Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑнтан пуҫланса кайрӗ вӑл: пӗрре Володя пионерсен сборӗнче челюскинцӑсене Пысӑк ҫӗртен чул мар, пӑр уйӑрни ҫинчен, вӗсем ҫурҫӗр тӗттӗмлӗхӗнче мӗнле пурӑнни ҫинчен, ҫутҫанталӑк хӑрушлӑхне парӑнманни ҫинчен каласа пачӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑт, ҫутҫанталӑк, вӑййи!
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫутҫанталӑк ӑна хӑех аван пытарнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах вӑл техника енӗпе ялан хаваслансах пулӑшнӑ: ҫутӑ майлаштарнӑ, икӗ еннелле уҫӑлакан чаршав тунӑ, декорацисем ҫакнӑ, сцена хыҫӗнче аслати, ҫил-тӑвӑл тунӑ, юр сапнӑ; кӗскен каласан, ҫутҫанталӑк вӑй-хӑвачӗсен заведующийӗ пулнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унта ЧР строительствӑпа архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш заместителӗ В.Максимов, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин «Фармация» патшалӑх унитари предприятин генеральнӑй директорӗ О.Казарина, ЧР ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн заместителӗ Н.Косулин, Вӑрмар район пуҫлӑхӗ М.Пуклаков, райадминистраци пуҫлӑхӗ А.Васильев, райадминистрацин пай начальникӗсем тата ытти яваплӑ ҫынсем хутшӑнчӗҫ.
Вӑрмар районӗнче икӗ ФАП уҫӑлчӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3525-v-rmar- ... -fap-u-lch
Вӑл телейлӗ; вӑл, ҫутҫанталӑк пекех, тикӗс, лӑпкӑ, тӳлек ӑнланмалла мар хӗр.Она счастлива; она, как природа, ровна, спокойна и сама в себе.
XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Йӗри тавра вара ҫав-ҫавах тӗксӗм, хаяр та тискер ҫутҫанталӑк.
XX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Оленин хӑйӗн тӑван-йышне пӑрахса, казак станцинче ахаль пурнӑҫпа, ҫутҫанталӑк законӗсене ҫеҫ пӑхӑнса пурӑнма тапӑҫса пӑхни ӑнӑҫсӑр пулнине Толстой ҫав тери лайӑх уҫса кӑтартать.
Л. Н. Толстойӑн «Казаксем» повеҫӗ // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 2 с.
Эхер те ҫакӑнпа нумай пӗлӳллӗ, йытсене ҫав тери ӑста тума пӗлекен, ӑслӑлӑх мелӗ-меслечӗсемпе усӑ куракан тишкерӳҫӗ, ҫутҫанталӑк тишкерӳҫи аппалансассӑнччӗ.
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫутҫанталӑк пур ҫӗрте те гениллӗ йӗрке ӑсталаса хӑварнӑ.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кунта, тӑванӑм, ҫутҫанталӑк этемсем валли илӗртмӗшлӗ те мӑйкӑчлӑ темле засада туса хунӑ.Тут, дорогой мой, природа устроила для людей какую-то засаду с приманкой и с петлей.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Эпӗ юрату, илем, этемлӗхпе хам мӗнлерех хутшӑнусенче тӑни, ҫутҫанталӑк, ҫынсен пӗртанлӑхӗпе телейӗ, поэзи, турӑ ҫинчен сасӑпа уйлама мар, — кун пирки каламастӑп та, — лайӑххӑн шухӑша кайса ларма та хӑю ҫитерейместӗп.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫӑлтӑр сапса тухнӑ пӗр хура пӑнчӑсӑр, пӗр пӗлӗтсӗр шуранка симӗс тӳпене пӑхсассӑн, сывлӑш мӗншӗн варкӑшманнине, ҫутҫанталӑк мӗншӗн хускалма хӑраса асӑрхануллӑ пулнине ӑнланса илетӗн: ӑна пурнӑҫӑн пӗр питӗ-питӗ кӗске самантне те ҫухатма шел иккен, ҫавӑншӑн вӑл чӑтма ҫук сехӗрленет, хӑрать.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Шӑрӑхпа шӑплӑха пула сывлӑш пӗр варкӑшсӑр хытса тӑрать, лӗштӗр кайнӑ ҫутҫанталӑк чӗмсӗрлӗх ӑшне путнӑ…Воздух всё больше застывал от зноя и тишины, покорная природа цепенела в молчании…
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫутҫанталӑк та ыйхӑран вӑраннӑ.
XXXIV. Ирхине // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӗтӗм ҫутҫанталӑк ҫак пӗтӗм ту тӳписем, сӑртсемпе айлӑмсем йӗри-таврах сыхланса сывлать.Вся природа, горные вершины, долы и ущелья кругом настороженно вздыхали.
ХХХIII. Каҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл йӗрӗнсе сурса хучӗ… ҫутҫанталӑк питне пуль ҫав ӗнтӗ.
XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тепӗр майлӑ каласан, ӑс-хакӑл хӑватне ҫутҫанталӑк хӑвачӗ ҫӗнтерсе илчӗ.
XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Енчен унӑн чунӗ ҫак икӗ тӳлеме те пӗрле ҫыхӑнтарма пултарнӑ пулсан, епле аван пулнӑ пулӗччӗ — пӗрне ӑс-хакӑл панӑ хӑватпа тейӗпӗр, тепӗрне — ҫутҫанталӑк пилӗпе, вӗсене пӗр-пӗринпе килӗштерсе те тан виҫепе тытса, тепри пулӑшнипе иртесрен-мӗнрен кӑшт тытарах тӑрайсан мӗнле аван пулнӑ пулӗччӗ ҫав та…
XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӗтӗм ҫутҫанталӑк пурнӑҫпа та ҫамрӑклӑхпа вӗресе тӑрать.
XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.