Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав эпосра эпир ҫӗр айӗнчи вут тата шӑраннӑ япаласен вӑй-хӑвачӗ мӗнле палӑрса тухни ҫинчен сӑнласа каланине куратпӑр.В ней мы видим изображение различных проявлений внутреннего огня и расплавленных масс Земли.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Паллах ӗнтӗ, ҫав юмахсенче пуринчен ытла чи тӗлӗнмелле, хӑрушӑ та тискер, мӗн авалтанпах этеме шухӑша яракан, хӑйӗн тупсӑмне шыраттаракан япаласем палӑрса юлнӑ.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Манӑн пуҫӑмра малтан паллах мар пӑтранчӑк шухӑш ерипен палӑрса ҫирӗпленсе пырать.Эта мысль, сначала смутная, постепенно овладела моим сознанием.
XLII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эпир халӗ шалти вӑйсем питех те палӑрса, ҫӗр айӗнчи чулсене шӑрантармаллӑх хӗрӳ тӑракан вырӑна ҫите пуҫларӑмӑр-ши?
XLII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Нимӗн те улшӑнмарӗ, анчах пирӗн умра тата тепӗр хӑрушлӑх палӑрса тӑчӗ.Положение не изменялось, но одно обстоятельство еще более ухудшило его.
XLI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫав хура стенасем ҫинче пӗтӗм ҫӗркӑмрӑк тапхӑрӗн историйӗ палӑрса юлнӑ; кӑмрӑк сийӗсене сӑнаса геолог ку тапхӑрти ҫутҫанталӑк тӗрлӗ майпа аталанса улшӑнса пынине ҫӑмӑллӑнах пӑхса тухма пултарать.
XX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вена урамӗсенчи Горевӑна тӗлӗнтерекен япаласем — пысӑк халӑх ушкӑнӗсем чӑпта михӗсемпе, урапасемпе тата велосипедсемпе пур еннелле те куҫса ҫӳрени, ҫывӑх ҫыннисене шырани, площадьсемпе парксенче ӗҫлӗ кунсенче те тӗркӗшсе ҫӳрени, ыранхи кун пирки каланӑ хыпарсене ҫивӗччӗн итлени, урамсенче ҫиҫӗм пек хӑвӑрт пулса иртекен митингсем пухӑнни, — ҫаксенче пуринче те халӑх пӑлханни палӑрса тӑрать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Шторм хыҫҫӑн яланхи пекех кун питӗ тӳлӗк тӑрать; ҫепӗҫ те вӑранса ҫитеймен ҫутӑ, чул тусен ҫемҫе йӗрӗсем, питӗ лайӑх палӑрса тӑракан тавралӑх — пурте куҫа илӗртеҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ытти уйрӑммӑнах палӑрса тӑракан ҫынсем хушшинче Воропаев ун чух пӗрре пӑхнипех ҫӳлех мар казака астуса юлчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӗсем иккӗшӗ те питӗ ҫирӗп те пултаруллӑ ҫынсем пек курӑнаҫҫӗ, кашни чӑн-чӑн талантлӑ ҫынӑнни пекех — вӗсен сӑнарӗнче унччен никамӑн та пулман йӗрсем пурри палӑрса тӑрать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Воропаевпа юнашар, аран палӑрса, Ленӑн шурӑ куртки вӗлтлетсе илчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Казачкӑн хура та хытӑ палӑрса тӑракан куҫхаршийӗсем айӗнчи куҫӗсем хӑна ҫине пӗр хумханмасӑр пӑхаҫҫӗ.Серые глаза под темными, резко прочерченными бровями исконной казачки спокойно разглядывали гостя.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫамрӑксем вӗсенчен приговор ҫинчен, айӑпланакансем хӑйсене мӗнле тытни ҫинчен, кам сӑмах калани тата мӗн калани ҫинчен ыйтрӗҫ, — пур ыйтусенче те ҫынсем ҫав тери, чунтан пӗлесшӗн ҫунни палӑрса тӑчӗ, ҫавӑн пирки ыйтакансен кӑмӑлне тултарас килчӗ.
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Амӑшӗ судьясем ҫине тинкеререх пӑхнӑҫемӗн ҫак илемлех мар, тӗлӗнмелле шухӑш уҫӑмлӑрах та уҫӑмлӑрах палӑрса пычӗ.
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫирӗп сасӑ пусса пынипе шӑплӑх тата ытларах хытрӗ, вӑл сасӑ зал стенисене аяккалла сарса пынӑ пек туйӑнчӗ, Павел тата ытларах палӑрса пырса, ҫынсенчен аяккалла, инҫете кайнӑ пек пулчӗ.
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Тӗрме стени ҫинче, пылчӑкпа вараланнӑ та штукатурки хӑйпӑнса ӳкнипе кирпӗчсем курӑнакан пулнӑ тӗлте, хайхи чикмек урлашкисем кӑшт ҫеҫ палӑрса тӑраҫҫӗ.
XXIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Амӑшне Софья тирпейсӗррипе килӗшме йывӑр пулчӗ, — вӑл хайӗн япалисене, пирус тӗпӗсене, чӗлӗм кӗлне пур ҫӗрте те сапаласа тӑкса ҫӳрет, тата вӑл ытла та ярӑнтарса тӳрккес калаҫнипе килӗшме пушшех те йывӑр, — Николай лӑпкӑн ӗненнипе, сӑмахӗсене яланах ҫемҫен те ҫирӗппӗн каланипе танлаштарсан, ку ытла та палӑрса тӑрать, Софья ӑна тин ӳсекен, хӑйне мӑн ҫын пек кӑтартма васкакан, ҫынсем ҫине вылямалли тетте ҫине пӑхнӑ пек пӑхакан ҫамрӑк пек туйӑнать.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Кӑвакрах куҫ шурри ҫинче, вӑл нумайранпа ҫывӑрман пек, ҫинҫе кӑна хӗрлӗ йӗрсем палӑрса тухрӗҫ, сӑмси шӑнӑрлӑрах пулса темле хаяррӑн кукӑрӑлчӗ.
V // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Сенкер уяр тӗс ҫинче унӑн кӗлетки уҫҫӑн, пит лайӑх палӑрса тӑрать.На фоне голубого неба его фигура была очерчена четко и резко.
I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Инҫетре, таса пӗлӗт ҫинче, хура тӗтӗмӗн ансӑр йӗрӗ палӑрса тӑнӑ, — унта нимӗҫсем тӑватӑ енчен тивертсе янӑ Леванёвка ятлӑ мӗскӗн ялӑн юлашкисем ҫуннӑ.
X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.