Поиск
Шырав ĕçĕ:
43. Ҫавсем хӑшӗ те пулин иртсе пыракан ара кӑмӑлласа унпа ҫывӑрса илсессӗн, кайран вӑл хӑйӗн хӗр-тантӑшне «эсӗ ҫавна тивӗҫеймерӗн, санӑн пиҫиххӳне туртса татакан пулмарӗ» тесе ӳпкелет.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Халӗ асап Вӑл янӑ, кайран Хӑйӗн иксӗлми ырӑлӑхӗпе хӗрхенсе каҫарать.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Акӑ Эпӗ сан ҫине мӗнпур тавраран хӑрушлӑх ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа, Саваоф Турӑ, сире хӑваласа ярӗҫ, сапаласа ярӗҫ, сире, ҫапкаланчӑксене, кайран никам та пуҫтараймӗ.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ Но хулинчи Аммон патне, фараон патне, Египета тата унӑн туррисемпе патшисем патне, фараона шанса тӑракансем патне пырса пӑхӑп та 26. вӗсене хӑйсенӗн чунне шыракансен аллине, Вавилон патшин Навуходоносорӑн тата унӑн чурисен аллине парӑп; анчах та кайран Египет унчченхи пекех пурӑнма пуҫлӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эсир халӗ Ман умӑмра ӳкӗнтӗр те питӗ тӗрӗс турӑр, ҫывӑх ҫыннӑрсене ирӗке кӑлартӑр, Ман ятӑмпа хисепленекен Ҫуртӑмра Ман умӑмра сӑмах татрӑр; 16. анчах кайран шухӑшӑра улӑштартӑр та Манӑн ята ятӑр: кӑмӑлне кура кирек ӑҫта каймалла ирӗке янӑ чурасене каялла хӑвӑр патӑра тавӑртӑр, вӗсене каллех чурасем туса хутӑр.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Унӑн ҫӗрӗн тата унӑн хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫитиччен ӑна, унӑн ывӑлне, ывӑлӗн ывӑлне пур халӑхсем пӑхӑнса тӑрӗҫ; кайран ӑна йышлӑ халӑхсем, аслӑ патшасем пӑхӑнтарӗҫ.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Кайран ҫапла пулӗ: ҫитмӗл ҫул тулсассӑн, Вавилон патшипе унӑн халӑхне усал ӗҫӗсемшӗн хӗн кӑтартӑп, халдейсен ҫӗрне ӗмӗрлӗх пушхир туса хӑварӑп.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Акӑ Эпӗ нумай-нумай пулӑҫӑ ярӑп та, вӗсене тытма пуҫлӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа, кайран нумай-нумай сунарҫӑ ярӑп та, ҫавсем вӗсене кашни ту ҫинчен, кашни сӑрт ҫинчен, ту хушӑкӗсенчен хӑваласа кӑларӗҫ.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Кайран вара килетӗр те Ман ятӑмпа хисепленекен ҫакӑ Ҫуртра Ман умӑма тӑратӑр, «эпир ҫӑлӑннӑ» теетӗр, эсир ӗнтӗ малашне те ирсӗр ӗҫсем тума хатӗр!
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫапла калаҫҫӗ: «упӑшки арӑмне уйӑрса ярсассӑн, вӑл тепӗр арҫын арӑмӗ пулса тӑрсассӑн, кайран малтанхи упӑшки патне таврӑнма пултарӗ-и вӑл? Ҫапла тусассӑн ҫав ҫӗршыв ирсӗрленмӗ-и?» теҫҫӗ.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эсӗ ӗнтӗ: «ӗмӗрӗпех хуҫа пулӑп» терӗн, кайран мӗн пуласси пирки асна та илмерӗн, шухӑшламарӑн.
Ис 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Сеннахирим ӗнтӗ, Ассири патши, каялла чакнӑ, каялла таврӑннӑ, кайран вара Ниневире пурӑннӑ.37. И отступил, и пошел, и возвратился Сеннахирим, царь Ассирийский, и жил в Ниневии.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кайран вӑл кӑшкӑрсах пӗлтернӗ: «пӗтрӗ, пӗтрӗ Вавилон, аркатнӑ йӗрӗхӗсем ҫӗр ҫинче сапаланса выртаҫҫӗ».Потом он возгласил и сказал: пал, пал Вавилон, и все идолы богов его лежат на земле разбитые.
Ис 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Кайран Иеровоам — Нават ывӑлӗ — патшана ларнӑ, ку ӗнтӗ Израиле ҫылӑха кӗртсе пӗтернӗ, Ефрема ҫылӑх ҫулне кӑтартнӑ.29. и Иеровоама, сына Наватова, который ввел в грех Израиля и Ефрему указал путь греха.
Сир 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсенчен хӑшӗ-хӑшӗ хӑйне ырӑпа асӑнмалӑх чыслӑ ят хӑварнӑ, хӑшӗн вара асӑнмалӑх ячӗ те юлман, вӗсем нихӑҫан та пурӑнман пек ҫухалнӑ, вӗсем пулман та тейӗн, кайран ачисем те манӑҫа тухнӑ.
Сир 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫылӑхӗсемшӗн типӗ тытакан, кайран каллех унчченхинех тӑвакан та ҫавӑн евӗрлӗ: унӑн кӗллине кам илтӗ? ӳкӗннинчен ӑна мӗн усси пулӗ?
Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вилене сӗртӗннӗ хыҫҫӑн ҫӑвӑнса тасалакан кайран каллех вилене сӗртӗнсессӗн, малтан ҫӑвӑнса тасалнинчен ӑна мӗн усси пултӑр?
Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ывӑлӑм, итле мана, тӑнла эпӗ каланине — манӑн сӑмахӑмсене кайран хӑвах ӑнланса илӗн.25. Послушай меня, сын мой, и не пренебреги мною, и впоследствии ты поймешь слова мои.
Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Унӑн мӑйне ҫамрӑк чухне ав, аяк пӗрчийӗсене ача чухне шӗкӗлче, кайран, чурӑсланса ҫитсе, сана пӑхӑнми ан пултӑр вӑл.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Унпа кулса-ейӗлсе ан тӑр — унпа пӗрле хуйхӑрмалла ан пултӑр, кайран, ӗмӗрӳ вӗҫӗнче, шӑлна ҫыртмалла ан пултӑр.10. Не смейся с ним, чтобы не горевать с ним и после не скрежетать зубами своими.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.