Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем

Автор: Надежда РОДИОНОВА

Источник: «Урал сасси», 2016.06.01

Добавлен: 2016.06.01 14:12

Предложений: 33; Слово: 619

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Культура

Чӑваш поэзийӗн чи ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ Константин Иванов пӗтӗм тӗнче историне кӗрсе хӑйӗн тата чӑваш халӑхӗн ятне ҫӗр-ҫӗр ҫула упраса хӑварнӑ. К.В.Иванов произведенийӗсем урлӑ Раҫҫейри тӑванла халӑхсен темиҫе ӑрӑвӗ пурнӑҫ шкулӗ илнӗ. Чӑваш поэзийӗн классикне чысласа кашни ҫулах вӑл ҫуралнӑ ялта поэзи кунӗсем иртеҫҫӗ. Хӑнасене кӗтсе Слакпуҫ укӑлча хапхисем кӑҫал та тараватлӑн уҫӑлчӗҫ. Хальхинче кунта Пушкӑртстанри чӑваш пӗрлӗхӗсен фестивалӗ йӗркеленчӗ.

Хуҫасем ЧР Министрсен Кабинечӗн Пушкӑртстанри полномочиллӗ представительне Владимир Портнова, ПР РЧНКА председседателӗн ҫумне Юрий Михайлова, Ӗпхӳ хулинчи Калинин районӗнчи чӑваш вырсарни шкул директорне Леонид Михайлова, Чӑваш халӑх артисчӗсене Иван Христофоровпа Вячеслав Христофорова, республикӑри чӑваш общественноҫӗсен ертӳҫисене Римма Макарована (Туймазӑ хули), Роза Андреевана (Ишимбай районӗ), Вера Васильевана (Пишпӳлек районӗ), пултарулӑх ушкӑнӗсен хастарӗсене, тӑван чӗлхене, юрра-ташша, поэзие юратакансене К.В.Ивановӑн музей ҫурчӗ умӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ.

Хӑнасем чи малтан поэтӑн музей ҫуртӗнче пулса курчӗҫ, Константин Иванов ячӗллӗ парка ҫитсе унӑн вил тӑприйӗ ҫине чечексем хучӗҫ, сӑвӑҫӑн палӑкӗ тата Нарспипе Сетнере халалланӑ композици умӗнче асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗксем турӗҫ. Унтан Ухсай Яккӑвӗн музейне ҫитсе унти пуян материалпа паллашрӗҫ. Малалла хӑнасен ҫулӗ асамлӑ ҫӑлкуҫ еннелле выртрӗ.

Акӑ, «Тӗнче тытӑмӗ» композици, Константин Иванов хӑй поэминче сӑнласа панӑ шӑнкӑртатса юхакан валак. Слакпуҫ шкулӗнче вӗренекенсем «Нарспи» поэмӑри «Ҫимӗк каҫӗ» сыпӑка сценарилесе кӑтартни пуҫтарӑннисене Нарспипе Сетнер пурӑннӑ вӑхӑта кӗртсе ӳкерчӗ, асамлӑхпа ҫавӑрса илчӗ. Мероприятие уҫса Пелепейри чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗ Владимир Яковлев пурне те саламланӑ, ПР культура обществин председателӗ Юрий Михайлов, Октябрьск хулинчи чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Р.А.Макарова тата ыттисем те сӑмах илнӗ хыҫҫӑн поэзи уявӗ пуҫланчӗ. Ӗпхӳ хулинчи чӑваш вырсарни шкулӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентекен Ирина Ягодкина хатӗрленӗ сценари тӑрӑх Римма Макарова, Галина Скоробогатова, Мария Гаврилова, Леонид Михайлов «Нарспи» поэмӑри сыпӑксене илемлӗн шӑрантарчӗҫ пулсан, Приютово поселокӗнчен килсе ҫитнӗ педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Зоя Смолькина хӑй ҫырнӑ сӑввипе паллаштарчӗ. Сӑмах май каласан, Зоя Смолькина «Урал сасси» хаҫатӑн ҫывӑх тусӗ, унӑн сӑввисем пирӗн кӑларӑмра пӗрре мар пичетленнӗ. Ҫӑлкуҫӗнчен тапса тӑракан сиплӗ шыва ӗҫнӗ хыҫҫӑн пурне те вӑй кӗрсе кайрӗ пулмалла: пуҫларӗҫ ташлама, юрлама.

Часах мероприятийӗн чи яваплӑ саманчӗ – Пушкӑртстанри чӑваш пӗрлӗхӗсен фестивалӗ – пуҫланчӗ. Ялти культура керменӗ умӗнче хатӗрленӗ сцена, Слакпуҫ культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ «Силпи» пултарулӑх ансамблӗ, ачасен «Фантазия» ташӑ ушкӑнӗ, К.Павловапа Ю.Беляева солистсем тухса куракансене савӑнтарнӑ хыҫҫӑн Слакпуҫ ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Андреев сӑмах илчӗ. Вӑл пурне те уяв ячӗпе саламларӗ, ҫак мероприятисем чӑваш поэзийӗн ҫӑлтӑрӗ К.Иванов, чӑваш халӑх поэчӗ Я.Ухсай, Совет Союзӗн геройӗ Николай Спиридонов ҫуралнӑ Слакпуҫ ялӗнче кашни ҫулах йӗркеленнине, хӑнасене яланах кӗтсе илме хавас пулнине пӗлтерчӗ.

Малалла сцена ҫине «Виҫтӳпе ҫӑлтӑрӗсем» ачасен кӑтартуллӑ ташӑ ушкӑнӗ (Пишпӳлек районӗ, Пӑслӑк ялӗ), «Ҫеҫпӗл» чӑваш халӑх ансамблӗ (Чекмагуш районӗ, Юмаш), «Илемпи» ансамбль (Октябрьск хули), «Сувар» чӑваш халӑх ансамблӗ (Мияки районӗ, Ҫӗнӗ Хурамал), «Элем» ушкӑн (Ӗпхӳ хули), «Илем» чӑваш халӑх ансамблӗ (Пелепей хули), Ҫтерлӗри «Мерчен» продюсер центрӗ (Антонпа Марина Ивановсем) тухрӗҫ. Ытарайми чӑваш юррисемпе ташшисем куракансен кӑмӑлне хӑпартлантарсах ячӗҫ. Кашнин артистсемпе пӗрле юрласси, ташласси килчӗ. Фестиваль вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пур ушкӑн та, уйрӑм юрӑҫӑпа ташӑҫӑ та Пелепейри чӑвашсен наципе культура автономин ятӗнчен диплом илме тивӗҫрӗҫ. Ҫӑлкуҫ патӗнче сӑвӑ вулакансен конкурсне хутшӑннӑ Л.Михайлов, Р.Макарова, Г.Скоробогатова, М.Гавриловапа З.Смолькина та дипломсемлӗ пулчӗҫ.

Константин Иванов 126 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ поэзи уявне кӑҫал Чӑваш Республикинчен сакӑр вуннӑ урлӑ каҫнӑ юрӑ ӑсти, чӑваш халӑх артисчӗ Иван Христофоров тата чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров, эстрада юрӑҫи Марта Зайцева килсе ҫитнӗ. Малалла уяв эстафетине Чӑваш Ен хӑнисем илчӗҫ. Концерт хыҫҫӑн ватти те, вӗтти те чӑваш юррисемлӗ дискотекӑра ташласа савӑнчӗҫ.

Кӑҫал К.В.Иванов ҫуралнӑ кун тӗлне Пелепей районӗнче пуҫласа «Кӗмӗл ҫӑлкуҫ» муниципаллӑ уҫӑ АРТ-пленэр йӗркеленнӗ. Асӑннӑ пулӑмӑн авторӗ – Пелепей хулинчи историпе краеведени музейӗнчи художество галерейин ертӳҫи Альберт Хабибуллин художник.

Слакпуҫ ялӗ май уйӑхӗн 26-28-мӗшӗсенче Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Казахстанран килнӗ 16 художника йышӑннӑ. Сӑрӑ ӑстисен пуҫласа иртекен фестивалӗ тӳрех пӗтӗм тӗнче шайӗнчи мероприятие ҫаврӑнчӗ тесен те йӑнӑш мар. АРТ-пленэр вӑхӑтӗнче художниксем Слакпуҫ ялне сӑнлакан 28 пейзаж ӳкернӗ. Май уйӑхӗн 28-мӗшӗнче асӑннӑ картинӑсен куравӗ уҫӑлнӑ. Малашне ҫак картинӑсен пӗр пайӗ художество галерейинче, тепӗр пайӗ Константин Иванов музейӗнче вырӑн тупӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней