Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ыран тухса каяс тенӗ чух Мария Гавриловна ҫӗрӗпех ҫывӑрман; вӑл хӑйпе илсе каймалли япаласене хатӗрленӗ, кӗпи-йӗмӗсене чӗркесе ҫыхнӑ; хӑйӗн ҫемҫе чӗреллӗ, хӗрхенчӗклӗ тантӑш хӗр-тусӗ патне пысӑк ҫыру ҫырса хатӗрленӗ, тата ашшӗпе амӑшӗ патне те ҫыру ҫырнӑ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Панкрацран Петчека тата унтан каялла каймалли ҫул заключеннӑйсемшӗн Голгофа, вилмелли, асапланмалли вырӑн пулса тӑчӗ.Поездка из Панкраца во дворец Печека и обратно становится крестным путем для заключенных, Голгофой.
VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Леш тӗнчене каймалли пропуск!
VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӑл сасартӑк чарӑнса ларнӑ, — вӗсем каймалли вырӑна бомбӑсемпе ҫав тери хытӑ аркатнӑ, унта нимӗн те юлман, теҫҫӗ.Он неожиданно задержался, говорят, потому, что место назначения разбомбили дотла.
Подтяжкӑсем // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Допроса эпӗ наҫилкка ҫинче выртса мар, — хамшӑн ку пулма пултарайман пек туйӑнсан та — утса каймалли кун ҫитет.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ку вӑл — тӳрех тӗрмене е вилме каймалли ҫул.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Анчах ҫулӗ пӗтнӗ, урах каймалли пулман, Алексейӑн юрату ҫинчен калама хӑюллӑх ҫитеймен.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл малтанхи виҫесемпех утрӗ, ҫавӑн пекех канчӗ, пӗр кун каймалли ҫур ҫулне утсан апат ҫирӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫав ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑ, пир хутаҫ ҫакнӑ ялти «кӗтӳҫӗре», унӑн улӑм витнӗ пӳрт тӑрри евӗрлӗ ҫӳҫлӗ пуҫӗнче, унӑн кӑвак та ҫутӑ куҫӗсенче темӗнле хӑй патнелле туртакан вӑй, кӑмӑла каймалли пахалӑх пулнӑ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Каясчӗ — ниҫта каймалли ҫук…
Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Мана ҫунса-кӗлленсе каймалли юрату кирлӗ.
Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.
Хӑмисене чул сӑрт хыҫнелле каймалли сарлака ҫурӑк ҫине витсе лартнӑ-мӗн.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Гек, кӗрсе каймалли вырӑн патнех ҫитеретӗп… унталла та, кунталла та хам ишетӗп, — эсӗ пӳрнӳне те тапратмастӑн.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫынсем малтан ӗненмен, мӗншӗн тесан ун пек ниепле те пулма пултараймасть, тенӗ вӗсем: «Эсӗр халӗ ларакан вырӑн ҫӗр айӗнчи шӑтӑк ӑшнелле кӗрсе каймалли вырӑнтан пилӗк миля анатарах-ҫке», — тенӗ.Ему сначала не поверили, сказали, что «пещера находится пятью милями выше по реке».
32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Анчах вӗсем чупма пултарайман, мӗншӗн тесен кашни утӑмрах анса каймалли тарӑн шӑтӑксем тӗл пулнӑ, ҫавӑнпа сыхланса утмалла пулнӑ.Однако спешить было нельзя, потому что на каждом шагу попадались ямы и надо было остерегаться.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Анчах уткалани-тунинче те тата унӑн куҫӗсенче те темӗнле хӑракаланӑ пек пулни палӑрнӑран Бекки тепӗр хӑрушӑ япалана пӗлсе тӑнӑ: Том ӗнтӗ ҫав ҫара ҫерҫисем пулнӑ шӑтӑк патнелле каймалли ҫула та тупма пултарайман.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫынсем ун ҫинчен ҫапла калаҫнӑ: ҫав шӑтӑк-ҫурӑксемпе таҫтах анса каймалли тӗпсӗр шӑтӑксем арпашса пӗтнӗ ҫӗрте темиҫе кун, темиҫе ҫӗр хушши утса ҫӳресен те, ҫапах та тулалла тухмалли шӑтӑкне тупма пулмасть; ҫавӑн пекех тата тарӑнрах анса пырсан та, пур ҫӗрте те вӗҫӗ-хӗрри те ҫук, тенӗ.
29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пирӗн ҫула каймалли вӑхӑт та ҫитрӗ.
26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Лӑпах учитель пуҫӗ тӗлӗнче маччаран ҫӳлелле каймалли алӑк пур, ҫав алӑкра кайри урисенчен кантрапа ҫыхнӑ кушак курӑнса кайрӗ, кушакӗ ан ҫухӑртӑр тесе, унӑн пуҫне тутӑрпа хытӑ туртса ҫыхса лартнӑ.
21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ача ҫапах ха, вилӗсене турттарса каймалли урапа пекех, салхуллӑ.
12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.