Поиск
Шырав ĕçĕ:
14. Алӑк хӑйӗн тӑпсийӗ ҫинче, наян хӑй выртан вырӑнӗ ҫинче ҫаврӑнать.14. Дверь ворочается на крючьях своих, а ленивец на постели своей.
Ытар 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӗрентсе каланине тӑнлӑр, ӑслӑ пулӑр, ҫавӑнтан ан чакӑр. 34. Кунӗн-ҫӗрӗн ман хапха умӗнче тӑрса, ман алӑк умӗнче хуралласах тӑрса мана итлекен ҫын — телейлӗ!
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӑслӑлӑх ҫӳллӗ вырӑна, ҫул хӗррине, ҫул юппине пырса тӑрать; 3. вӑл хулана кӗнӗ ҫӗрте, хапха умӗнче, алӑк патӗнче ӳкӗтлет: 4. «эй ҫынсем, эпӗ сире чӗнсе калатӑп, сассӑм этем ывӑлӗсене ӳкӗтлет!
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Унта Мардохей патшанӑн икӗ хайранне — алӑк урати сыхлакан Гавафӑна тата Фаррана, Артаксеркс патшана вӗлерме каварлашнӑскерсене — тӑрӑ шыв ҫине кӑларни ҫинчен те ҫырнӑ пулнӑ.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл патша керменӗн шалти картишӗнче, патша керменӗ умӗнчех, чарӑнса тӑнӑ; патша вара хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫинче, патша керменӗнче, шӑпах кермене кӗмелли алӑк еннелле пӑхса ларнӑ, [ылтӑн сӑрнӑ, хаклӑ чулсемпе эрешленӗ тум тӑхӑннӑскер, вӑл питӗ хӑрушшӑн курӑннӑ].
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Мардохей патша хапхи умӗнче ларнӑ чухне патшан икӗ хайранӗ, — Гавафа тата Фарра, — алӑк уратине хураллакансем, [Мардохее ҫапла хисепленӗшӗн] вӗчӗхнӗ, вара вӗсем Артаксеркс патшана вӗлерме шут тытнӑ.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Никам та сасӑ паманнине кура, вӑл ҫывӑрмалли пӳлӗме уҫса шала кӗнӗ те алӑк урати патӗнче пуҫне касса илнӗ Олоферн вилли выртнине курах кайнӑ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Товит вара алӑк патнелле утнӑ, анчах такӑннӑ; ывӑлӗ чупса пырса ашшӗне ярса тытнӑ, 10. вӑл пулӑ вачӗпе ашшӗ куҫне сӗрсе ҫапла каланӑ: аттеҫӗм, ҫитӗ кулянса! тенӗ.
Тов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара вӗсем аслӑ священник Хелкия патне пынӑ, Манассия тата Ефрем ҫыннисем, ҫавӑн пекех ытти израильсем те, Иудӑпа Вениамин ҫыннисем, Иерусалимра пурӑнакансем Турӑ Ҫуртне илсе пынӑ кӗмӗле, алӑк умӗнче хуралта тӑнӑ левитсем пуҫтарса тӑнӑ кӗмӗле, ӑна панӑ; 10. ҫав кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫ тутарма уйӑрнӑ ҫынсен аллине панӑ, лешӗсен вара кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче юхӑнса кайнӑ вырӑнсене юсакан-сиплекен ҫынсене уйӑрса памалла пулнӑ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Коре — Имна ывӑлӗ, левит, тухӑҫ енчи алӑк хуралҫи — Турра панӑ ыр кӑмӑл парнисемшӗн яваплӑ пулнӑ, вӑл Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парнесене тата Ҫӳлхуҫана халалланӑ япаласене валеҫсе тӑнӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Патша вара аслӑ священника Хелкияна, иккӗмӗш священниксене тата алӑк умӗнче хуралта тӑракансене Ваалпа Астарта валли, тӳпери ҫар валли тунӑ мӗнпур япалана Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен пуҫтарса илсе тухма хушнӑ, вӗсене вӑл Иерусалим хыҫӗнче, Кедрон айлӑмӗнче, ҫунтарса янӑ, вӗсен кӗлне Вефиле илсе кайма хушнӑ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иосия хӑй вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Шафан ҫыруҫӑна — Мешуллам ывӑлӗн Ацалийӑн ывӑлне — Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫапла каласа янӑ: 4. аслӑ священник Хелкия патне кай, вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи кӗмӗле, алӑк патӗнче тӑракан хуралҫӑсем халӑхран пуҫтарнӑ кӗмӗле, шута илтӗр, 5. вара ҫав кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫ тутарма уйӑрнӑ ҫынсен аллине паччӑр, лешӗсем ӑна Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче юхӑнса кайнӑ вырӑнсене юсакансене паччӑр, 6. алӑстисене, чул ӑстисене, стена купалакансене тӳлеччӗр, Ҫурта юсама йывӑҫ тата касса якатнӑ чул туянччӑр; 7. хӑйсене панӑ кӗмӗле вӗсем епле тӑкакланине ан ыйтӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеҫҫӗ, тенӗ.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Алӑк умӗнче хуралта тӑракан священниксем Ҫӳлхуҫа Ҫуртне илсе пынӑ мӗнпур кӗмӗле унта ярса тӑнӑ.И полагали туда священники, стоящие на страже у порога, все серебро, приносимое в дом Господень.
4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иодай священник пӗр сунтӑх илнӗ, унӑн ҫӳл енне шӑтӑк тунӑ, вара ӑна парне кӳмелли вырӑн ҫумне, сылтӑм енне, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӗрсе тухмалли алӑк енне, лартнӑ.
4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Гиезий чӗнсе килнӗ; хӗрарӑм алӑк патӗнчен иртмесӗрех чарӑнса тӑнӑ.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иеровоам арӑмӗ вара каялла кайнӑ, Фирца хулине ҫитнӗ; алӑк урлӑ ярса пуссанах, ачи вилсе выртнӑ.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме кӗме ҫу йывӑҫҫинчен алӑк тутарнӑ, сулисем унӑн пилӗк кӗтеслӗ пулнӑ.31. Для входа в давир сделал двери из масличного дерева, с пятиугольными косяками.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Варринчи хута кӗмелли алӑк Ҫуртӑн сылтӑм енче пулнӑ.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем тепӗр кунне ирхине тӑнӑ та, Дагон акӑ каллех Ҫӳлхуҫа арчи умӗнче ӳпне выртать; Дагон пуҫӗ, [икӗ ури тата] икӗ алли, касса пӑрахнӑскерсем, уйрӑммӑн-уйрӑммӑн алӑк урати ҫинче [выртнӑ], Дагонӑн кӳлепи ҫеҫ юлнӑ.
1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Шуҫӑм килеспе хӗрарӑм, хӑйӗн хуҫи чарӑнса тӑнӑ кил патне ҫитейсе, алӑк умне ӳкнӗ, мӗн ҫутӑличченех ҫавӑнта выртнӑ.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.