Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Кам хӑй ывӑлне юратать, ҫавӑ, кайран савӑнас тесессӗн, ӑна тӑтӑшах ҫаптартӑр.1. Кто любит своего сына, тот пусть чаще наказывает его, чтобы впоследствии утешаться им.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Кам вӑрттӑн куҫ хӗсет, ҫавӑ усал шухӑш тытнӑ, ӑна никам та тытса чараймасть; 25. куҫу умӗнче вӑл ҫу пек ҫемҫе калаҫӗ, санӑн сӑмахусенчен тӗлӗнсе тӑрӗ, 26. кайран вара пачах урӑхлатса каласа парӗ, санӑн сӑмахна астармӑш сӑмах пек кӑтартӗ; 27. нумай япалана чунтан кураймастӑп эпӗ, анчах ҫавӑн пек ҫынна пуринчен ытла кураймастӑп; ӑна Ҫӳлхуҫа та курайми пулӗ.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пуҫлӑхсем хушшинче ларнӑ чухне аҫупа аннӳне асра тыт: 18. пуҫлӑхсем умӗнче санӑн манӑҫмалла ан пултӑр, хӑнӑхнӑ йӑлапа айванла туса хумалла ан пултӑр, кайран, манӑн ҫуралмалла та пулман тесе, ҫуралнӑ кунна ылханмалла ан пултӑр санӑн.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хӑшӗ сахалпах нумай туянать, ҫавӑншӑн кайран ҫичӗ хут ытла тӳлет.12. Иной малым покупает многое и заплатит за то в семь раз больше.
Сир 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кайран Вӑл ҫӗкленет те вӗсене тивӗҫлине тавӑрса парать, хӑйсем мӗн тунине хӑйсен пуҫӗ ҫинех ӳкерет.19. Потом Он восстанет и воздаст им, и даяние их на голову их возвратит.
Сир 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл, ырӑ тусассӑн та, ӑнсӑртран анчах тӑвать, кайран усаллӑхӗ каллех ҫиеле тухать.7. Если он и делает добро, то делает в забывчивости, и после обнаруживает зло свое.
Сир 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӑшманна ӗмӗрне те ан ӗнен: унӑн усаллӑхӗ — пӑхӑра ҫиекен тутӑх пек: 11. йӑвашланать-и вӑл, пуҫне пӗксе ҫӳрет-и — эсӗ чунупа сыхӑ тӑр, сыхлан унран, вара ун умӗнче эсӗ тӗкӗр тасатакан пек пулӑн: вӑл тутӑх йӑлтах тасалманнине курать; 12. тӑшманна хӑвӑн ҫумна ан тӑрат — хӑвна тӗртсе ярса сан вырӑнна ан тӑрайтӑр; ӑна хӑвӑнтан сылтӑм енне ан ларт — хӑҫан та пулин санӑн пуканна ан сӑхлантӑр, кайран ман сӑмахӑма ӑнланса илӗн те хурлана-хурлана ман ӳкӗтӗме аса илӗн.
Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Йӑваш ҫынна ырӑлӑх ту, йӗркесӗр ҫынна ан пар: унран ҫӑкӑрна питӗрсе ил те ан пар ӑна, кайран вӑл хӑвна ан пӑхӑнтартӑр: 6. ӑна ҫапла ырӑлӑх тунӑшӑн эсӗ икӗ хут усаллӑх тӳснӗ пулӑттӑн; Ҫӳлти Турӑ та ҫылӑхлӑ ҫынсене кураймасть, йӗркесӗр ҫынсене тавӑрать.
Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тӗпчесе-пӗлсе ҫитмесӗр ан хурла: малтан пӗл — кайран айӑпла.7. Прежде, нежели исследуешь, не порицай; узнай прежде, и тогда упрекай.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пӗр халӑх пуҫ пулать, кайран тепӗр халӑх пуҫ пулать: тӗрӗсмарлӑхран, пӗр-пӗрне хур тунӑран, мула хапсӑннӑран ҫапла пулса пырать вӑл.8. Владычество переходит от народа к народу по причине несправедливости, обид и любостяжания.
Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӗрупраҫ ҫине ытараймасӑр пӑхса ан тӑр, унӑн илемӗ астарса янипе кайран хаса тӳсмелле ан пултӑр.5. Не засматривайся на девицу, чтобы не соблазниться прелестями ее.
Сир 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӑслӑлӑх хӑйӗн ывӑлӗсене ҫӳлелле ҫӗклентерет, хӑйне шыракансене хунтӑлать: 13. ӑна юратакан пурӑнӑҫа юратать, ӑна иртенпех шыракан туп-тулли савӑнӑҫ тупать; 14. ӑслӑлӑх пурри еткерлӗхе ырӑ ят илӗ, кирек ӑҫта кайсассӑн та Ҫӳлхуҫа ӑна пиллесех тӑрӗ; 15. ӑслӑлӑхшӑн ӗҫлекен Святойшӑн ӗҫлесе тӑрать, ӑслӑлӑха юратакана Ҫӳлхуҫа юратать; 16. ӑна итлекен халӑхсене сут тӑвӗ, ӑна тимлекен шиксӗр пурӑнӗ; 17. кам та кам ӑслӑлӑха шанать, ҫавӑ ӑна еткерлӗхе илет, ӗнтӗ ӑслӑлӑх унӑн тӑхӑмне тивӗҫӗ: 18. малтан вӑл этеме кукӑр-макӑр ҫулпа ертсе ҫӳрет, ӑна шиклентерсе-хӑратса пӗтерет, 19. унӑн чунне шанса ҫитериччен, хӑйӗн йӗркипе сӑнаса тухиччен этеме вӑл ӑстӑн парса тӗрӗслет; 20. кайран вара ун патне тӳрӗ ҫулпа тухать те савӑнтарать ӑна, 21. хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне пӗлтерет ӑна.
Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй ывӑлӑм! Ҫӳлхуҫа Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма тытӑнатӑн пулсассӑн, чунна хатӗрле — тӳсмелле пулӗ; 2. чӗрӳне сыхӑ тӑрат, ҫирӗп пул, инкек ҫитсессӗн ан васка, ан вӗтелен; 3. кайран ҫӗкленсе каймашкӑн Турӑ ҫумне ҫыпӑҫӑн та — ан хӑп Унран.
Сир 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Чӑтӑмлӑ ҫын кирлӗ таранах тӳсет, кайран ӑна савӑнӑҫ ҫитет.23. Терпеливый до времени удержится и после вознаграждается веселием.
Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ку сахал-ха, ют ҫӗр ҫыннисене тӑшманла йышӑннӑшӑн вӗсемшӗн тата сут пулӗ; 15. кусем вара малтан уяври пекех хавасланса йышӑннӑ, кайран хӑйсемпе пӗр тан шутланакан ҫынсене чӑтма ҫук йывӑр ӗҫлеттерсе пусмӑрлама тытӑннӑ.
Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кайран вӗсем, пилне чараймасӑр, тутлӑ апат ыйтнӑ та халиччен курман кайӑк курнӑ: 12. вӗсене йӑпатмашкӑн тинӗс енчен путене вӗҫсе килсе тулнӑ, ҫылӑхлисене вара хаса ҫитнӗ, паллӑсем кӑтартса — ҫиҫӗм хӑватне кӑтартса — ҫитнӗ.
Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кайран, вӑхӑт иртнӗҫемӗн, ҫирӗпленсе ҫитнӗ ҫак ирсӗр йӑлана саккун пекех уянӑ.16. Потом утвердившийся временем этот нечестивый обычай соблюдаем был, как закон,
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑхӑтсӑр вилнӗ ывӑлӗшӗн ҫунса кулянакан ашшӗ вилнӗскерӗн сӑнне касса тунӑ та — кайран ӑна турӑ вырӑнне хурса пуҫҫапма тытӑннӑ, хӑйне пӑхӑнса тӑракансене вӑрттӑн йӑла-йӗркене вӗрентсе хӑварнӑ.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Сутса янӑ тӳрӗ ҫынна ӑслӑлӑх пӑрахман, ӑна ҫылӑхран хӑтарнӑ: 14. вӑл унпа пӗрле тарӑн шӑтӑка аннӑ, ӑна касмӑкрах хӑварман, кайран ӑна патшалӑх туйи парнеленӗ, пусмӑрлаканӗсене пӑхӑнтарнӑ, ӑна вӗсен хуҫи тунӑ, ӑна мӑшкӑллакансем элекҫӗ пулнине кӑтартса панӑ, ӑна ӗмӗрлӗх чап парнеленӗ.
Ӑсл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ыррине курсассӑн, ун евӗрлӗ пулма тӑрӑшаҫҫӗ, ырри кайсассӑн, ун еннелле ӑнтӑлаҫҫӗ; тӳрӗ ҫынсем, сӑваплӑ ӗҫӗсемпе ҫӗнтернӗскерсем, кайран ӗмӗрлӗх савӑнӑҫпа савӑнаҫҫӗ.
Ӑсл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.