Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем вӗҫкӗнсем: хӑмӑшпа кармакланӑ стаканӗсене кӳкӗртлӗ йӳҫӗ шыв ҫӑлне чикеҫҫӗ те ытла ӑнланакан пек пӑхса тӑраҫҫӗ, штатскисем ҫутӑ кӑвак галстуксемпе ҫӳреҫҫӗ, ҫар ҫыннисем ҫухи айӗнчен брыжжисене кӑларса яраҫҫӗ.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Алексей куҫӗсене хупсанах, ун умӗнче пӗрин хыҫҫӑн тепри — пӗрисем уҫӑмлӑрах, теприсем тӗтреллӗрех — палланӑ сӑнсем мӗлтлетме тытӑнчӗҫ: Михайло мучи хӑйӗн кӗмӗл тӗслӗ ҫӳҫӗсем айӗн ун ҫине пӑшӑрханса пӑхрӗ; Андрей Дегтяренко кӑмӑллӑн пӑхса, куҫӗсене час-час мӑчлаттарса тӑчӗ; такама хӑтӑрса, Василий Васильевич хӑйӗн кӑвакарма пуҫланӑ ҫӳҫӗсене силлентерчӗ; ватӑ снайпер, питне пӗркелентерсе, ӑшӑ кӑмӑлпа кулчӗ; шурӑ минтер ҫинчен Алексей ҫине хӑйӗн ӑслӑ, витӗр куракан, кӑшт тӑрӑхларах кулакан, пурне те ӑнланакан куҫӗсемпе пӑхса Воробьев комиссарӑн сарӑрах сӑнӗ курӑнса выртрӗ; ҫил ҫинче Зиночкӑн ҫулӑм пек ҫӳҫӗсем варкӑшрӗҫ; пӗчӗк вашават инструктор Наумов ун майлӑ пулса, ӑна ӑнланса куҫӗсене хӗссе тӑчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ӑнланакан ҫыншӑн ку туппӑн хакӗ те ҫук.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Кӑйкӑрӑм эс манӑн, эпир санпа пӗрле пулмах ҫуралнӑ пуль ҫав, пӗр-пӗрне ҫур сӑмахранах ӑнланакан пултӑмӑр та.Сокол мой, мы, наверное, рождены друг для друга, уже начали понимать друг друга с полуслова.
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Вӑл чӑннипех пирӗн йывӑрлӑхсене ӑнланакан ҫын.
Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30
Вӗсене, каҫарӑр та, килти выльӑхсем те ӑнланакан пулаҫҫӗ: «кил», «кай», «лар», «ҫи», «вырт», «тӑр» тата ытти те.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Паян вӗренӳ сферинчи патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗ ҫӗршывӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин аталанӑвне тивӗҫтерес ӗҫри хӑйсен пӗлтерӗшне ӑнланакан социаллӑ яваплӑ ҫамрӑк ҫынсене пӑхса ҫитӗнтересси пулса тӑрать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Людмила Ивановнӑн вара ӗҫчен, ӑнланакан упӑшка, маттур та пултаруллӑ ачасем.
Воспитани центрӗн ертӳҫи // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Аверкий Алексеевич та, Евдокия Гавриловна та шӳте ӑнланакан ҫынсем.И Аверкий Алексеевич, и Евдокия Гавриловна понимающие шутку люди.
Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Шӳте ӑнланакан, хаваслӑ кӑмӑллӑ та ҫемҫе чунлӑ Сергейпа калаҫнӑ чухне хама телейлӗ туйрӑм.
Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
5-6. Пире юратнипе Хӑйӗн тивлечӗ мухтавлӑ пултӑр тесе, Вӑл пире Хӑй ирӗкӗпе кӑмӑл туса Иисус Христос урлӑ Хӑй валли ывӑллӑха илмелле туса хунӑ; юратнӑ Ывӑлӗ урлӑ ҫав тивлетпе пире тивлетлӗ тунӑ; 7. Хӑйӗн виҫесӗр тивлечӗпе Вӑл пире Ывӑлӗ урлӑ Унӑн Юнне тӳлесе илнӗ, ҫылӑхӑмӑрсене каҫарнӑ; 8. Хӑйӗн тивлетне пире ытлӑн-ҫитлӗн парса, пире пур тӗрлӗ ӑслӑлӑха пӗлекен, пурне те ӑнланакан тунӑ.
Эф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫакна ӑнланакан ӑслӑ ҫын пур-и-ха? Ҫӗршыв мӗншӗн пӗтнине, мӗншӗн вӑл никам ҫӳреми ӗнсе-ҫунса выртакан пушхир пулса тӑнине Ҫӳлхуҫа кама калайтӑр-ха, кама пӗлтертӗр-ха?
Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Кам ӑслӑлӑхшӑн ҫунать, ӑна тӗпчет-тишкерет, ӑсӗ-тӑнӗпе унпа калаҫать, 22. пӗтӗм чун-чӗрипе унӑн ҫулӗсем ҫинчен шухӑшлать, унӑн вӑрттӑнлӑхне те ӑнланакан пулать, ҫав ҫын — телейлӗ.
Сир 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа хушнипе Саул патшалӑхне Давида парас тесе Хеврона пынӑ ҫарпуҫсем ҫаксем: 24. Иуда ывӑлӗсем — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑскерсем, вӑрҫа кӗме хатӗр тӑракансем — ултӑ пин те сакӑрҫӗр ҫын пулнӑ; 25. Симеон ывӑлӗсем — хӑюллӑ ҫынсем, вӑрҫа кӗме хатӗр тӑракансем — ҫичӗ пин те ҫӗр ҫын пулнӑ; 26. Левий ывӑлӗсем — тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын; 27. Аарон ӑрӑвӗнчи Иоддай ҫулпуҫ тата унпа пӗрле виҫӗ пин те ҫичҫӗр ҫын; 28. хӑюллӑ яш ача Садок тата унӑн йӑхӗнчи ҫирӗм икӗ пуҫлӑх; 29. Вениамин ывӑлӗсем, Саул тӑванӗсем — виҫӗ пин ҫын, анчах вӗсенчен чылайӑшӗ Саул килӗ майлӑ пулнӑ-ха; 30. Ефрем ывӑлӗсем — ҫирӗм пин те сакӑрҫӗр ҫын, хӑюллӑскерсем, хӑйсен йӑхӗнче паллӑ ҫынсем; 31. Манассиян ҫур йӑхӗнчен — вунсакӑр пин ҫын, вӗсене Давида патшана лартма ятран чӗнсе илнӗ пулнӑ; 32. Иссахар ывӑлӗсенчен лару-тӑрӑва ӑнланакан ҫынсем, Израилӗн хӑҫан мӗн тумаллине пӗлекенскерсем, икҫӗр аслӑ ҫын килнӗ, вӗсене итлесе тӑракан мӗнпур тӑванӗ те вӗсемпе пӗрле пулнӑ; 33. Завулон йӑхӗнчен аллӑ пин ҫын килнӗ, вӗсем вӑрҫа кӗме хатӗр, ҫар кӑралӗпе авӑрланнӑ, пӗр шухӑшлӑ ҫынсем пулнӑ; 34. Неффалим йӑхӗнчен — пин пуҫлӑх, вӗсемпе пӗрле — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑ вӑтӑр ҫичӗ пин ҫын; 35. Дан йӑхӗнчен — вӑрҫа кӗме хатӗр ҫирӗм сакӑр пин те ултҫӗр ҫын; 36. Асир йӑхӗнчен — ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр хӗрӗх пин ҫар ҫынни; 37. Иордан леш енчи Рувимпа Гад йӑхӗсенчен тата Манассиян ҫур йӑхӗнчен тӗрлӗ кӑралпа авӑрланнӑ ҫӗр ҫирӗм пин ҫын килнӗ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.