Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӑпшӑнса (тĕпĕ: йӑпшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак шутпа вӑл зала йӑпшӑнса кӗчӗ, пӗркунне ҫавӑнтан Половцев Давыдовпа Яков Лукич калаҫнине вӑрттӑн итлесе ларнӑччӗ.

С этой целью он пробрался в зал, откуда Половцев когда-то подслушивал разговор Якова Лукича с Давыдовым.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хуллен йӑпшӑнса килнӗ ыйӑх унӑн ӑс-тӑнне сӳнтерсе пычӗ.

Сон, подкравшись, гасил сознание.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вара хура армутипе хытхура тӗмисен ҫийӗпе, хуралнӑ хӑмӑлсене явӑннӑ йытпырши ҫыхланчӑкӗсем ҫийӗпе, кӗрхи ҫӗртме пуссин хумлӑ-хумлӑ кӑтрашкисем ҫийӗпе, ҫеҫенхир тӑрӑх каҫхи тӗксӗм мӗлкесен сӗтӗрӗнчӗкӗсене хӑвара-хӑвара, хӗвелтухӑҫӗнчен пӗр сассӑр, сӑрӑ кашкӑр ами пек йӑпшӑнса, тӗттӗм ҫӗр килсе ҫитет.

И по чернобылу, по бурьянам, по выцветшей на стернях брице, по волнистым буграм зяби неслышно, серой волчицей придет с востока ночь, — как следы, оставляя за собой по степи выволочки сумеречных теней.

1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах хыҫалтан ун патне пысӑках мар икӗ шуйттан, питӗ выҫӑхса ҫитнӗскерсем пулас, йӑпшӑнса пыраҫҫӗ те ӑна хул айӗнчен ярса тытаҫҫӗ, вӑл ҫухӑрать — анчах кая юлчӗ.

Но сзади к ней подкрадывается пара небольших, видимо, очень голодных чертей, они схватывают ее под мышки, она визжит,— поздно!

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Вӗсем тӗксӗм шыва, ҫӗҫӗ пек, тарӑнӑн та ҫивӗччӗн касса кӗнӗ хӑйӑрлӑ сӑмсах ҫинче пӗр-пӗрин ҫумне йӑпшӑнса лараҫҫӗ.

Они тесно сомкнулись на длинной песчаной косе, которая, подобно ножу, глубоко и остро вонзилась в темные воды.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Халӗ кимӗ шыв тӑрӑх пӗр сассӑр пекех йӑпшӑнса пычӗ.

Лодка теперь кралась по воде почти совершенно беззвучно.

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Калама ҫук хӑватлӑ пулнӑ Соломонӑн чун-чӗре хистевлӗхӗ, ҫавна кура тискер кайӑксем те ним турткалашмасӑрах пӑхӑннӑ ӑна: вӑл хӑйсем пурӑнакан ҫурта килсе кӗрсен, арӑслансемпе тигрсем йӑпшӑнса йӑваланнӑ ун ури патӗнче, йӑпӑлтатса тути-ҫӑварӗпе сӑтӑрӑннӑ ун чӗркуҫҫийӗсем ҫумне, хӑйсен катрашкаллӑ чӗлхисемпе ҫуланӑ унӑн аллисене.

И так велика была власть души Соломона, что повиновались ей даже животные: львы и тигры ползали у ног царя, и терлись мордами о его колени, и лизали его рукн своими жесткими языками, когда он входил в их помещения.

II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Вӑл, ҫӗр ҫумӗпе йӑпшӑнса, аллисене — пӗрре сулахаййине, тепре — сылтӑммине черетпе куҫара-куҫара шурӗ.

Полз он, тесно прижимаясь к земле, поочередно вынося вперед то правую руку, то левую.

25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсӗ ан асӑрха, ан кур… — хушса хучӗ вӑл, йӑлӑнакан сасӑпа, Штольц ҫумне йӑпшӑнса.

Ты не замечай, не смотри… — прибавила она умоляющим голосом, ласкаясь к нему.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Штольц пырса кӗрсенех, чи малтан, Тарантьев ҫатан карта урлӑ ҫивӗччӗн сиксе каҫрӗ те пахчаналла утрӗ: ун хыҫҫӑн Иван Матвеевич, беседка хыҫӗпе йӑпшӑнса, хӑйӗн пӳлӗмӗнче ҫухалчӗ.

При появлении Штольца Тарантьев первый проворно переправился через плетень и шагнул в огород; за ним скрылся за беседку Иван Матвеевич и исчез в светлицу.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫак шӑп-шӑпӑрт, йӑпшӑнса пытарӑннӑ тӑшманлӑх мана ывӑнтарса йӑлӑхтарма та тапратнӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа эпӗ, тивӗҫлӗ сӑлтав сиксе тухсан, Ярмола усси-пӑссинчен ҫийӗнчех тасалас пирки те шутлакалама пуҫланӑ…

Эта безмолвная, затаенная вражда начинала меня утомлять, и я уже подумывал о том, чтобы отказаться от услуг Ярмолы, воспользовавшись для этого первым подходящим предлогом…

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Эсир ӑҫта-тӑр ларатӑр… ну, хӑть сӗтел умӗнче… эпӗ сирӗн пата хыҫалтан шӑппӑн йӑпшӑнса пыратӑп… эсир мана илтместӗр… эпӗ сире аллӑмсемпе хулпуҫҫийӗрсенчен ярса тытатӑп та пусма-ланчӑтма пуҫлатӑп… вӑйлӑран вӑйлӑ, вӑйлӑ, вӑйлӑ… хам вара сирӗн ҫине пӑхатӑп… ак ҫапла — курӑр…

Вы сидите где-нибудь… ну хоть у стола… я подкрадываюсь к вам сзади тихонько… вы меня не слышите… я хватаю вас за плечо руками и начинаю давить… все крепче, крепче, крепче… а сама гляжу на вас… вот так — смотрите…

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Чебурашка пирки мӗн те пулин илтме ӗмӗтленсе вӑл ачасем патне йӑпшӑнса ҫывхарчӗ.

Он стал подкрадываться к детям со спины, прислушиваясь к их разговору в надежде, что речь зайдет о Чебурашке.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Анчах шыраканӑн йӑпшӑнса пыракан ури сассине илтсен, мӗн чухлӗ хаваслӑх пулать вара, кулса ярас мар тесе, сӑмсапа ҫӑвара икӗ алӑпа хупласа лартсан!

Но зато как жгуче-радостно было слышать осторожное приближение робких шажков, сидя в засаде и обеими руками закрывая рот и нос, чтобы не фыркнуть!

XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Тар! — тесе кӑшкӑрчӗ те Гаврик ҫинҫе сасӑпа, хӑй салтак ҫумӗнчен йӑпшӑнса тарма тытӑнчӗ.

— Тикай! — закричал Гаврик тонким голосом и, шмыгнув мимо солдата, кинулся удирать.

XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унта вӑл Павлик ҫумне йӑпшӑнса выртнӑ та, хӑй ҫывӑрса кайнине те сисмен, анчах вӑл ыйхӑран вӑраннӑ ҫӗре ӗнтӗ пароход тинӗс тӑрӑх пынӑ.

Там он примостился возле Павлика, даже не заметил, как заснул, а когда проснулся, оказалось, что пароход уже идет.

VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Манӑн ачасем пӗр-пӗрин ҫумне йӑпшӑнса, нихҫан пулман пек чӗмсӗр, хурлӑхлӑ лараҫҫӗ.

И ребята мои сидели, тесно прижавшись друг к другу, непривычно молчаливые, подавленные.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хула аялта хура сӗмлӗхре ним хускалмасӑр йӑпшӑнса выртать.

А город внизу был неподвижен — черная громада притаившейся темноты.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ух, хӑрушӑ-ҫке! — йынӑшса илчӗ Люда, ман ҫуммарах йӑпшӑнса.

— Ух, страшно! — взвизгнула в темноте Люда, прижимаясь ко мне.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл мана, вырӑн хӗррине йӑпшӑнса ларса, ыталаса илчӗ, вара эпир, унпа иксемӗр, нихҫан та ун пек пулманскерсем, лайӑххӑн йӗрсе илтӗмӗр.

Мама села на краешек постели, обняла меня, и мы с ней первый раз в жизни очень славно всплакнули вместе.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней