Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗррехинче ҫутатакан ракета вӗҫсе хӑпарнӑ; вӑл нумайччен йывӑҫ тӑррисем ҫийӗнче ҫакӑнса тӑнӑ, вара унӑн чӗтӗрекен ҫутти, уйӑх ҫутипе хутӑшса, вӑрмана витӗрех ҫутатнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ӑҫтан татӑлса антӑн? — куҫҫуль витӗрех тӗпчерӗ Зоя.Откуда ты приехала? – сквозь слёзы начала расспрашивать Зоя.
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив
— Халӗ, мӑнаккам, эпӗ пурне те витӗрех астуса илтӗм.
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Лагерьте пурте, вӑл шутрах кӑвайчӗ те, витӗрех йӗпеннӗ, мӗншӗн тесен вӗсем, ытти ачасем пекех, ӑна тирпейлесе хурасси ҫинчен шухӑшлама та пӗлмен, кӑвайтне ҫумӑр шывӗнчен хӑтарас тесе пӗртте тӑрӑшман.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Татти-сыпписӗр ҫиҫӗм ҫиҫсе тӑнипе пурте витӗрех курӑнса тӑчӗ, мӗлке таврашӗ те пулмарӗ: авӑна-авӑна каякан йывӑҫсем, шавласа юхакан шыв хумӗсем, кӑпӑкланнипе шап-шурӑ ҫилхеллӗ курӑнаканскерсем, леш енчи ҫӳллӗ чул сӑртсем, — тӗтрепе чалӑш ҫумӑр чаршавӗ витӗр тӗксӗммӗн курӑнса лараҫҫӗ.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— Ананин куҫӗ витӗрех мар пулин те, малтан хӑй патне мӗн илсе килнине хыпашлама юрататчӗ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Михӗне тултармалла, ӑна хӗлле витӗрех шӑнтмалла.
Калча валли тӑпра хатӗрлер // Эльвира Иванова. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.01.28
Кунталла ан килтӗр тульккӑш, атту чӳрече витӗр те, стена витӗр те ним мар ҫунтарса-шӑтарса кӗрет те витӗрех тухса каять.
Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова
Вӑл манран 10 ҫул кӗҫӗн пулин те, лаша пуласси тихаран паллӑ тенӗн, ӳссессӗн Яккуран мӗнлерех ҫын «калӑпланассине» витӗрех туйнӑ.
Пурнӑҫ пусмипе - тӑвалла // Хыпар. «Хыпар», 2010.03.24
Карти-хапхи путлех мар та, кил картишӗнчи тирпейсӗрлӗх, унта тислӗк пӳрт алӑкӗ таранчченех ҫӑрӑлни витӗрех курӑнчӗ.
«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №
13. Вӗсен умӗнче хӳме ҫӗмӗрекенӗ пырӗ; вӗсем чӑрмавсене аркатса тӑкӗҫ, хапха витӗр кӗрсе ун витӗрех тухӗҫ; вӗсенӗн патши вӗсен умӗнче пырӗ, чӑн малта вара вӗсенӗн Ҫӳлхуҫи пулӗ.
Мих 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Астусах тӑр — Турӑ ҫилли тӑхтамасть, 18. чунна витӗрех йӑвашлантар.
Сир 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ӑслӑлӑх вӑл — ӑслӑ, сӑваплӑ сывлӑш, вӑл — пӗртен-пӗрре, нумай тӗрлӗ, черчен, вӑл ҫӑмӑллӑн куҫать, вӑл ҫутӑ, таса, ӑнлануллӑ, сиенсӗр, ырӑлӑхлӑ, вичкӗн, ӑна тытса чараймастӑн, 23. вӑл ырӑ тӑвать, ҫынна юратать, вӑл ҫирӗп, иккӗленӳсӗр, лӑпкӑ, вӑл яланах пӗр пек, вӑл пӗтӗмпех курса тӑрать, ӑслӑ, таса, чи черчен сывлӑшсене пурне те витӗрех кӗрет: 24. ӑслӑлӑх вӑл пур куҫаканнинчен хӑвӑртрах куҫса ҫӳрет, хӑйӗн тасалӑхӗпе мӗнпур япалана витерет, шала кӗрет.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Этем чунӗ-чӗмӗ — Ҫӳлхуҫа ҫутаткӑҫӗ, вӑл чӗрене витӗрех ҫутатса тӗрӗслет.27. Светильник Господень - дух человека, испытывающий все глубины сердца.
Ытар 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унӑн тыррине выҫӑпа касӑхнисем ҫисе ярӗҫ, ӑна кӳкен тӗмӗсем витӗрех вырса тухӗҫ; пурлӑхне вара антӑхса ҫунакансем хыпса ҫӑтӗҫ.5. Жатву его съест голодный и из-за терна возьмет ее, и жаждущие поглотят имущество его.
Иов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Акӑ халӗ эсир Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫана сӑнатӑр, анчах нихӑҫан та нимӗн те пӗлеймӗр, 14. мӗншӗн тесессӗн эсир этем чӗрине витӗрех пӗлсе ҫитереймӗр, унӑн шухӑшӗн сӑмахӗсене те ӑнланса пӗтереймӗр: ара, ҫакна пултарнӑ Турра мӗнле сӑнама пултараятӑр эсир, Унӑн ӑсне, Унӑн шухӑшне мӗнле ӑнланаятӑр? Ҫук, тӑванӑмсем, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра ан ҫиллентерӗр!
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ииуй ӗнтӗ уххине карӑнтарнӑ, ухӑ ҫӗмренӗ Иорама хул калакӗ хушшинчен лексе чӗри витӗрех тухнӑ, вара вӑл урапи ҫинчех вилсе выртнӑ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Авенир, сӑннине каялла ҫавӑрса, ӑна хырӑмран чикнӗ; сӑнӑ ун витӗрех тухнӑ, вӑл ҫавӑнтах ӳксе вилнӗ.
2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ватӑлнипе Израилӗн куҫӗ йӑвашланнӑ; вӑл витӗрех курайман.10. Глаза же Израилевы притупились от старости; не мог он видеть ясно.
Пулт 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Лийӑн куҫӗ витӗрех мар пулнӑ, Рахилӗн вара пӗвӗ-сийӗ те илемлӗ, сӑнӗ-пичӗ те илемлӗ пулнӑ.17. Лия была слаба глазами, а Рахиль была красива станом и красива лицем.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.