавӑншӑн эп хаваслансах вилме хатӗр!..

Только бы благословил господь наше оружие, только бы наша родина, наша истерзанная родина, пусть и окровавленная в борьбе, возродилась к свободной жизни, — я с радостью приму смерть за нее!..

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сан идеалу, Бойчо, манӑн идеал та, сана Болгаришӗн вилме пӳрнӗ пулсан, эп те санпа пӗрле вилӗп…

Твой идеал, Бойчо, это и мой идеал, и если тебе суждено умереть за Болгарию, и я умру вместе с тобой…

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней