Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ун пек телей пӗрре ҫеҫ пулать: вӗҫертсе ятӑн-тӑк — пӗтрӗ вара.
27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Том пӗчӗк кимммне вӗҫертсе илчӗ, хуллен ун ҫине кӗрсе ларчӗ те шыв тӑрӑх тӑвалла ишме пуҫларӗ.Он отвязал челнок от кормы, забрался в него и стал осторожно грести против течения.
15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Анчах нумайлӑха мар — пиншак тӳмисене вӗҫертсе чечеке кӑкӑр ҫумне пытарса лартма мӗн чул вӑхӑт кирлӗ, ҫавӑн чул вӑхӑта ҫеҫ ҫухалчӗ.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Тӳмӳне вӗҫертсе кӑтарт-ха!
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
33. Вӗсем ҫамрӑк ашака вӗҫертсе илнӗ чухне унӑн хуҫисем вӗсене каланӑ: ашак тихине мӗншӗн вӗҫертетӗр? тенӗ.33. Когда же они отвязывали молодого осла, хозяева его сказали им: зачем отвязываете осленка?
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Елеон теекен ту тайлӑмӗнче ларакан Виффагипе Вифани патне ҫывӑхарсассӑн, Иисус Хӑйӗн икӗ вӗренекенне ҫапла каласа янӑ: 30. ҫак хамӑр умри яла кайӑр; унта кӗрсенех кӑкарса хунӑ, халиччен пӗр ҫын та утланман ҫамрӑк ашака куратӑр; ҫавна вӗҫертсе ҫавӑтса килӗр; 31. кам та пулин сире: «мӗншӗн вӗҫертетӗр»? тесе ыйтсассӑн, эсир ӑна ҫапла калӑр: «вӑл Ҫӳлхуҫана кирлӗ» тейӗр, тенӗ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем кайнӑ та, урамра хапха умне кӑкарса хунӑ ҫамрӑк ашака тупса, ӑна вӗҫертсе илнӗ.4. Они пошли, и нашли молодого осла, привязанного у ворот на улице, и отвязали его.
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иерусалим патнелле, Елеон тӑвӗн тайлӑмӗнче ларакан Виффагипе Вифани патне ҫывӑхарсассӑн, Иисус Хӑйӗн икӗ вӗренекенне маларах ярать, 2. вӗсене ҫапла калать: ҫак хӑвӑр умӑрти яла кайӑр; унта кӗрсенех эсир кӑкарса хунӑ, халиччен пӗр ҫын та утланман ҫамрӑк ашака куратӑр; ҫавна вӗҫертсе ҫавӑтса килӗр.
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иерусалим патне ҫывӑхарса Елеон тӑвӗн тайлӑмӗнче ларакан Виффаги тӗлне ҫитсессӗн, Иисус икӗ вӗренекенне ҫапла каласа маларах янӑ: 2. ҫак хӑвӑр умӑрти яла кайӑр, унта кӗрсенех эсир кӑкарса хунӑ ама ашакпа унӑн тихине куратӑр, вӗсене вӗҫертсе Ман патӑма ҫавӑтса килӗр; 3. пӗри-пӗри сире мӗн те пулин каласан, эсир: «вӗсем Ҫӳлхуҫана кирлӗ» тейӗр; ҫапла каласанах вӑл ашаксене парса ярӗ, тенӗ.
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн асаилӗвӗн пӗр сыпӑкӗпе сире те паллаштарам эппин: «...Вӑрҫа эпир 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайрӑмӑр. Йӗпреҫе ҫитрӗмӗр, кунта лашасем пуҫтартӑмӑр та пуйӑса лартӑмӑр. Темиҫе кун кайнӑ хыҫҫӑн Мускава ҫитрӗмӗр. Тӗп хуларан Ленинград еннелле выртакан ҫул ҫинчи ҫар ҫыннисем хатӗрлекен Боровичи хулинче чарӑнтӑмӑр. Фронт валли пухнӑ лашасене шӑпах ҫавӑнта антарса хӑвартӑмӑр. Хамӑра Ленинграда илсе кайрӗҫ. Тӑван ҫӗршывпа Финлянди чиккине хӳтӗленӗ ҫӗрте тӑтӑмӑр, финсемпе ҫапӑҫӑва кӗме те тӳр килчӗ. 900 кун пынӑ блокадӑна та чӑтса ирттерме тиврӗ. Блокада ункине татса янӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. 1943 ҫулта Синявино текен шурлӑхлӑ вырӑнта ҫапӑҫрӑм. Кунта 5 кун ӑша пӗр татӑк апат ямасӑр пурӑнтӑмӑр. Шӑпах ҫав тытӑҫура мана йывӑр амантрӗҫ. Госпитальте ҫур ҫул сывалма тиврӗ. Самайлансан фронта тепӗр хут ӑсантӑм. Эстоние, Литвана, Новгород, Псков хулисене ирӗке кӑларассишӗн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫусенче пултӑм. Пирӗн ҫарсем малаллах шурӗҫ, тӑшмана хӑваласа Польша ҫӗрне кӗтӗмӗр. Ӑна ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн Хӗвелтухӑҫ Пруссие фашистсен тыткӑнӗнчен хӑтарма пырса ҫитрӗмӗр. Пӗррехинче /пуш уйӑхӗччӗ ун чухне/ Висла шывӗ урлӑ кимӗпе каҫнӑ чухне пирӗн ҫине нимӗҫ самолечӗсем бомба тӑкма тытӑнчӗҫ. Вӑйлӑ хум пырса ҫапнипе кимӗ ҫаврӑнса ӳкрӗ. 20 салтакран пӗр эпӗ кӑна чӗрӗ юлтӑм пуль. Мана салтак шинелӗ хӑтарса хӑварчӗ. Кимӗ ҫине лариччен тӳмесене вӗҫертсе янӑччӗ. Шинель шыв ҫинче ҫунат пекех сарӑлса выртрӗ, путма памасӑр анлӑ юханшыв урлӑ тӗрӗс-тӗкеллӗн ишсе каҫма пулӑшрӗ. Ҫыран хӗррине ҫитсен пӗр йывӑҫ тураттинчен ярса тытрӑм. Мана, вӑйран кайнӑскере, хамӑр салтаксем асӑрхарӗҫ, шывран тухма пулӑшрӗҫ. Витӗрех йӗпеннӗ тумтире улӑштарса тӑхӑнтартрӗҫ, ҫур черкке спирт ӗҫтерчӗҫ. Саперсен ушкӑнӗпе пӗрле тепӗр кимӗ ҫине ларса Висла урлӑ каҫрӑмӑр. Нимӗҫсене хӑваларӑмӑр. Кунта пысӑках мар завод пурччӗ /спирт завочӗ пулнӑ иккен-ха вӑл/. Ӑна фашист йыттисенчен туртса илессишӗн ир пуҫласа каҫченех ҫапӑҫрӑмӑр. Шӑпах ҫавӑнта пирӗн ҫарсен артиллерийӗ атакӑлама тытӑнчӗ. Эпир те, пехотӑрисем, тӑшман ҫине хӑюллӑн кӗрсе кайрӑмӑр. Мана кунта каллех амантрӗҫ, тепӗр 2 уйӑх госпитальте выртрӑм. Сывалсан Мурманск хулинчен эшелонпа Япони еннелле илсе кайрӗҫ, кунта Япони самурайӗсемпе тытӑҫма тиврӗ. 1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай хут аманнӑ салтаксене киле ямалли ҫинчен калакан приказ тухрӗ».
Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№