Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗр ҫинче Бурнаш чухлӗ ҫӑкӑр ҫисен эс те нумай япалана лайӑхрах ӑнланакан пулатӑн.
7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вылянӑ чух нумай сӑмахсем илтетӗн, ӑнланакан пулатӑн.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
«Императорская» сӑмаха та ӑнланакан пулатӑп-и? — ыйтрӗ Павлуш.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Командӑпа сыв пуллашрӑм; агентпа уйрӑммӑн калаҫрӑм, — вӑл манӑн алӑ унӑн хӑвӑрт ӑнланакан пӳрнисен хушшине ӑнсӑртран лекнӗн пӑхса илчӗ, вара кимӗ ҫине антӑм; Бичепе Ботвель мана унта кӗтеҫҫӗ.
ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тен, упӑшки те тупӗ хӑйне ӑнланакан ҫынна, ӑна та ҫапах телей сунас килет.
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ҫакна ӑнланакан пӗчӗккӗн хӑй ачипе интересленме пуҫлать, ӑна пӑхнӑҫемӗн юратма пуҫлать.
Ачапа пӗрле анне ҫуралать // Ирина Трифонова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 9 стр.
Давенант янкӑр ҫутӑ пӳлӗмсене юратать: аптекӑсене, парикмахерскисене, савӑт-сапа лавккисене, — унта нумай-нумай кӗленче те фаянс япаласен ҫутисен йӑлтӑртатӑвӗ вӑл ҫеҫ ӑнланакан уяв курӑмӗсене ӗренкелеҫҫӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хӑй кӑна ӑнланакан темӗн пирки вӑрттӑн «Фелицатӑран» куҫӗсемпе ыйтса Битт-Бой капитансем енне ҫаврӑнчӗ:Взглядом спросив о чем-то, понятном лишь одному ему, таинственную «Фелицату», Битт-Бой сказал:
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Вӗсем, хальхи пулӑма питӗ лайӑх ӑнланакан авгурсем евӗр, пӗр-пӗрне куҫран тинкерчӗҫ.Они смотрели друг другу в глаза, как авгуры, прекрасно понимающие, в чем дело.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Анчах вӑл мӗнле лару-тӑрӑва лекнине ӑнланакан сапӑр матроссем хӑйсен капитанӗ ҫине яланхи вашаватлӑхпах пӑхаҫҫӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Хуҫине ҫивӗч ӑнланакан ӑйӑр самантрах тапранчӗ те, ура айӗнчен тӑпра чӑмаккисем сирпӗте-сирпӗте, малалла вӑйлӑ юртӑпа вӗҫтерчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ассоль хӑй ӑнланакан, куракан пур япалапа та калаҫса пырать.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫук, ҫук, влаҫа мӗншӗн алла илнине пӗлекен, аслӑ та уҫӑ тӗллевсӗр юхӑм хӑй кӑна нимӗн те паманнине ӑнланакан ҫынсене власть пӑсма тивӗҫлӗ мар, пӑсаймасть те.
17 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ӗнтӗ икӗ старикӗ те ӑна портретсенче ӳкерсе кӑтартнӑ пек сӑнлӑ мар, Доре ӳкерчӗкӗсенчен чӗрӗлсе аннӑ, пурне те пӗлекен, пурне те тарӑннӑн ӑнланакан икӗ мӑн сухаллӑ улӑп майлӑ туйӑнса тӑчӗ.
15 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Мӗнех-ха, наукӑна пӗлсе ӗҫлекен, общество аталанӑвне пӗлекен тата ӑнланакан вӑрӑ-хурахсем Россия ҫыннисем хушшинче чи начаррисемех мар.
4 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Анчах манӑн хуҫа, мӗн пӗчӗкренех ӑнланакан тата ҫине тӑракан ҫын пулса ҫитӗннӗскер, ҫапах та пирӗн ҫӗршыври ҫынсем мӗнле пулнипе вӗсем мӗн тума пултарнине кӑшт та пулин ӑнланса илме пултарчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Мана вӑл темиҫе кун иртсен ҫеҫ ӑнланакан пулчӗ.Понадобилось несколько дней, прежде чем он понял, в чем дело.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫаксене пула эпӗ кунта килнӗ хыҫҫӑн пилӗк уйӑхранах вӗсем калаҫнине пӗтӗмӗшпех ӑнланакан, вӗсемпе хам та аванах калаҫакан пултӑм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вунӑ эрнене яхӑн вӑхӑт иртсен, эпӗ хам хуҫа паракан ыйтусенчен чылайӑшне ӑнланакан пултӑм, виҫӗ уйӑхран вара унӑн ыйтӑвӗсене хирӗҫ аванах ответ пама пултартӑм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӗреннӗ сӑмахсене хам асӑмрах аван астуса тӑма пултарнипе, эпӗ темиҫе кун хушшинчех вӗсен чӗлхине кӑшт ӑнланакан пултӑм.Благодаря хорошей памяти я в несколько дней приобрел некоторые познания в лапутском языке.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.