Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шутламан (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Парӑнма шутламан ҫынсене парӑнтарасшӑн мӗн вӑй ҫитнӗ таран тарӑхтарса, тӑшман ҫав хула халӑхне выҫӑхтарса вӗлересшӗн кӗвӗҫет.

и делают всё, что только в силах, чтобы голодной смертью умерли его жители, которые не желают сдаваться.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑн пек хӑтланӗ тесе эпӗ нихҫан та шутламан.

Я бы о тебе ничего подобного никогда не сказала.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗлетӗн-и, мӗн чухлӗ кӑна шутламан эп сан ҫинчен — у-у мӗн чухлӗ шутламан!

Знаешь, как я о тебе думал — у-у, сколько думал.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пиртен, ҫичсӗмӗртен, никам та ҫавӑн чух ыран ирех ӑнланма хӗн инкек пуҫланса каясса сӗмленмен, ыранхи кунпа пӗрле пирӗн пурнӑҫа темскер, усал та хӑрушӑскер килсе кӗрессе шутламан.

И никто из нас семерых не подозревал, что загадочные беды начнутся уже наутро, а вместе с завтрашней ночью в нашу жизнь войдет нечто чудовищно огромное и злое.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпир тени ӗнтӗ пӗри Валя пулать, ҫакӑн пек чыслӑ куна йӑлтӑр симӗс галстук ҫакса килнӗскер, тепри инженер-строитель Таня Величко, вӑл халь ҫӳлӗ те тулли хӗрарӑм пулса кайнӑ, тата Иван Павлыч патӗнче вӗреннӗ ҫамрӑксем, пирӗн вӑхӑтра вӗсем кӗҫӗннисемччӗ-ха, ун чухне ҫын тесе те шутламан эпир вӗсене.

Мы — это Валя, надевший для торжественного дня ярко-зеленый галстук, инженер-строитель Таня Величко, которая стала высокой полной женщиной, так что даже трудно было поверить, что это та самая тоненькая принципиальная Таня, и еще несколько учеников Ивана Павлыча, которые в наше время были младшими и которых мы по-настоящему даже не считали за людей.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ нихҫан та урана вута чикни калама ҫук ырӑ тесе шутламан.

Я никогда не думал, что сунуть ноги в огонь — это счастье.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир, нимӗн те пулман пекех, Катя та Энска кайман пекех, эпӗ те Ромашкӑна вӗлерме шутламан пекех, пӗр вунпилӗк минут хушши манӑн сочинени ҫинчен лӑпкӑн кӑна калаҫса лартӑмӑр.

Как будто ничего не случилось, как будто Катю не отправили в Энск, как будто я не решил убить Ромашку, — мы минут пятнадцать спокойно говорили о моем сочинении.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та вӗсен килӗнче ӑна нумай вӑхӑт хушши вилнӗ тесе шутламан.

Но у них в доме он долго еще был жив.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл вӑтам та тӳп-тӳрӗ пӳлӗскер, ҫав тери аванскерччӗ пулас Эпӗ мӗншӗн «пулас» тени паллӑ, мӗншӗн тесен эпӗ вӑл вӑхӑтра ун ҫинчен шутламан та.

Она была среднего роста, стройная и, кажется, очень хорошенькая. Я говорю: кажется, потому что тогда об этом не думал.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чыхӑна-чыхӑна кайса, питне вутран платпа хӳтӗлесе, император пӗтекен, анчах парӑнма шутламан хула урлӑ каҫать.

Задыхаясь, прикрывая плащом лицо от жара, пробирается завоеватель через гибнущий, но неукрощенный город.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ҫук, ҫук, эп ывӑнма шутламан та!

— Нет, нет, я ни капельки!

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Нимӗн те шутламан эпӗ.

 — Ничего я не считала.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑҫал кил таврашӗнчи ҫӳп-ҫапсене тасатма никам та шутламан, кашни алӑк умӗнчех, шыв ҫинче турпас таткисем ӗлӗкхи пекех ишкелесе ҫӳреҫҫӗ.

В этом году никто не позаботился о стоках, и грязная вода, в которой плавали щепки, так и осталась стоять под каждым крыльцом.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та вӑл ялта пурӑнма шутламан, ҫавӑнтанпа ӗнтӗ пӳрт-ҫурт пуш-пушах ларать.

Но он не стал жить в деревне, и с тех пор дом стоял пустой.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Урӑх ментор ҫинчен шутламан та эпӗ.

Другого ментора я и не желал.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тӳррипех калатӑп, манпа юнашар ларакан ҫын пикенсех ҫиетчӗ пулсан та, эпӗ хӑрарӑм; Грушницкий темлерех чӑннине персе янӑ пулсан, вӑл хӑйшӗн чылаях кичем япаласем илтме пултарнӑ пулӗччӗ; анчах кӗвӗҫнипе вӑл кун ҫинчен шутламан та.

Признаюсь, я испугался, хотя мой собеседник очень был занят своим завтраком: он мог услышать вещи для себя довольно неприятные, если б неравно Грушницкий отгадал истину; но ослепленный ревностью, он и не подозревал ее.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Лашине салтса утланса тараканӗ Азамат пулнине куракан часовой хӑй курни ҫинчен тунма шутламан ӗнтӗ.

Часовой, который видел, как Азамат отвязал коня и ускакал на нем, не почел за нужное скрывать.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ӑна шӑпах «теприне» шырама хушнӑ пулнӑ, анчах вӑл ҫав «тепри» — эпӗ пулни ҫинчен шутламан та.

Ему как раз было поручено искать этого «другого», и он не подозревал, что «другой» – это я.

VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Патакпа хӗненине тата сӑнчӑрланине вӑл ҫынна калаҫтармалли пӗртен-пӗр меслетсем тесе шутламан.

Палку и кандалы он не считал единственными средствами воздействия.

Манӑн гестаповец // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Утма ҫав тери йывӑр тесе вӑл нихҫан та шутламан.

Он никогда не думал, что ходить так трудно.

14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней