Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сизов сӑмахсӑрах ҫынсене ҫул ҫинчен сирчӗ, вӗсем шӑппӑн аяккалла пӑрӑнса тӑчӗҫ, унтан, хӑйсене амӑшӗ хыҫҫӑн туртакан паллӑ мар вӑя пӑхӑнса, ун хыҫҫӑн васкамасӑр, ерипен ҫеҫ калаҫкаласа утрӗҫ.
XXIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Чи малтанах, пӗтӗм вӑя пухса, Джима каллех чуралӑхран хӑтаратӑп; енчен кунран та начартарах ӗҫ тума ӑс тытатӑп пулсан, ӑна та тӑватӑп; манӑн пурпӗрех пӗтмелле пулсан, ахаль пӗтес мар.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ӗҫсӗр выртни, тулли кӑмӑл, уҫӑ сывлӑш, ӗмӗт ҫитнине пӗлсе тӑни, юлташӗпе пули-пулми ҫинчен калаҫни, юратнӑ хӗрен ӑнсӑртран килсе тухнӑ сӑнарӗ, ҫак тӗрлӗ йышши тата ҫав хушӑрах темшӗн пӗр евӗрлӗрех туйӑнакан шухӑш-кӑмӑл унӑн ӑшчиккинче пӗтӗмӗшле пӗр туйӑм пулса пӗрлешрӗҫ, халь акӑ вӗсем лӑплантараҫҫӗ те, пӑшӑрхантараҫҫӗ те, вӑя та шалтӑрах пӗтереҫҫӗ…
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ман пек мар, чӑнласах фронтра аманнисем ҫак хыпарсене питӗ хапӑлласа кӗтсе илеҫҫӗ, юлашкинчен вара: «Эпир те халь ӗлӗкхи мар ӗнтӗ, хамӑр вӑя туйрӑмӑр, фрицсем те ӗлӗкхи мар: Сталинград патӗнчи пек вутлӑ хурана ҫакланасран хӑраса мулкачсем пек тараҫҫӗ», — тесе хуша-хуша хураҫҫӗ.
1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Паян уйрӑмах кирлӗ, ҫавӑнпа эпӗ, манпа юнашар ӗҫлекенсем пекех, ытти бульварсемпе урамсенче окопсем чавакансем пекех, мӗнпур вӑя хурса ӗҫлеме тивӗҫлӗ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Темӗнле плакатсемпе пӗлтерӳсем те пур иккен кунта: мобилизаци пирки калаканни те, Мускав — Атӑл канал тӑрӑх ҫулҫӳреве кайма йыхӑраканни те, мӗн-пур вӑя тӑшмана ҫапса аркатнӑ ҫӗре пама чӗнекенни те тата ыттисем те.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫак самантрах кратер ҫӑварне хупӑрланӑ ҫӳхе ҫӗр ҫийӗ те аялтан тапса тӑракан вӑя парӑнчӗ.В ту же секунду тонкий слой почвы, прикрывавший жерло кратера, поддался напору снизу.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Чӑнласах та ӗнтӗ, маориецсем суя вӑя ӗненни вӑл ӑнӑҫлӑ пуласса пӗлтерсе тӑрать.И, в самом деле, суеверие маорийцев служило залогом его успешности.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Эпӗ те пилӗк ҫул выртса ирттерес вырӑнне пӗр ҫул хӗрӳ ӗҫлессишӗн сасӑлатӑп, анчах кунта та эпир тепӗр чухне вӑя киревсӗр пӗтеретпӗр.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ӑна, малтанлӑха, хӑй ӗҫлеме тытӑнсанах ҫухатнӑ вӑя каялла тавӑрӑннӑ пек туйӑнчӗ.Ему казалось, что достаточно начать работать, как вернутся утраченные силы.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Виҫӗ сехет ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн, пӗтӗм вӑя, пӗтӗм тимлӗхе хурса вылянӑ пулин те, Павелӑн парӑнмаллах пулчӗ.После трехчасового сражения, несмотря на все усилия, на все напряжение, Павел принужден был сдаться.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Эпӗ хамӑн ӑшри вӑя сӑнаса тарӑхтаракан юрӑхсӑр трагизма ҫеҫ кӑларса пӑрахнӑ.Отброшен только ненужный трагизм мучительной операции с испытанием своей воли.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Пӗтӗм вӑя пухса, ӗҫе тытӑнатпӑр.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӗсем ҫакӑн пек усӑ параҫҫӗ пулсан, вӑя пӗтерни те шел мар.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫав килӗшӳсене пула тепӗр чухне вӑя астарнисем, йӗркерен тухса кайнисем пулаҫҫӗ, анчах влаҫсем ҫав йӗркене пӗтерме хӑватсӑр.Результатом этого соглашения часто бывают насилия и беспорядки, но власти бессильны отменить его.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кун пек вӑхӑтсенче унӑн ҫивӗч ӑсӗн те вӑя ҫитмест иккен.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Вӑя ниҫта хума пӗлместӗм, пӑхӑнас килменлӗх сиксе вӗретчӗ ӑшра.— Не знал, куда силенки девать, выпирала из меня наружу непокорная натура.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Юлашки вӑя пуҫтарса Брутика аяккинелле ывӑтрӑм, анчах ҫав хушӑра хум пырса ҫапрӗ.Тогда, собравши последние силы, я отшвырнул Брутика, но тут в рот я в нос мне ударила волна.
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Вӑя уссӑр пӗтерес мар тесе, шыв янах патне ҫитиччен утса кайрӑм.
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Вӑл та ҫак вӑя сисрӗ курӑнать.
Салакайӑк // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 34–35 с.