Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗренекенсем (тĕпĕ: вӗренекен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш тата беларуҫ халӑхӗсен туслӑхне аталантаракан тепӗр пулӑм вӑл — Етӗрнери 2-мӗш шкулта вӗренекенсем /кунти кадетсен класӗ Н.Волков ячӗпе хисепленет/ тата Гродно хулинчи 35-мӗш шкул ачисем пӗр-пӗринпе хутшӑнни.

Помоги переводом

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Хальхи вӑхӑтра аслисен хушшинче компьютерпа ӗҫлеме вӗренекенсем те пур, анчах Интернет ҫук, — пӑшӑрханса пӗлтерчӗ Людмила Валериановна.

В настоящее время среди взрослых есть и умеющие работать на компьютере, только отсутствует Интернет, - с печалью сообщила Людмила Валериановна.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Хаваслӑ та ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа вӗренекенсем саксем ҫине ларса тухрӗҫ те сумлӑ жюри членӗсен пӗтӗмлетӗвне чӑтӑмсӑррӑн кӗтрӗҫ.

В весёлом и приподнятом настроении учащиеся расселись на скамьи и в нетерпении ожидали решения членов авторитетного жюри.

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Кӑҫалхи Акатуйри чӑваш ялавне ҫӗклеме пултаруллӑ вӗренекенсем Кристина Антонова (9 кл.‚ Кивӗ Сименкке шкулӗ)‚ Рузалина Гаряева (8 кл.‚ Пелепейри чӑваш гимнази)‚ Олеся Степанова (6 кл.‚ Ярмулай шкулӗ)‚ Юлия Иванова (8 кл.‚ Слакпуҫ шкулӗ) тивӗҫрӗҫ.

Помоги переводом

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Юлашки шӑнкӑрав уявне халалланӑ линейкӑна вӗрентекенсемпе вӗренекенсем‚ ашшӗ-амӑшсемпе хӑнасем пухӑнчӗҫ.

Помоги переводом

«Выпускниксен мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗтӗр» // Ирина СУНАГАТУЛИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

Куракансем, концерт пынӑ май, вӗренекенсем тӗрлӗ конкурссемпе викторинӑсене тата мероприятисене хутшӑннине кӑтартса паракан слайдсен презентацийӗпе паллашрӗҫ.

Помоги переводом

«Выпускниксен мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗтӗр» // Ирина СУНАГАТУЛИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

Слакпуҫ шкулӗнче вӗренекенсем «Нарспи» поэмӑри «Ҫимӗк каҫӗ» сыпӑка сценарилесе кӑтартни пуҫтарӑннисене Нарспипе Сетнер пурӑннӑ вӑхӑта кӗртсе ӳкерчӗ, асамлӑхпа ҫавӑрса илчӗ.

Помоги переводом

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Вӑтам классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ кӑларӑма ҫирӗм тӑватӑ калав кӗнӗ.

Помоги переводом

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Телее, Кӳкеҫри шкулта вӗренекенсем урокра питӗ лайӑх ӗҫлерӗҫ.

К счастью, ученики Кугесинской школы очень хорошо работали на уроке.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Паллах, юратса, ҫине тӑрса вӗренекенсем пур.

Несомненно есть такие, кто учится с любовью, усердно.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӗренекенсем те хисеплеҫҫӗ, юратаҫҫӗ ӑна.

Ученики тоже любят, уважают ее.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Класра тӗлӗнмелле шӑплӑх хуҫаланни, вӗренекенсем ӑна питӗ тимлӗн итлени савӑнтарчӗ те, тӗлӗнтерчӗ те.

Царящая в классе удивительная тишина, внимательность учеников меня обрадовало и удивила.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Хӗрлӗ Чутай шкулӗн-че 10-мӗш кадет класӗнче тата 11-мӗш класра вӗренекенсем чи вӑйлӑ командӑсем хушшинче ҫухалса кайман.

Учащиеся 10-го кадетского и 11-го классов Красночетайской школы не потерялись среди самых сильных команд.

Эстафетӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ // А.ТИМОФЕЕВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Чӑваш Республикин вӗренӳ министерствипе Чӑвашпотребсоюз правленийӗ шкулсем, вӗренекенсем хушшинче сиплӗ курӑксем пухассине йӗркелеме, ку енӗпе палӑрнисене хавхалантарас тӗллевпе конкурс ирттерме палӑртнӑ.

Помоги переводом

Эмел курӑкӗсем пухар-и? // Зоя НИКИФОРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Стипендие вара Николай Малова ПК депутатне суйланӑ суйлав округӗнче параҫҫӗ - Етӗрне тата Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи шкулсенче вӗренекенсем, вӗрентекенсем тата вӗсен директорӗсем валли.

Помоги переводом

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Тӑваттӑмӗш кунне Тӑрӑн шкулӗнчи 9-мӗш класра вӗренекенсем Янӑш шкулне тӗл пулӑва кайрӗҫ.

На четвертый день учащиеся 9-ого класса Туруновской школы отправились на встречу в Янышскую школу.

КВН-ра вӑй виҫрӗмӗр // Анастасия Ильина. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Икӗ ушкӑна пайланса 5-мӗш тата 3-4-мӗш классенче вӗренекенсем кам чи ӑсли, чи тавҫӑрулли, математика предмечӗн вӗрентекенне чи тимлӗ итлесе лараканнине палӑртассипе тупӑшрӗҫ.

Разделяясь в две команды учащиеся 5-ого и 3-4-ых классов соревновались в номинациях кто самый умный, самый сообразительный, самый внимательный слушатель учителя математики.

КВН-ра вӑй виҫрӗмӗр // Анастасия Ильина. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартассишӗн хӑйсен кун-ҫулне шеллемесӗр кӗрешнӗ салтаксен пысӑклатнӑ сӑнӳкерчӗкӗсене йӑтнӑ ҫывӑх ҫыннисем мӑнаҫлӑн акци колоннипе утса иртни, пулас салтаксем - ҫамрӑк армеецсем, кадет класӗнче вӗренекенсем парада хутшӑнни, Николай Петрова асӑнса йӗркелекен ҫӑмӑл атлетсен Елчӗк урамӗнчи чупӑвӗ, концерт программине хатӗрлеме районти культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем анчах мар, пултарулӑх ушкӑнӗсем те хастар хутшӑнни уяв ят-сумне тата ӳстернӗн туйӑнчӗ.

Помоги переводом

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Ҫапӑҫу хирӗнче пуҫ хунисене асӑнса, вӑрҫӑран сывӑ таврӑннисене чысласа ирттерекен ҫак мероприятие Елчӗкри шкулта вӗренекенсем, вӗрентекенсем ертсе пынипе, темиҫе ҫултанпа хавхаланса тата пысӑк хастарлӑхпа хутшӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Вӗренекенсем хӑйсене хӑтлӑ туйччӑр тесе вӗрентекенсемпе техперсонал вӑхӑта пӑхмасӑр, канмалли кунсене уямасӑр тӑрӑшни те пулать.

Помоги переводом

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней