Поиск
Шырав ĕçĕ:
20. Ҫӳлхуҫамӑр тӳпинче тухакан хӗвел епле илемлӗ, 21. кил ӑшчиккине тирпейлесе тӑракан арӑм та ҫавӑн пекех илемлӗ; 22. таса шантал ҫинче ҫурта епле ҫуталса ларать, вӑйпитти арӑмӑн сӑнӗ-пичӗ те ҫапла илемлӗн курӑнать; 23. унӑн тӑн-тӑн тупанлӑ хитре урисем — кӗмӗл никӗс ҫине лартнӑ ылтӑн юпасем.
Сир 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кӗвӗҫекен арӑм — чӗре чирӗ, хурлӑх вӑл, 8. ун пек арӑм хӑй чӗлхипе пурне те ҫитсе кастарать.7. Болезнь сердца и печаль - жена, ревнивая к другой жене, 8. и бич языка ее, ко всем приражающийся.
Сир 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Арӑм усаллӑхӗпе танлаштарсассӑн, кирек мӗнле усаллӑх та йӑвашрах; ҫылӑхлӑ ҫын шӑпи ҫиттӗрех ун пек арӑма.21. Всякая злость мала в сравнении со злостью жены; жребий грешника да падет на нее.
Сир 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫумӑрлӑ кун пӗр чарӑнми тумлакан тумлапа чӑркӑш арӑм — иккӗшӗ те пӗр: 16. ҫав арӑма чарма-лӑплантарма тӑрӑшакан — ҫил-тӑвӑла чарма тӑрӑшакан е сӗрӗш шӑршине аллипе чӑмӑртама тӑрӑшакан.
Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Ырӑ арӑма хӑваласа яракан — хӑйӗн телейне хуса яракан; аскӑн арӑм тытса усракан — ӑссӑр та йӗркесӗр ҫын вӑл.][Кто изгоняет добрую жену, тот изгоняет счастье, а содержащий прелюбодейку - безумен и нечестив.]
Ытар 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ырӑ арӑм — упӑшкишӗн пуҫкӑшӑль; намӑссӑр арӑм — упӑшки шӑмминчи ҫӗрӗк пек.4. Добродетельная жена - венец для мужа своего; а позорная - как гниль в костях его.
Ытар 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ырӑ шухӑш-кӑмӑллӑ арӑм [упӑшкине] чыс кӳрет, [тӳрӗлӗхе курайман арӑм вара — чӗр мӑшкӑл.16. Благонравная жена приобретает славу [мужу, а жена, ненавидящая правду, есть верх бесчестия.
Ытар 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Чӗрӳ аскӑн арӑмӑн ҫулӗ енне ан сулӑнтӑр, унӑн сукмакӗсемпе аташса ан ҫӳре: 26. ҫав арӑм нумайӑшне амантса ӳкернӗ, вӑйлӑ ҫынсене вӑл нумайӑшне вӗлернӗ: 27. унӑн килӗ — ҫӗр тӗпне ертсе каякан, вилӗмӗн шалти ҫуртне илсе анакан ҫул.
Ытар 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ют арӑм патне чупакана та ҫавӑн пек пулӗ: ҫав арӑма тӗкӗннӗ ҫын айӑпа кӗмесӗр юлмӗ.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Чӗрӳпелен унӑн илемне ан сӑхлан, [куҫу ытарайманран серепене лекмелле ан пултӑр,] унӑн вылянчӑк куҫ хӑрпӑкӗ санӑн пуҫна ан ҫавӑртӑр: 26. аскӑн арӑма пула татӑк ҫӑкӑр юлмиччен ҫука юлаҫҫӗ, ют арӑм вара пурӑнӑҫа тӗп тӑвать.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ывӑлӑм, мӗншӗн-ха санӑн айккинче тупӑннӑ арӑма савмалла, мӗншӗн ют арӑм кӑкӑрне ҫупӑрламалла?20. И для чего тебе, сын мой, увлекаться постороннею и обнимать груди чужой?
Ытар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ют арӑм ҫурчӗ вилӗм патне илсе ҫитерет, ют арӑм сукмакӗсем вилӗсем патне илсе тухаҫҫӗ; 19. ун патне кӗнӗ ҫын пӗри те каялла таврӑнмасть, пурӑнӑҫ ҫулӗ ҫине те тӑмасть.
Ытар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Чӗрем ҫын арӑмне сӑхланнӑ пулсассӑн, эпӗ ҫын алӑкӗ умӗнче сыхласа тӑнӑ пулсассӑн, 10. ан тив, манӑн арӑм ют ҫын валли авӑрттӑр, ют ҫын мӑшкӑлӗ пултӑр, 11. мӗншӗн тесессӗн ку — ирсӗр ӗҫ, ку — саккуна хирӗҫле, сута тивӗҫлӗ ӗҫ; 12. ку — тӗппипе ҫунтарса яракан вут-ҫулӑм, вӑл манӑн пӗтӗм пурлӑха пӗтеретчӗ.
Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Израильри кашни ар, кашни арӑм, пӗтӗм ачи-пӑчи, Иерусалимра пурӑнакан кашни ҫын, Турӑ Ҫурчӗ умне ӳксе, пуҫӗ ҫине кӗл сапса, Турӑ умне хӑйӗн хуйхӑ тумтирне сарса хунӑ, 12. парне паракан вырӑна та хуйхӑ тумӗпе витнӗ, пурте пӗтӗм чун хавалӗпе Израиль Туррине тилмӗрсе йӑлӑннӑ, Вӑл ачасене туртса илме ан патӑрччӗ, арӑмсене тӑшман тупӑшӗ ан тутӑрччӗ, еткер хуласене ҫаратма-аркатма, таса япаласене мӑшкӑллама-ирсӗрлетме ан патӑрччӗ, суя тӗнпе пурӑнакансен савӑнмалла ан пултӑрччӗ тесе тархасланӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫапла унӑн ҫичҫӗр арӑм, виҫҫӗр ҫум-арӑм пулнӑ; арӑмӗсем унӑн чӗрине пӑсса янӑ.3. И было у него семьсот жен и триста наложниц; и развратили жены его сердце его.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вооз каланӑ: Ноеминь анине илсессӗн, Моав хӗрӗн Руфӗн анине те туянма тивет вара, тӑлӑх арӑм вӑл; вилнӗ хурӑнташӑмӑрӑн ячӗ унӑн ҫӗрӗнче ан ҫухалтӑр тесе, санӑн унӑн арӑмне качча илмелле, тенӗ.
Руфь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Темиҫе кунран, тулӑ вырнӑ вӑхӑтра, качака путекки ертсе Самсон арӑмӗпе курӑнӑҫма пынӑ, вӑл: «арӑм патне ҫывӑрмалли пӳлӗме кӗрем-ха» тесен, хӗр ашшӗ ӑна унта кӗме паман.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Турӑ Маной сассине илтнӗ, ун арӑмӗ патне каллех Турӑ Ангелӗ пынӑ, ун чухне арӑм хирте пулнӑ, Маной, упӑшки, унпа пӗрле пулман.
Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑвӑн тӑшманусене хирӗҫ вӑрҫа тухсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру вӗсене санӑн аллуна ӳкерсессӗн, эсӗ вӗсене тыткӑна илсессӗн, 11. тыткӑна лекнисем хушшинче сӑнӗпе хитре хӗрарӑма курса юратса пӑрахсассӑн, ӑна качча илессӳ килсессӗн, 12. эсӗ ӑна хӑвӑн килне илсе пыр, вӑл вара ҫӳҫне илтӗр, чӗрнине кастӑр, 13. хӑй ҫийӗнчен тыткӑна лекнисен тумтирне хывса пӑрахтӑр, ҫапла вара ашшӗпе амӑшӗшӗн йӗре-йӗре сан килӳнте пӗр уйӑх пурӑнтӑр; ҫавӑн хыҫҫӑн эсӗ ун патне кӗрсе унӑн упӑшки пулма пултаратӑн, вӑл санӑн арӑму пулӗ; 14. эхер те кайран вӑл сана килӗшми пулсассӑн, эсӗ ӑна хӑй ӑҫта каяс тенӗ, ҫавӑнта кӑларса яр, анчах кӗмӗлле ан сут, чура пулма та ан пар, мӗншӗн тесессӗн ӑна эсӗ арӑм тунӑ.
Аст 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӑлӑх арӑм е упӑшкинчен уйӑрӑлнӑ арӑм сӑмах парас пулсассӑн, мӗн те пулин тума картса хурас пулсассӑн, унӑн ӑна пурӑнӑҫласах пулать.10. Обет же вдовы и разведенной, какой бы она ни возложила зарок на душу свою, состоится.
Йыш 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.