Поиск
Шырав ĕçĕ:
Курайманлӑх, темле тискер те ҫунтаракан хаяр ҫилӗ ҫавӑрса илет ӑна.
Наказани пани // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Хӑшӗ майлӑ, хӑшӗ хирӗҫле пулнине сивӗ кӑмӑлпа шайлаштарса пӑхса, чӗрене ҫунтаракан ҫакӑн пек шухӑшсемпе аппаланнӑ самантсенче унӑн куҫӗ умне темӗнле сарӑмсӑр шӑпана пула ҫут тӗнчене ҫуралассах сусӑр ҫуралнӑ ҫӗнӗ чун тухса тӑнӑ.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӗсене пехота парачӗпе кӗтсе илнӗ, пехоти вара капӑр булавӑпа фокуссем ҫунтаракан, тамбур-мажора питӗ ӑста та ухмахла янраттаракан оркестр ҫеммипе йӗркеллӗн утса иртнӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Питӗ тирпейлӗ шӑлса тасатнӑ, алӑксӑр-чӳречесӗр стена ҫумӗпе ҫӳп-ҫап ямалли шӑвӑҫ баксем, тимӗр-тӑмӑр валли уйрӑм ещӗк тата вӗсемпе юнашар, ҫунтаракан бомбӑсене сӳнтерме пулас, хӑйӑр тултарнӑ сакӑр килограмм кӗрекен хутран тунӑ пакетсем лартса тухнӑ килхушши питӗ тӑнӑҫ пек курӑнать, пӗр вӑтӑра яхӑн чӳрече умӗнче ҫак килхушши хӗрринче тӳссе выртма та май ҫук.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ун таврашӗнче яланах арӑмӗн кӑмӑлсӑр сасси янӑраса тӑрать ӗнтӗ, ун симӗс куҫӗн ҫунтаракан ҫулӑмӗ йӑлтӑртатса тӑрать тата, арӑмӗ чӗрӗ чух ун чӗринче вӑхӑтсӑр пӗтнӗ ачасемшӗн тавӑрма чӗнекен тунсӑхӗ нихҫан та пӗтес ҫук.
XVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Амӑшӗ ӑна питӗнчен пӑхрӗ те унӑн мӑнкӑмӑллӑ, хӑюллӑ ҫунтаракан куҫне ҫеҫ курчӗ…Мать смотрела в лицо ему и видела только глаза, гордые и смелые, жгучие…
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫак икӗ туйӑм пӗрле ӑша ҫунтаракан пӗр пысӑк туйӑм пулса тӑчӗ: вӑл туйӑм ӑна вӗри хум пек ҫупӑрласа илчӗ ҫӗклерӗ, вара амӑшӗ хӑй пичӗпе Андрей кӑкӑрне пырса тӗкӗнчӗ.
XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫитрӗ те, украинецсемпе вырӑссен улӑм витнӗ пӳрчӗсем ҫуннӑ чух чаплӑ ҫуртсемпе газонсем умне тӑрса тӗрлӗрен сӑнӳкерчӗксем ӳкерттерекен, бензоколонкӑсемпе автобус чарӑнмалли вырӑнсене акӑш-макӑш илемлетекен, сӑра ӗҫекен, ҫатра йывӑҫсене касса тикӗслекен, унтан, автомат тытса, инҫетри Хӗвелтухӑҫ фронтне ҫитсе мирлӗ ялсене ҫунтаракан, вӗлерекен, аркатакан, пусмӑрлакан, унтан каллех ҫунтаракан, пере-пере пӑрахакан, асаплантаракан этемсем чӗртсе янӑ вӑрҫӑ вутне ҫак ҫуласа тасатнӑ евӗр, якатса тирпейленӗ евӗр курӑнакан тӑнӑҫ ҫӗр ҫине каялла илсе килчӗ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Кунтах винтовкӑсемпе пистолетсем, ҫунтаракан шӗвек тултарнӑ бутылкӑсемпе гранатӑсем, плакатсемпе брошюрӑсем параҫҫӗ.Здесь же выдавали винтовки и пистолеты, гранаты и бутылки с горючей смесью, плакаты и брошюры.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Ҫунтаракан ҫулӑм пирӗн ура айӗнчех пур.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хӑй шикленни эгоистла вак-тӗвек пулнине вӑл кӑштах ӑнланнӑ, анчах ӑшне ҫунтаракан тӗрлӗ шухӑшсенчен унра ҫавах примитивлӑ, кайӑкла туйӑмӗсем ҫиеле тухрӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Калӑн ҫав, вӗсене Гленарван хӑйне ҫунтаракан чӑтӑмсӑрлӑхпа хыптарнӑ тейӗн.Можно было подумать, что Гленарваы заразил их сжигавшим его нетерпением.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Заводӑн хӑмапа витнӗ ҫивитти хӑшпӗр тӗлте ишӗлсе аннӑ, йӗри-тавра ванчӑк кирпӗчсем купаланса выртаҫҫӗ, кирпӗч ҫунтаракан кӑмака ишӗле пуҫланӑ, — пӑхма кичем.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ку вӑл Кӑвак шыв леш енче кӗтӳҫӗсем ҫунтаракан кӑвайтӑн тӗтӗмӗ пулать, унта вӗсем кӗтӳ кӗтеҫҫӗ, каҫхи апат пӗҫереҫҫӗ.Это пастухи дымят кострами за Синей рекой, стада пасут да ужин варят.
Мальчиш-кибальчишпа унӑн ҫирӗп сӑмахӗ ҫинчен хывнӑ халап // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 147–157 с.
Вӑл мӗнпур вӑрмана сарӑлать те тапса тӑма пуҫлать, унтан ӑша ҫунтаракан, вӑя пӗтерекен туйӑмсем ҫухалаҫҫӗ…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ку ӗҫ ҫӗр варринче пулнӑ, пур енчен те фугаскӑсемпе ҫунтаракан бомбӑсем тӑкӑннӑ, Тимош, мӗскӗн пушаннӑ урамра хӑй пуҫӗнчи чӳлмекне кӑларасшӑн асапланнӑ, пӳрт стени ҫумне те ҫапса пӑхнӑ.
XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Анчах картишӗнчен урама тухсанах, вӑл тӳсеймен, каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ — ӑна ҫунтаракан темскерле япалапа чӗринчен чикнӗ пек туйӑннӑ…
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑсӑлса кайнӑ стан ҫийӗн пур ҫӗрте те ҫатрака ҫапӑ, сӳтнӗ ҫатан тата типӗ тислӗк ҫунтаракан кӑвайтсен йӳҫӗ тӗтӗмӗ ҫилпе варкӑшса мӑкӑрланать: хӗрарӑмсем ирхи апат пӗҫереҫҫӗ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Атаман керменӗн хапхи умӗнче вара, сивӗ ҫӗрте, ҫатӑрах чӗпӗтсе ҫунтаракан ҫил ҫинче лейб-гварди Атамански полкӗнчи казаксен хисеплӗ хуралӗ вилнӗ пек хытса тӑнӑ.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Наркӑмӑш пек сиенлӗ шӑрӑх вӗтелентерсе ҫунтаракан курӑксемпе ҫӳҫесен ҫулҫисем лӗнчӗрех шанса усӑннӑ.Травы и листья верб, обрызганные ядовито-знойными лучами, вяло поникли.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.