Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

куҫ сăмах пирĕн базăра пур.
куҫ (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Давыдов хӑй шухӑшӗнче Гремячий ҫыннисене пурне те умлӑн-хыҫлӑн куҫ умне кӑларса тӑратать…

Все гремяченские люди шли перед мысленным взором Давыдова…

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Пар, хӑнчӑр куҫ!

— Отдай, косой!

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ вӗсене пулемётран… пурне те ҫулса тӑкатӑп! — Нагульнов сасартӑк тискеррӗн кӑшкӑрса ячӗ, калама ҫук пысӑк куҫ шӑрҫисем урнӑ ҫыннӑнни пек ялтӑртатса илчӗҫ, тути хӗррисен кӗтессисенчен кӑпӑк пӑчӑртатса тапса тухрӗ.

Я их из пулемета… всех порежу! — вдруг дико закричал Нагульнов, и в огромных, расширенных зрачках его плеснулось бешенство, на углах губ вскипела пена.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Андрей Нагульновӑн вилӗм тӗслӗ ҫурхах карса илме пуҫланӑ сӑн-пичӗ ҫине куҫ илмесӗр пӑхать.

Андрей неотрывно смотрел в лицо Нагульнова, одевавшееся мертвенной пленкой.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ан ҫулӑх, хӑнчӑр куҫ, унсӑрӑн сӑмсуна ҫапса вататӑп.

— Не лезь, косоглазый, а то нос расшибу!

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Раскулачить тӑватӑр эппин? — ыйтрӗ Титок, вӑрахчен чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, куҫхаршийӗсем ҫинех антарса лартнӑ капюшон айӗнчен Нагульнов ҫине кӑвак куҫ шуррисене ялкӑштарса пӑхса.

Раскулачивать? — после долгого молчания спросил Титок, сверкнув на Нагульнова из-под надвинутого на брови капюшона синими белками.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульнов Давыдова куҫ хӗссе илчӗ те тула тухрӗ..

Нагульнов мигнул Давыдову, вышел.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Патша Ливан ҫурчӗн кӑнтӑр енчи кӗҫӗн алӑкӗсем витӗр тухнӑ чух сарӑ сӑран тумлӑ, лутрарах пӳллӗ, сарлака хулпуҫҫиллӗ, ӑмӑртарах тӗттӗм-хӗрлӗ питлӗ, хура ҫӑра сухаллӑ, вӑкӑр мӑйлӑ та лапсӑркка хура куҫ харши айӗпе сиввӗн пӑхакан темле ҫын картласа хунӑ унӑн ҫулне.

Когда выходил царь из дома Ливанского малыми южными дверями, стал на его пути некто в желтой кожаной одежде, приземистый, широкоплечий человек с темно-красным сумрачным лицом, с черною густою бородою, с воловьей шеей и с суровым взглядом из-под косматых черных бровей.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Куҫ шӑрҫисем унӑн сӑмала тултарса лартнӑ пекех хуп-хура та пысӑк.

Зрачки его были непомерно большими, как смолой налитые.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗрарӑм валли ҫӗлетнӗ шурӑ кӗрӗк тӑхӑннӑ мучи, мӑйӑхӗ ҫине шӑнса ларнӑ пӑра хӑйпӑта-хӑйпӑта, ытарлӑн куҫ хӗсрӗ:

Старый, в белой бабьей шубе дед, соскребая с усов сосульки, лукаво прижмурился.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тем иккӗленнӗн, куҫ хӑрпӑкӗсене самантлӑха антарать Соломон, анчах ҫавӑнтах каялла ҫӑклет вӗсене.

Он на мгновение, точно нерешительно, опускает ресницы, но тотчас же поднимает их.

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Куҫ умӗнче пулсан, мухтаннисӗр, йӑл-йӑл кулаканнисӗр пуҫне ним те ҫук!

А в глаза кроме хвалений да улыбок — ни-ни!

Йытӑпа ҫын калаҫни // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 126–129 стр.

Аппуна курсан, куҫ тӗтреленсе килчӗ.

Когда я увидел вашу сестрицу, то у меня помутилось в глазах.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

— Суятӑн, чалӑш куҫ!

— Врешь, кривой!

Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.

Сывлӑшра ҫӗршер пысӑк алӑ курӑнать, вуншар куҫ тӗлӗнмелле ҫӑткӑнлӑхпа, выҫӑхнӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ.

В воздухе мелькают сотни больших рук, блестят десятки глаз жадным блеском странного, острого голода.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

«Мов» ун туйи ҫине куҫ хӳрипе пӑха-пӑха илет.

«Mob» искоса поглядывает на эту палку.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Пысӑк, хура кӗлетке хӑйӗн пайӗсене лӳпперрӗн хумхантарса тӑрать, ҫӗршер куҫ хӑйсем пӗлмен те ӑнланма пултарайман япаласене тимлӗн те шӑтарас пек пӑхса кӗтсе илеҫҫӗ.

Черное огромное тело неуклюже двигает своими частями, сотни глаз внимательно и колко встречают всё, что незнакомо и непонятно им.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Амӑшӗ асапланнине тата ачи вилес пек хӑранине киленсе пӑхакан хӑшпӗр мӑшӑр куҫ, ытлашши чарӑлнипе, ҫурӑлса каяссӑн туйӑнать.

Иная пара глаз, кажется, готова лопнуть от напряжения, с которым она любуется муками матери и диким ужасом ребенка.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Унта, тӗттӗмре, вӑйлӑ та илемлӗ кӗлеткеллӗ арӑслансем, тигрсем, пантерӑсем тата леопардсем выртаҫҫӗ; вӗсен ҫынсене курайман пирки ҫунакан ҫаврака куҫ шӑрҫисем симӗс тӗспе йӑлкӑшаҫҫӗ…

Там в темноте лежат сильные, прекрасные тела львов, тигров, пантер и леопардов, и горят во тьме круглые зрачки зеленым огнем презрения к людям…

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Кайри урисем, пружина пек, чӗтренсе илеҫҫӗ, мӑйӗ тӑсӑлать, симӗс куҫ шӑрҫисенче савӑнӑҫ хӗлхемӗсем юн пек хӗрлӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Вздрагивают, как пружины, задние ноги, вытягивается шея, в зеленых зрачках вспыхивают кроваво-красные искры радости.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней