Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк

Раздел: Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени

Автор: Асклида Соколова

Источник: Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Год: 1985; Добавлен: 2020.07.12 21:47

Предложений: 216; Слово: 2702

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Тӳрӗ чунпа кӗлтумастӑп

Темиҫе кун хушши эпир хуласенче чарӑнма хӑрарӑмӑр, вӗҫӗм анаталла ишрӗмӗр. Халӗ эпир кӑнтӑрта, ӑшӑ вырӑнсенче, килтен питӗ аякра. Кайсан-кайсан Испани мӑкӗ вӑрӑм шурӑ сухал евӗр сырӑннӑ йывӑҫсем тӗл пула пуҫларӗҫ. Испани мӑкӗ епле ӳснине эпӗ пуҫласа куратӑп, вӑл пур ҫӗрте вӑрман тӗксӗм те сивлек. Пирӗн шульӑксем халӗ нимрен те хӑрамалли ҫук тесе шутлаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем каллех хуласенчи халӑха улталама тытӑнчӗҫ.

Малтанлӑха вӗсем эрех ӗҫмелле марри ҫинчен лекци вуласа пачӗҫ, анчах укҫи пит сахал пухӑнчӗ, хӑйсене пӗрре ӗҫмелӗх те ҫитмерӗ. Кун хыҫҫӑн вӗсем тепӗр хулара ташӑ шкулӗ уҫма шутларӗҫ, хӑйсем те кенгуруран лайӑхрах ташлаймаҫҫӗ-ха; ташӑн пӗр сыпӑкне кӑтартсанах пӗтӗм халӑх вӗсене тытса хуларан хӑваласа кӑларса янӑ. Тепрехинче вӗсем халӑха оратор ӑсталӑхне вӗрентме тытӑнса пӑхрӗҫ, анчах ораторла нумаях калаҫаймарӗҫ: итлекенсем, чӑтаймасӑр, вӗсене шутсӑр хытӑ вӑрҫса хуларан тухса кайма хушрӗҫ. Унтан проповедь те вулакаларӗҫ, чир-чӗртен сиплеме, юмӑҫ яма хӑтланчӗҫ, — пурне те пӑртакшар туса пӑхрӗҫ, анчах нихӑш енӗпе те ӗҫ кӑлараймарӗҫ. Вара пур пек укҫи-тенкине ӗҫсе-ҫисе ячӗҫ те кунӗ-кунӗпе сулӑ ҫинче йӑваланса выртрӗҫ — пач калаҫмаҫҫӗ хӑйсем, тем шухӑшлаҫҫӗ, сӑнӗсем сивлек те хаяр.

Ак хайхи, чун кӗчӗ ҫаксене. Хӳшӗре тем ҫинчен канашлама тытӑнчӗҫ, пирӗнтен вӑрттӑн пӗр-ик сехет хушши пӗр чарӑнмасӑр пӑшӑлтатрӗҫ. Эпир Джимпа иксӗмӗр пӑшӑрханма тытӑнтӑмӑр. Ку ырра марах. Каллех темӗнле пӑтӑрмах, малтанхисенчен те путсӗртереххине, тума хатӗрленеҫҫӗ-ши тетпӗр. Эпир ҫапла тахҫанччен шухӑшларӑмӑр та кусем пӗр-пӗр ҫыннӑн ҫуртне е лавккине ҫаратасшӑн е суя укҫа тӑвасшӑн терӗмӗр. Ку япала пире, Джимпа иксӗмӗре, самаях хӑратать, ҫавӑнпа эпир вӗсен ҫак ӗҫӗсене пачах хутшӑнас мар тесе калаҫса татӑлтӑмӑр, май тупӑнсанах вӗсене пӑрахса тарма шутларӑмӑр — юлччӑрах хӑйсем тӗллен.

Пӗррехинче ҫапла ирхине ирех сулла улах вырӑна, Пайсквилл текен пӗчӗкҫеҫ хуларан икӗ миля анатарах, пытартӑмӑр та, король ҫырана тухса кайрӗ, пире сулӑ ҫинчен тухма хушмарӗ, вӑл хулана кайса «Жираф» ҫинчен кунта сас-хура ҫитнипе ҫитменнине пӗлсе киличчен пирӗн «сӑмсасене кӑтартма» юрамасть иккен. «Пӗр-пӗр ҫурт ҫаратма шутлатӑн пуль-ха — тетӗп ӑшра, — кунта таврӑнӑн та акӑ, Джимпа иксӗмӗре кураймӑн та — юлах вара пӗччен тӑрса». Вӑл кӑнтӑрлаччен таврӑнмасан, ку вара хулара ӗҫ-пуҫ йӗркеллине пӗлтерет, ҫавӑнпа пирӗн те, герцогпа иксӗмӗрӗн, унта каймалла пулать.

Ҫапла эпир сулӑ ҫинче юлтӑмӑр. Герцог ҫиллес, пӗрмай вӗчӗрхенет, кӑмӑлӗ ҫав тери пӑсӑк унӑн. Пирӗнпе туллашать, ниепле те юрама ҫук, вак-тӗвекшӗнех чӑкӑлташать. Сисетпӗр-ха, вӗсем темӗн тума шутланӑ, кун пирки иккӗленмелли ҫук. Кӑнтӑрла та ҫитрӗ, король ҫаплах ҫук, эпӗ, тӗрӗссипе, питӗ савӑнтӑм: тинех мӗнле те пулин улшӑну пулать тетӗп, тен, пурнӑҫ йӑлтах та улшӑнса кайӗ-ха тесе шутлатӑп. Герцогпа иксӗмӗр хулана кайрӑмӑр, унта короле шыратпӑр, ӑна часах пӗр хупахра, шалти пӳлӗмре, тупрӑмӑр, вӑл вил-ӳсӗр; темӗнле ӑҫтиҫуксем ӑна юриех йӗкӗлтеҫҫӗ; вӑл вӗсене чи намӑс сӑмахсем каласа юнать, анчах, хӑй ура ҫинче аран тытӑнса тӑнӑ пирки, вӗсене нимӗн те тӑваймасть. Ҫакӑншӑн ӑна герцог йӳтенӗ сӑрнаккай тесе вӑрҫрӗ, королӗ те парӑмра юлмарӗ, вӗсем тытӑҫса ӳкрӗҫ, эпӗ ҫак вӑхӑтра тухса шӑвӑнтӑм та юханшыв хӗрнелле вӗҫтертӗм, ура ҫӗре перӗнмест. Акӑ хайхи майлӑ самант ҫитрӗ тетӗп, халӗ ӗнтӗ вӗсем пире, Джимпа иксӗмӗре, часах кураймӗҫ. Юханшыв хӗрне пашкаса ҫитрӗм, анчах, питӗ савӑннӑскер, ывӑннине те туймастӑп.

— Джим, — кӑшкӑратӑп тӳрех, — сулла хӑвӑтрах салт, халӗ пирӗн каймалла кӑна.

Анчах мана хирӗҫ чӗнекен пулмарӗ, хӳшӗре никам та ҫук иккен. Джим ҫухалнӑ! Эпӗ татах кӑшкӑртӑм, унтан тата тепре, виҫҫӗмӗш хут, вӑрман тӑрӑх унталла-кунталла чупатӑп, чӗнетӗп, а-у! тетӗп — нимӗнле сас та ҫук; вата Джим ҫухалнӑ. Вара эпӗ лартӑм та макӑрса ятӑм, куҫҫуле ниепле те чараймарӑм. Анчах нумай лараймарӑм. Ҫул ҫине тухрӑм та шухӑшласа утатӑп: мӗн тумалла-ха ӗнтӗ? Мана хирӗҫ пӗр арҫын ача килет, эпӗ унран: пӗр ватӑ негра, ҫавӑн пек-ҫавӑн пек тӑхӑннӑскерне, курмарӑн-и тетӗп.

— Куртӑм, — тет вӑл.

— Ӑҫта? — ыйтатӑп эпӗ.

— Сайлас Фелпс плантацийӗнче, кунтан икӗ мильӑра. Вӑл таркӑн негр, ӑна тытнӑ та ӗнтӗ. Эсӗ ӑна шыратӑн-и?

— Шутламастӑп та шырама. Пӗр-ик сехет каялла эпӗ вӑрманта ун умне пырса тухрӑм, вӑл мана: «Эсӗ кӑшкӑратӑн пулсан, чунна кӑларатӑп», — терӗ, мана вырӑнтан тапранмасӑр ларма хушрӗ. Лартӑм вара эпӗ унта, тухма хӑраса.

— Ну, — тет арҫын ача, — халӗ санӑн нимрен те хӑрама кирлӗ мар, ӑна тытнӑ-ҫке-ха. Вӑл таҫтан аякран, Кӑнтӑртан тарнӑ.

— Ӑна ҫаклатни аван-ха.

— Аван пулмасӑр. Уншӑн икҫӗр доллар параҫҫӗ те. Ҫул ҫинче тупнӑ укҫа пекех-ҫке вӑл.

— Ҫапла ҫав, эпӗ те уншӑн, пысӑкрах пулнӑ пулсан, укҫа илеттӗм; чи малтан эпӗ курнӑ-ҫке ӑна. Кам тытнӑ вара ӑна?

— Пӗр старик, таҫтан килнӗскер, анчах вӑл хӑйӗн тӳпине хӗрӗх доллара сутнӑ, мӗншӗн тесен унӑн юханшыв тӑрӑх тӑвалла каймалла имӗш, кӗтме пултараймасть вӑл. Шутла-халӗ! Эпӗ пулсан кӗтмелле, ҫичӗ ҫул кӗтме лексен те.

— Эпӗ те кӗтеттӗм, — тетӗп эпӗ. — Вӑл ҫапла йӳне сутнӑ пулсан, тен, унӑн тӳпи хаклӑрах тӑмасть пулӗ? Тен, ӗҫӗ те тасах мар.

— Ну, мӗнле таса мар, унран тасараххи пулмасть те. Пӗлтерӗвне эпӗ хам куртӑм. Ун ҫинчен унта тӗп-тӗрӗс ҫырса кӑтартнӑ, кашни пӑнчӑ таранах, сӑнӳкерчӗкрен те лайӑхрах. Ҫӗнӗ Орлеанран тарнӑ вӑл, плантацирен. Ҫук, кунта нимӗн иккӗленмелли те ҫук, пӗтӗмпех тӗрӗс… Тӑнла-ха, эсӗ мана кивҫен табак чӑмлама памӑн-и?

Манӑн табак ҫукчӗ, те, вӑл малалла кайрӗ. Эпӗ сулӑ ҫине таврӑнса хӳшше кӗрсе лартӑм та шухӑшлама тытӑнтӑм. Анчах нимӗн те шухӑшласа тупаймарӑм. Пуҫ арпашӑнса кайичченех шухӑшларӑм, пурпӗр инкекрен хӑтӑлма нимӗнле май та тупаймарӑм. Мӗн чухлӗ ишрӗмӗр эпир шыв тӑрӑх, мӗн чухлӗ ӗҫ турӑмӑр ҫав ултавҫӑсем валли. Пӗтӗмпех харама кайрӗ.

Вӗсем Джимпа ҫапла путсӗр хӑтланнӑ пирки харама кайрӗ ӗнтӗ. Хӗрӗх долларшӑнах ӑна тепӗр хут ӗмӗрлӗхе чуралӑха сутса янӑ, ҫитменнине тата, ют ҫынсене! Эпӗ ҫапла та шухӑшласа пӑхрӑм: енчен Джима чура пулма пӳрнӗ пулсан, ӑна хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнчех чурара юлма пин хут лайӑхрахчӗ, унта ҫемйи те пур унӑн. Ҫакӑн ҫинчен Том Сойера пӗлтерес мар-ши? Ан тив, Джим ӑҫтине вӑл Уотсон миса калатӑр. Анчах ку шухӑша эпӗ часах пӑрахӑҫларӑм, акӑ мӗншӗн: Уотсон мисс хӑй патӗнчен Джим тарнӑшӑн, паллах, ҫилленет, ӑна вӑл ҫавӑн пек усал ӗҫшӗн каҫармастех, ҫавӑнпа ӑна каллех сутса ярать. Сутсах ямасан та пурпӗр ыррине кӗтме ҫук: унашкал пархатарсӑр негра пурте курайми пулаҫҫӗ — йӑли ҫапла вӗсен — Джима ялан путсӗр, киревсӗр ҫын тесе ӳпкелеме тытӑнаҫҫӗ. Хамӑн ӑҫта кайса кӗмелле пулать-ха тата? Гек Финн негра ирӗке тухма пулӑшнине пурте пӗлеҫҫӗ вара; енчен эпӗ хамӑр хуларан кама та пулин курсан, намӑсланнипе унӑн аттине те тытса ҫуллама хатӗр пулатӑп пулӗ. Яланах ҫапла-ҫке: ҫын путсӗр ӗҫ тӑвать те уншӑн ответ тытасшӑн мар. Халӗ ун ҫинчен никам та пӗлмест-ха, намӑсланма та кирлӗ мар тет. Манӑн та ҫапла пулса тухрӗ. Ҫакӑн пирки мӗн чухлӗ ытларах шухӑшлатӑп эпӗ, совесть мана ҫавӑн чухлӗ ытларах асаплантарать, хама эпӗ чи путсӗр, киревсӗр ҫын вырӑннех хуратӑп. Юлашкинчен манӑн пуҫа пӗр шухӑш пырах кӗчӗ: ара, турӑ алли пачӗ вӗт мана ҫак ҫупкӑна, эпӗ тӑвакан начар ӗҫсене пӗлӗт ҫинчен йӑлтах сӑнанине пӗлех тӑрам эпӗ; хама нимӗн те усал туман мӗскӗн карчӑкӑн негрне эпӗ вӑрласа кайни те паллӑ ӗнтӗ унта. Акӑ кӑтартрӗҫ те вӗсем мана ҫӳлте пурне те куракан куҫ пуррине, чыссӑр хӑтланнине чӑтма пултараймасть вӑл, ӑна чарса лартатех. Ҫакна ӑнланса илсенех хӑранипе манӑн урасем чӗтреме тытӑнчӗҫ. Ну, ҫапах та эпӗ хама кӑшт та пулин тӳрре кӑларма тӑрӑшрӑм; лайӑххине ниме те вӗрентмен-ха мана тетӗп, апла эппин, эпӗ айӑплах та мар, анчах темскер-ҫке мана хистесех ҫапла калать: «Вӗренес текеншӗн вырсарни шкулӗ пур — мӗншӗн-ха эсӗ унта ҫӳремерӗн? Унта сана кам та кам негра тарма пулӑшать, ҫавӑншӑн вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех тамӑкра ҫунать тесе вӗрентнӗ пулӗччӗҫ».

Эпӗ чӗтренех ертӗм. Хальхи пек мар, лайӑх ача пулас, юсанас тесе кӗлтуса пӑхам тесех шутларӑм. Чӗркуҫлентӗм. Анчах чӗлхе кӗлӗ сӑмахӗсене каласшӑн мар. Ку ӑнланмалла та ӗнтӗ. Турӑран пытарма тӑрӑшни кӑлӑхах-ҫке. Хӑвӑнтан ху та пытараймастӑн. Кӗлтума чӗлхем мӗншӗн ҫаврӑнманнине пӗлетӗп-ҫке эпӗ. Мӗншӗн тесен эпӗ суятӑп, турӗ чунпа кӗлтумастӑп — вӑт ҫавӑнпа. Юсанма шутланҫи тӑватӑп хам, анчах чи пысӑк ҫылӑхӗшӗн ӳкӗнместӗп. Сӑмахпа эпӗ совесть хушнӑ пек тӗрӗс тӑватӑп тесе калатӑп, негр хуҫине ҫав негр ӑҫта пурӑннине ҫырса пӗлтеретӗп тетӗп, анчах хам пӗтӗмпех суятӑп иккен, ҫакна чун туять та пӗлет. Кӗлтунӑ чух суйма юрамасть — ҫакна ӑнлантӑм эпӗ. Халӗ ӗнтӗ йӑлтах пӑтрашӑнса кайрӑм, мӗн тумалла, нимӗн те пӗлместӗп. Юлашкинчен пӗр япала шухӑшласа кӑлартӑм: каям та ҫырса ярам ҫав ҫырӑва тетӗп хама хам, кайран курӑнӗ, кӗлтума пултаратӑп-и, ҫук-и? Вӑт тӗлӗнтермӗш, ҫав самантрах манӑн чун ҫӗкленсе, хавасланса кайрӗ, мӗн тумалли те тӑруках паллӑ пулса тӑчӗ. Эпӗ хутпа кӑранташ илтӗм те ҫырса хутӑм:

«Уотсон мисс, сирӗн тарнӑ негру Джим Пайсквилл хулинчен икӗ мильӑра, Фелпс мистер патӗнче пурӑнать, эсир ӑна укҫа ярса парсан, вӑл сире Джима тавӑрса парать.

Гек Финн».

Эпӗ хавасланса кайрӑм, хам пурнӑҫра пӗрремӗш хут ҫылӑхран тасалнине туйса илтӗм-ҫке, халӗ ӗнтӗ кӗлтума та пултаратӑп. Анчах ҫапах та кӗлтума васкамарӑм-ха, малтан ҫырӑва аяккалла шутарса вӑрахчен шухӑшласа лартӑм: юрать-ха, ҫапла пулса тухрӗ тетӗп, эпӗ чутах хама хам пӗтереттӗмччӗ вӗт, чутах тамӑка ҫакланаттӑм. Унтан малалла шутларӑм. Юханшыв тӑрӑх пӗрле ҫул ҫӳренине аса илетӗп те хам умра ялан чӗрӗ Джима куратӑп: кӑнтӑрла та, ҫӗрле те, уйӑх ҫутинче те, аслатиллӗ ҫумӑр вӑхӑтӗнче те эпир унпа сулӑ ҫинче ишетпӗр, калаҫатпӑр-и унта, юрлатпӑр-и е кулатпӑр. Анчах хам кӑмӑла Джима хирӗҫ ҫавӑракан самант пӗрре те аса илеймерӗм, пачах урӑхла. Акӑ вӑл, хӑй вахтине тӑрса ирттернӗскер, маншӑн вахтӑра тӑрать, тӑраниччен ҫывӑртӑр тесе, мана ыйхӑран вӑратмасть; е тата, эпӗ тӗтре витӗр сулӑ ҫине таврӑнсан, юнлӑ ҫапӑҫу пулнӑ шурлӑхра унпа тӗл пулсан, вӑл мӗн тери савӑннине куратӑп; вӑл мана ялан «тӑванӑм», «ывӑлӑм» тенине, мана ачашланине, ман валли темӗн те тунине, вӑл яланах ырӑ кӑмӑллӑ пулнине аса илетӗп; юлашкинчен акӑ эпӗ ӑна мӗнле ҫӑлса хӑварни те аса килет — пирӗн сулӑ ҫинчи ҫынсем чечче чирӗпе чирлеҫҫӗ тенӗччӗ эпӗ, ҫакӑншӑн вӑл мана ҫав тери хытӑ тав турӗ, тӗнчипе те санран лайӑхрах тус ҫук манӑн терӗ, эсӗ манӑн пӗртен-пӗр тус терӗ.

Эпӗ ӑнсӑртран пуҫа пӑртӑм та, хамӑн ҫыру курӑнса кайрӗ. Акӑ ҫывӑхрах выртать вӑл. Ӑна алла илсе пӗр хушӑ тытса лартӑм. Хам вара чӗтремех тытӑнтӑм; кунта манӑн мӗн те пулин пӗрне суйласа илес пулать — ҫакна эпӗ ӑнланатӑп. Кӑшт шухӑшларӑм, сывлӑш та пӳлӗнчӗ пулас манӑн, унтан хама хам ҫапла калатӑп: «Ну, мӗн тӑвӑн тамӑкра ҫунма лекет». Тытрӑм та ҫурса тӑкрӑм ҫырӑва. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшлама та, ҫакӑн пек сӑмахсене калама та хӑрушӑ пулчӗ, ҫапах та эпӗ вӗсене каларӑмах. Каланӑ сӑмах каланипех пултӑр — тек эпӗ хам юсанасси ҫинчен шухӑшламарӑм та. Ҫак пӗтӗм ӗҫе пуҫран кӑларса ывӑтрӑм; хама хам ҫаплах каласа хутӑм: каллех хальчченхи пекех ҫылӑхлӑ ӗҫсем туса ҫӳретӗп, мана ниме те лайӑххине вӗрентмен пулсан, шӑпам ҫавнашкал манӑн. Чи малтанах, пӗтӗм вӑя пухса, Джима каллех чуралӑхран хӑтаратӑп; енчен кунран та начартарах ӗҫ тума ӑс тытатӑп пулсан, ӑна та тӑватӑп; манӑн пурпӗрех пӗтмелле пулсан, ахаль пӗтес мар.

Вара эпӗ ҫак ӗҫе мӗнле тытӑнмаллине шухӑшласа пуҫ ватма тытӑнтӑм, тӗрлӗ мел шырарӑм, юлашкинчен пӗри питӗ вырӑнлӑ пек туйӑнчӗ. Юханшыв тӑрӑх анатарах кайсан, вӑрманлӑ пӗр утрав пулма тивӗҫ, вӑл ӑҫтараххине лайӑхах астӑватӑп, тӗттӗмленсенех сулла вӑрттӑн вырӑнтан кӑларса, утрав ҫине каҫрӑм та ӑна унта пытартӑм, хам ҫывӑрма выртрӑм. Ҫӗрӗпех ҫывӑрнӑ эпӗ, тул ҫутӑлас умӗн тин вӑрантӑм та, ирхи апат туса, ҫӗнӗ тум улӑштарса тӑхӑнтӑм, — лавккара туяннине, — ытти ҫи-пуҫпа хӑш-пӗр япаласене кимӗ ҫине пуҫтарса хутӑм, вара тепӗр енчи ҫырана ишсе каҫрӑм. Эпӗ, хам шутланӑ тӑрӑх, Фелпс плантацийӗнчен кӑшт анатарах чарӑнтӑм. Япала ҫыххине вӑрмана пытартӑм, унтан пӗчӗк ҫырма хӗрринчи хӑма ҫуракан заводран ҫурӑ миля анатарах антӑм та кимме чулсем пӑрахса шыва путартӑм — вӑл кайран кирлӗ пулӗ, ӑна тупма ҫӑмӑл пултӑр тесе ҫапла турӑм.

Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ ҫул ҫине тухрӑм, завод патӗнчен иртнӗ чух ун ҫинче: «Фелпссен хӑма ҫуракан завочӗ» тесе ҫырнине куртӑм. Ун хапхи патне ҫитме тата икҫӗр-виҫҫӗр утӑм утмалла пулчӗ. Йӗри-тавра пӑхкалатӑп — никам та ҫук. Тӑр-кӑнтӑрла пулин те, пӗр ҫын та курӑнмасть. Ку лайӑх та. Эпӗ никампа та калаҫма хатӗрленместӗп-ха, ӑҫта мӗн вырнаҫнине ҫеҫ пӗлес килет манӑн. Хам шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, манӑн кунта хула енчен килсе тухмалла, ҫырма хӗрринчен мар. Ҫавӑнпа эпӗ унталла-кунталла пӑхкаларӑм та хулана вӗҫтертӗм. Мӗн калӑр эсир! Унта ҫитнӗ-ҫитменех герцог умне пырса тухрӑм. Вӑл пӗлтерӳ ҫыпӑҫтарса ҫӳрет: «Король Жирафӗ», виҫӗ хут ҫеҫ лартатпӑр». Каллех пӗркунхи пек хӑтланать: мӗн тери сӗмсӗр ку шульӑксем! Эпӗ ун патне ӑнсӑртран ҫитсе тӑнӑ пирки вӑл пӑрӑнма та ӗлкӗреймерӗ.

— Эхе! Ӑҫтан эсӗ капла? — тӗлӗненҫи пулать вӑл. Ҫавӑнтах савӑннӑ пек туса: — Суллу ӑҫта? Лайӑх пытартӑн-и эсӗ ӑна? — тесе ыйтрӗ.

— Эпӗ те сирӗнтен ҫавнах ыйтасшӑнччӗ, ырӑ ҫыннӑмӑр, — тетӗп.

Вӑл темшӗн тӑруках савӑнма пӑрахрӗ те:
— Мӗншӗн эсӗ манран ҫапла ыйтма шутларӑн? — тет.

— Ара, — тетӗп, — ӗнер короле леш хупахра курнӑ хыҫҫӑн эпир ӑна сулӑ ҫине часах илсе ҫитейрес ҫук тесе шутларӑм, хӑҫан урӑлать-ха вӑл; ҫавӑнпа эпӗ хула тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳреме кайрӑм — вӑхӑта мӗнле те пулин ирттермелле-ҫке! Пӗр ҫын мана юханшыв леш енчен така илсе килме пулӑш-ха терӗ, ҫакӑншӑн вунӑ цент пама пулчӗ; эпӗ килӗшрӗм; такине кимӗ ҫине туртса кӗртнӗ чух ҫынни мана вӗренне тыттарчӗ, хӑй такине хыҫалтан тӗртрӗ, анчах таки манран вӑйлӑраххи пулчӗ те вӗҫерӗнсе тарчӗ, эпир ӑна хӑвалама тытӑнтӑмӑр. Йытӑ илсе кайман та, таки ывӑнса чупайми пуличченех ун хыҫҫӑн ҫыран тӑрӑх хӑвалама лекрӗ. Каҫ пуличченех хӑваларӑмӑр ӑна, аран тытса хулана илсе килтӗмӗр, кайран эпӗ сулӑ патне кайрӑм. Пӑхатӑп — сулӑ ҫук. «Ну, тетӗп, вӗсен темӗнле инкек пулнӑ пуль те кунтан тарнӑ тетӗп, манӑн негра та хӑйсемпе пӗрлех илсе кайнӑ ӗнтӗ! Манӑн вӑл пӗртен-пӗр негрччӗ, эпӗ ют енче, манӑн урӑх нимӗнле пурлӑх та ҫук, хама хам тӑрантармалӑх ҫӑкӑр та тупаймастӑп эпӗ». Лартӑм та макӑрса ятӑм. Вӑрмантах ҫӗр каҫрӑм… Ҫапах та сулӑ ӑҫта ҫухалнӑ-ха? Тата Джим ӑҫта? Эх, шеремет Джимӗ!

— Ӑҫтан пӗлем эпӗ… сулӑ пирки калатӑп. Ҫав ватӑ ухмах вак-тӗвек суткаласа хӗрӗх доллар тунӑччӗ, эпир ӑна хупахра шыраса тупиччен унӑн кӗҫйинчи укҫана, хӑй ӗҫсе ярайманнине, пӗтӗмпех ҫаратнӑччӗ. Эпӗ ӑна сӗм-ҫӗрле сулӑ патне сӗтӗрсе пытӑм, ун чухне сулӑ вырӑнта ҫукчӗ. «Ку мур ачи сулла вӑрласа тарнӑ ӗнтӗ, пире пӑрахса хӑварса анаталла вӗҫтернӗ», — тесе шухӑшларӑмӑр эпир.

— Мӗнле пӑрахса хӑварнӑ пулӑттӑм-ха эпӗ хамӑн негра? Вӑл манӑн пӗртен-пӗр ҫеҫ-ҫке, пӗртен-пӗр пурлӑхӑм.

— Кун ҫинчен пачах маннӑ эпир. Ӑна хамӑрӑн негр вырӑнне хума тытӑннӑ, акӑ мӗн пирки… Ҫапла ҫав, хамӑрӑн тесе шутланӑ ӑна; ун пек шутлама та тивӗҫ пулнӑ пирӗн: сахал чӑрманнӑ-и эпир унпа? Куратпӑр хайхи — сулӑ ҫухалнӑ, пирӗн урӑх нимӗн те ҫук, вара «Жирафа» тепре кӑтартса пӑхар мар-ши терӗмӗр. Ҫавӑнпа тӑрӑшатпӑр-ҫке, паян иртенпе те ҫӑвара пӗр тӗпренчӗк яман. Ӑҫта-ха санӑн вунӑ центу? Мана пар ӑна! — терӗ.

Манӑн укҫа самаяхчӗ те, эпӗ ӑна вунӑ цент кӑларса тыттартӑм, тульккӑш вӗсене апат-ҫимӗҫ туянма ҫеҫ салат терӗм, мана та кӑшт ҫимелли пар терӗм, мӗншӗн тесен эпӗ те ӗнертенпе нимӗн те ҫимен. Кун пирки герцог пӗр сӑмах та тавӑрса каламарӗ, кӑшт тӑрсан ман еннелле ҫаврӑнчӗ те:
— Сан шутупа мӗнле пек, негр пирӗн ҫинчен кайса пӗлтермӗ-ши, — терӗ, — апла тусан, эпир унӑн тирне сӗветпӗр!

— Мӗнле пӗлтертӗр-ха вӑл, тухса тарнӑскер?

— Тарман вӑл. Леш ватӑ тӑмпуҫ ӑна сутса янӑ, укҫине мана та пӗртте памарӗ, ахалех пӗтрӗ вара укҫа.

— Сутса янӑ? — тетӗп те макӑрма пуҫлатӑп. — Мӗнле-ха апла… ара, вӑл манӑн негр-ҫке, укҫи те манӑн… Ӑҫта ман негр? Парӑр мана хамӑн негра!

— Негрна сана никам та памасть, ӗс пӗтнӗ халь унпа, нӑйкӑшма пӑрах. Капла эсӗ ху пирӗн ҫинчен пӗлтерме шутламастӑн-и? Туршӑн та эпӗ сана чӗрне хури чухлӗ те шанмастӑп. Асту, хӑтланса пӑх кӑна!

Вӑл тек чӗнмерӗ. Анчах куҫӗсем унӑн ҫав тери хаяр, ун пеккине хальччен курманччӗ. Нӑйкӑшма эпӗ пурпӗр чарӑнмарӑм.

— Никам ҫинчен те кайса пӗлтерме хатӗрленместӗп эпӗ, — терӗм ҫеҫ, — ун пек ӗҫпе аппаланма вӑхӑт ҫук манӑн, хамӑн негра шырама каймалла.

Ҫапла калани ӑна питӗ килӗшмерӗ, самай шухӑшласа тӑчӗ вӑл, аллинчи пӗлтерӗвӗсем чӗтрерӗҫ, унтан ҫамкине пӗркелентерсе:
— Акӑ мӗн калатӑп эпӗ сана, — терӗ.
— Пирӗн кунта виҫӗ кун пурӑнмалла. Енчен эсӗ пирӗн ҫинчен никама та шарламастӑп тесе сӑмах парсан, негрна та ҫапла тума чарсан, эпӗ сана негра ӑҫта шырамаллине калатӑп.

Эпӗ сӑмах патӑм. Вӑл вара ҫапла каларӗ:
— Пӗр фермер патӗнче, ӑна Сайлас Фе… — сӑмахне вӗҫлемерӗ вӑл.

Сисрӗр пулӗ, малтан вӑл тӗрӗснех каласшӑнччӗ, сасартӑк иккӗленме, каллӗ-маллӗ шухӑшлама тытӑнчӗ. Вӑл мана чӑнах та шанмасть иккен. Ҫавӑнпа мана кунтан виҫӗ кунлӑха кӑларса ярасшӑн, — эпӗ вӗсене ан чӑрмантарам. Пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл хӑй сӑмахне сыпӑнтарма шутларӗ пулас:
— Ӑна сутӑн илнӗ ҫын Абрам Фостер ятлӑ, — терӗ.
— Абрам Дж. Фостер, вӑл Лафайет енче пуранать, кунтан пӗр хӗрӗх миля аяккарах пулать.

— Юрать, — тетӗп, — виҫӗ кун хушшинче эпӗ унта ҫитетӗп. Паянах, кӑнтӑрла, тухса каятӑп.

— Ҫук, кӑнтӑрла мар, халех яра пар, — тет, — вӑхӑта сая ан яр, ҫул ҫинче уссӑр ан пакӑлтат! Шӑлна хытӑрах ҫырт, хӑвӑртрах ут, вара эпир сана нимӗн те усал тумӑпӑр, ӑнлантӑн-и?

Ҫапла тума хушасса ҫеҫ кӗтнӗччӗ эпӗ, ҫакӑ ҫеҫ кирлӗччӗ мана. Ӗҫе тытӑнма алӑсене ирӗке кӑлармалла-ҫке.

— Ну, яра пар, — терӗ вӑл, — Фостер мистера мӗн калас килет, йӑлтах калама пултаратӑн. Тен, вӑл Джим санӑн негру тенине ӗненӗ те, — пулкалаҫҫӗ унашкал айвансем, документсем те ыйтмаҫҫӗ; кунта, кӑнтӑрта, ун йышшисем пулаҫҫӗ тенине эпӗ хам та илткеленӗ. Суя пӗлтерӳпе награда ҫинчен калас тетӗн пулсан, ҫав япаласем мӗн тума кирлӗ пулнине эсӗ ӑна ӑнлантарса пар, тен, вӑл сана ӗненӗ. Халӗ вӗҫтер, унта мӗн калас тенине пӗтӗмпех кала, анчах вырӑна ҫитиччен, ҫул ҫинче, шӑлна хытӑ ҫырт!

Эпӗ кайрӑм вара, юханшывран тепӗр еннелле пӑрӑнтӑм, каялла пӗрре те ҫаврӑнса пӑхмарӑм; герцог ман хыҫҫӑн йӗрлессӗн туйӑнчӗ. Ҫапах ӑна ку ӗҫ часах йӑлӑхтарӗ-ха тесе шутларӑм. Тухнӑ ҫулпа пӗр чарӑнмасӑр, пӗр мильӑна яхӑн утрӑм; унтан вӑрманпа ҫаврӑнса тухрӑм та Фелпс кил-ҫурчӗ патне таврӑнтӑм. Эпӗ тӳрех, пӗр тӑхтаса тӑмасӑр ӗҫе тытӑнма шутларӑм, мӗншӗн тесен леш каскӑнсем кунтан кайма ӗлкӗриччен Джим вӗсем ҫинчен мӗн те пулин каласа пама пултарать. Вара вӑл усалсенчен тем курса ларӑн. Вӗсем мана ҫав тери йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ. Куҫпа та курассӑм килмест, вӗсен ӗҫне урӑх пач та хутшӑнмастӑп.

Сайт:

 

Статистика

...подробней