Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл пӗр тӑхтамасӑрах Бакссем хваттерне пычӗ, — вара эпир ҫавӑнта калаҫса татӑлтӑмӑр.Он немедленно явился на квартиру к Баксам – и тут-то мы и договорились.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӑл хӑй лекнӗ условисем хӑйне майлӑ пулнине ӑнланман, вӑл хӑйне тӳрех килти пек тытма пуҫларӗ, хӑйӗн пур сӑмахӗсене те тӑварлӑрах шӳтсемпе хутӑштарса калаҫса, кунти йӗркесене тытса пынинчен ытларах, вӗсене пӑсса пычӗ: лере камерӑна пырса ҫӑкӑр тыттарать, лере — пирус, кунта пакӑлтатса калаҫма тытӑнать (анчах та политика ҫинчен мар).
«Пирӗннисем» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вайснер аптекӑра ҫук пулсан, вӑл ытла ҫирӗпех мар утӑмсемпе коридорсем тӑрӑх вӗттӗн-вӗттӗн утать, хӑйӗнпе хӑй калаҫса пӗрмай енчен енне пӑхкалать.
Тӗрмери фельдшер // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Суйни иксӗмӗршӗн те паллӑ пулсан, эпир, пӗр сӑмах каламасӑрах калаҫса татӑлнӑ пек, урӑх ыйту ҫине куҫаттӑмӑр.
Манӑн гестаповец // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Иккӗмӗш кӗтмен япала: пӳлӗме умлӑн-хыҫлӑн тӑватӑ ҫын кӗреҫҫӗ, гестаповецсемпе чехла калаҫса сывлӑх сунаҫҫӗ, хӑйсем штатски тумсемпе.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Малтан унӑн манпа калаҫса пӑхмалла-мӗн, вара малашне виҫҫӗмӗш ҫынсӑрах ҫыхӑну тытма май пулатчӗ.Хотя должен был раньше поговорить со мной, что дало бы возможность обойтись без его посредничества.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Унтан, тата шӑппӑнтарах калаҫса, темиҫе сӑмахпа мана ҫӗнӗ хыпарсем ҫинчен пӗлтерет.Потом еще тише рассказывает мне в нескольких словах свежие новости.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Эп пӗлетӗп: вӑл мана паян нимӗнле пысӑк хыпарах та пӗлтерес ҫук, манӑн та ӑна каламалли нимех те ҫук, анчах хамӑр калаҫса татӑлнӑ пулсан та пымасан — пӑшӑрханса ӳкме пултараҫҫӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Мересьевӑн госпитальтен тухас умӗн Анюта патне епле пулсан та шӑнкӑртаттармалла, тесе калаҫса татӑлчӗҫ.Сговорились, что перед выпиской Мересьев обязательно Анюте позвонит.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем ҫапла калаҫса татӑлчӗҫ: Гвоздевӑн, госпитальтен тухсан, телефон тӑрӑх хӑйне илме пыма пулнӑ Анютӑпа пӗрле палата чӳречисем тӗлӗпе утса иртмелле, вара Алексейӗн Анюта мӗнле кӑмӑла кайни ҫинчен танкиста ҫырупа пӗлтермелле.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пултаруллӑ, ҫивӗч хӗр Анюта ҫырусене хӑвӑртрах ҫӳретмелли урӑх майсем шырама тытӑннӑ та, часах пӗр ватӑрах сестрапа калаҫса татӑлнӑ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр каҫхине, хӑй дежурить тунӑ сехетре, Клавдия Михайловна хӗрӗх иккӗмӗш палатӑна ӗҫсӗрех, ахаль калаҫса ларма кӗчӗ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫӗнӗ юлташ пурне те кӑмӑла кайрӗ, анчах та Мересьева ҫак майор хӗрарӑмсене ытлашши юратни, вӗсем ҫинчен нимӗн пытармасӑр хавассӑн калаҫса ларни ҫех килӗшмерӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Офицерпе калаҫса татӑлни, лешӗ укҫа парса хӑварни, пурте ӑна тӗлӗкри пек туйӑнать.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Турӑ мӗн панипе хӑналарӑм кӑна, ун-кун калаҫса кайрӑмӑр, юлашкинчен Дубровский ҫинчен те сӑмах хускатрӑмӑр — эпӗ ӑна хам хуйхӑ ҫинчен каласа патӑм.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӑйӑр ҫинче чылай вырткаласан, тата тепӗр хут шыва кӗрсе тухса каҫхине Оля патӗнче тӗл пуласси ҫинчен калаҫса татӑлсан, вӗсем, ывӑннӑ та телейлӗскерсем, вӑрахӑн кӑна перевоз патнелле кайрӗҫ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Ӗҫе тек тӑсса пыни ҫитет ӗнтӗ, — тесе шут турӗ Алексей. — Ҫитет. Паян каҫпалах унпа калаҫса татӑлмалла. Ним тытӑнса тӑмасӑрах калама пуҫламалла та, унӑн епле пулсан та Алексей арӑмӗ пулмалли ҫинчен ӑна ӗнентермеллех».
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тен, вӑл ҫак пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлмасӑрах шӑппӑн тунӑ каварлӑха сиснӗ пуль?
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр-пӗринпе юри калаҫса татӑлнӑ пекех, аманнисемпе чирлисем пӗр-пӗрине пӳлсех ӑна мӗнпе те пулин савӑнтарма тӑрӑшрӗҫ.Точно сговорившись, раненые и больные спешили наперебой чем-нибудь его порадовать.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эпӗ приказнӑйсемпе калаҫса пӑхам, — терӗ вӑл вӗсене.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949