Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эсӗ ӑшчиккипе пӗҫернӗ лапша ҫиме кӑмӑл тӑвӑн, сана кваспа ҫитерӗҫ.Ты хотел бы лапши с гусиным потрохом покушать, а тебя квасом будут кормить.
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑна, сысна какайӗ ярса пӗҫернӗ купӑста яшки ҫинӗ хушӑра, хӗрарӑмсем пуртан, ҫанталӑк ҫинчен, хӑйсемпе пӗрле службӑра пулнӑ ҫынсем ҫинчен калаҫкаларӗ.Гость, хлебая щи со свининой, в присутствии женщин вел разговор о погоде, о сослуживцах.
1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сулахай енче, ту тӑррисенче, халь-халь ҫумӑр ҫуса ярас пек, хура йывӑр пӗлӗтсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсен мӗлкисем симӗс тайлӑмсем тӑрӑх шӑваҫҫӗ; ту тайлӑмӗсенче имшер самшит йывӑҫӗ ӳсет; ватӑ буксемпе ҫӑка хӑвӑлӗсенче «сим-пыл» тупма пулать, — ҫав «сим-пыл» ӗлӗк-авал Аслӑ Помпей салтакӗсене кӑштах пӗтерсе хуман, хӑйӗн ӳсӗртекен пылакӗпе вӑл тимӗр пек ҫирӗп римлянсене пӗр легионӗпех ураран ӳкернӗ; пыл хурчӗсем ҫав пылака лаврпа азали чечекӗсем ҫинчен пухаҫҫӗ, «иртен-ҫӳрен ҫынсем» вара ӑна, йывӑҫ хӑвӑлӗнчен илсе, лаваш ҫине — тул ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ ҫӳхе пашалу ҫине сӗрсе ҫиеҫҫӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Ӗҫсе ярсан, тирӗк ҫинчен хайхи тӑм муклашкине илчӗ — вӑл пӗҫернӗ аш пулнӑ иккен — пӑхкаларӗ те ӑна, хулпуҫҫийӗ урлӑ хыҫалалла, хупах стенине печӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Эпӗ ӑна эрех тата пӗҫернӗ сысна какайӗ патӑм…
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Вӑл партизансенне тумтир юсама пуҫланӑ, апат пӗҫернӗ, чирлисене тӗрлӗ курӑкпа сыватнӑ.Он чинил партизанам обувь, латал одежду, варил обед, лечил их травами.
24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сӗтпе пӗҫернӗ лапшана юратса сыпа-сыпах, вӑл кӑмпа ҫинчен, мӑк уҫланкисем, чӑрӑш нумай ӳсекен вырӑнсем ҫинчен нумайччен каласа паратчӗ.
21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пыршӑ-пакарта яшки, пармезонпа пӗҫернӗ макарон, кулебяка ашӗ, кӑваспа пӗҫернӗ пулӑ, килти чӗп ашӗ — ҫаксене пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫирӗп йӗркепе улӑштарса пӗҫереҫҫӗ, ҫак апатсем пӗчӗк ҫуртри пӗр евӗр пурнӑҫа кӑмӑллӑ ҫӗнетсе пыраҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломова пулӑ яшки, Штольца кӗрпе ярса пӗҫернӗ чӑх чӗппи яшки лартса пачӗҫ, кайран хытнӑ чӗлхе лартса пачӗҫ, унтан — така ашӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫулӑ кулебяка вырӑнне хӑпарса тӑракан кукӑльсем пулчӗҫ, яшка умӗн устрицӑсем лартса пачӗҫ; ӑшне кӑмпа тултарса пӗҫернӗ чӑх чӗпписем, пылаклӑ аш, хаклӑ ешӗл ҫимӗҫсем, акӑлчан яшки лартса пачӗҫ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Каҫхи апата мӗн пӗҫернӗ? — ыйтрӗ Обломов.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Икӗ сехет тӗлнелле кил хуҫи арӑмӗ унран алӑк хыҫӗнченех: ҫырткалас килмест-и? — тесе ыйтрӗ: вӑл икерчӗ пӗҫернӗ иккен.Часу во втором хозяйка из-за двери спросила, не хочет ли он закусить: у них пекли ватрушки.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломова валли апат уйрӑм пӗҫернӗ пулсан та, кил хуҫи арӑмӗ унӑн кухнине те асӑрхасах тӑнӑ.Хотя Обломов держал стол особо, но глаз хозяйки бодрствовал и над его кухней.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем унта Швейцаринчи е Шотлӑндири евӗрлӗ мӗнле те пулин каҫа курайман пулӗччӗҫ: ҫав ҫӗршывсенче пӗтӗм ҫутҫанталӑк — вӑрман та, шыв та, хӳшӗсен стенисем те, хӑйӑр сӑрчӗсем те — пурте тӗксӗм хӗрлӗ ҫутӑпа ҫуннӑн ялтӑртатса тӑраҫҫӗ; пӗр-пӗр Ледипе пӗрле мӗнле те пулин ҫурт-йӗр ишӗлчӗкӗсем патӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн кукӑр-макӑр хӑйӑрлӑ ҫулпа тӗреклӗ замока васкакан юланутлӑ арҫынсен мӗлкисем ҫав тӗксӗм хӗрлӗ тӗс ҫинче яр-уҫҫӑнах палӑрса тӑраҫҫӗ; замокра вӗсене Вальтер Скотт пирӗн асра хӑварнӑ нумай картинӑсем кӗтеҫҫӗ — икӗ роза хушшинче пулса иртнӗ вӑрҫӑ ҫинчен аслашшӗ каласа пани, хир качаки ашӗнчен пӗҫернӗ каҫхи апат тата лютня каласа ҫамрӑк мисс юрласа панӑ баллада.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапах та чусти ытарма ҫук хӑпарса ҫитрӗ, Даша инке ӑна тутанса пӑхса лайӑх «тӗпренсех каймасть ку», терӗ пулин те, вӑрҫӑ вӑхӑтне кура, пӗҫернӗ кукли лайӑх пуласси курӑнсах тӑратчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сывӑ мар матрос валли монастырьте пӗҫернӗ икӗ шурӑ йӳҫӗ пашалу илнӗ.Купил два монастырских, очень белых и очень кислых бублика для больного матроса.
XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Чӑнах та матрос сивӗ тытнӑ пекех чӗтренӗ, йӗп-йӗпе пулнӑ, анчах ҫав вӑхӑтрах вӑл вӗри чирпе хӗрнӗ пекех пӗҫернӗ.Действительно, матрос, хотя дрожал и был мокр, весь так и горел сухим, болезненным жаром.
XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Флотри паллӑ традиципе кам пӗлмест иккен кашни путарнӑ карап пуҫне чаплӑ апат хатӗрленине, ҫав чаплӑ апатра тӑшмана ҫӗнтерекенсене командовани ӑшаласа пӗҫернӗ сысна ҫурипе хӑна тӑвать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫыран хӗрринчи хура пӑнчӑсем тата хӑмӑр кӑмрӑкӑн юлашкийӗсем ҫине сӑнаса пӑхсан, ачана кунта кӗҫӗр кимӗпе таҫтан инҫетрен ҫынсем килсе чарӑннӑ та, вут хурса апат пӗҫернӗ пек туйӑннӑ.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Сӗтел варринче тулӑ ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ велосипед урапи пысӑкӑш кӗлентӗр выртнӑ.Середину стола занимал сдобный крендель величиной с велосипед.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949