Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халӗ вара, эсӗ колхозри пӗтӗм тӑнлӑ-пуҫлӑ халӑх умӗнче уншӑн куҫҫулӗ тӑксах йӗтӗн пулсан, эпӗ урӑх тӳсме пултараймастӑп!
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Йӗрсе ячӗ те, куҫҫулӗ шӑпӑртатса тухнипе кӑштах ҫӑмӑлланнӑ пек пулса, выльӑх картинчен тухса кайрӗ.Заплакал и пошел с база, как будто облегченный прорвавшейся слезой.
10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Манӑн куҫҫулӗ тупасчӗ!
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫав хушӑрах арӑмӗ унӑн ҫап-ҫутӑ, ахаль чух ҫиленчӗкрех курӑнакан куҫӗсен кӗтессисенче куҫҫулӗ капланнине асӑрхарӗ те шурса кайрӗ: «Санӑн каймалла мар-и, Андрюша?» — тесе ыйтсан, — «Ыран каймалла, ҫимеллисем хатӗрле», терӗ ӑна упӑшки.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫав тери шел ӑна, унӑн куҫҫулӗ хам куҫа сирпӗннӗн туйӑнать; чӗреме хуйхӑ капланчӗ, кӑшкӑрас килет, ҫавӑнпа кӑшкӑртӑм та:
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
— Х-хосподи, — тесе хӑрӑлтатать вӑл; хӑй кӑвакарса кайнӑ тутисене ҫыртса пӗтернӗ, кӑпӑк кӑларать, хӗвеле хирӗҫ пӑхса алчӑранӑ евӗр пӑхакан куҫӗсенчен куҫҫуль вӗҫӗмсӗр шӑпӑртатса юхать, чӑтӑмсӑр асап курса ҫуратакан хӗрарӑмӑн куҫҫулӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Каҫару ыйтса йӑлӑнмалӑх унӑн куҫҫулӗ те пулман, сӑмахӗ те тупӑнман.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Пирӗн умма икерчӗсем кӑларса лартсанах, тӑлӑха тӑрса юлнӑ старик куҫҫулӗ витӗр хурланса ҫакӑн пек каларӗ:Когда были поданы блины, старик-вдовец горько заплакал и сказал:
Почта уйрӑмӗнче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 15–17 стр.
— Акӑ паян та ун ҫӑви ҫинче пултӑм; ку енне килмессерен унта каятӑп, ларатӑп вара унта; куҫҫулӗ шӑпӑртатать кӑна…
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ыталансан, вӗсен сӑмахӗсем, куҫҫулӗ, туйӑм пӗтсе ларчӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, куҫҫулӗ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Майӗпен-майӗпенех Обломов хӑрама пӑрахрӗ, лӑпкӑ шухӑша кайрӗ; вӑл куҫне уҫса та пӑхмарӗ-ха, анчах тепӗр минутранах унӑн сӑнӗнче лӑпкӑ та пысӑк савӑнӑҫ палӑрчӗ; вӑл Штольц ҫине вӑраххӑн пӑхса илсен, унӑн куҫӗсенче кӑмӑл ҫемҫелни те, куҫҫулӗ те курӑнчӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапах вӑл ҫак пурнӑҫа юратать: хура куҫҫулӗ юхтарать пулин те, канӑҫа пӗлмест пулин те, вӑл ӑна ӗлӗкхи лӑпкӑ пурнӑҫпа улӑштарас ҫук; ун чухне вӑл Обломова пӗлменччӗ, сиксе вӗрекен, ҫатӑртатса ҫунакан кастрюльсем, ҫатмасем, чӳлмексем таврашӗнче хуҫаланатчӗ, Акулинӑна, дворнике ӗҫ хушатчӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах ҫапла тӑвасшӑн вӑл мӗн чухлӗ пӑшӑрханать, чупкалать, лавккасенче йӑлӑнать, вара ҫӗрлесерен ҫывӑраймасть, куҫҫулӗ те юхтарать!
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн хулпуҫҫийӗсем ҫӳҫенсе чӗтремерӗҫ, куҫӗсем мӑнкӑмӑллӑн ҫунмарӗҫ: ҫав уйсемпе сӑртсем ҫинчен манса, хӑйне алӑ паракана аса илсен, Ольга хӑйӗн пичӗ тӑрӑх куҫҫулӗ хуллен юхса аннине туйрӗ…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ чун-чӗререн хурланса куҫҫулӗ тӑкмарӑм-им?
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Куҫҫулӗ вара? — терӗ Ольга.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн вӑл хӑюлансах ҫитет, ҫавӑан пек чухне унӑн чунӗ кӳтет, куҫҫулӗ пыра тулать, вара унӑн Штольц умне ыткӑнас килет, хӑйӗн юратӑвӗ ҫинчен сӑмахпа мар, куҫҫульпе макӑрса, ӑсран кайса пӗлтерес килет — Штольц вара пулни-иртнишӗн каҫартӑр.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кӑмӑл мӗнле ҫаврӑнать, туйӑмсем мӗнле тӗлӗрнӗ чукнехи пек пулаҫҫӗ, малтан мӗнле куҫ суккӑрланать, хӑш самантран юн, унтан чӗре хытӑрах тапма тытӑнать, мӗнле пӗр кунтанах ҫынна ӗмӗрлӗхех юратма, уншӑн вилме те хатӗр пулатӑн, мӗнле пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех хушӑн мар, савнӑ ҫыншӑн пурӑнма пуҫлатӑн, ӑс мӗнле мӑкалса е ҫав тери ҫивӗчленсе пырать, мӗнле ху ирӗклӗхне ҫынна паратӑн, мӗнле пуҫ тайӑлать, урасем чӗтреҫҫӗ, куҫҫулӗ тухать, вӗрилетсе пӑрахать? — юратуран аманнӑ ҫыннӑн ҫаксене ӑслӑ куҫпа тӗпчесе тӑма вӑхӑт ҫук.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чир хыҫҫӑн Илья Ильич чылайччен салхуллӑ пулчӗ, сехечӗ-сехечӗпе йывӑр шухӑша кайса ларчӗ, хӑш чухне Захара хирӗҫ те самах чӗнмерӗ, лешӗ чашӑксене урайне ӳкернине те, сӗтел ҫинчи тусана шӑлманнине те сисмерӗ; е кил хуҫи арӑмӗ, праҫниксенче кукӑльпе хӑналама килсе кӗрсен, вӑл куҫҫулӗ юхтарнине асӑрхакаларӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956