Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тупа туни мӗн чухлӗ пулӑшмарӗ-ши пире!
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хушамачӗ пирки эпир нимӗн чухлӗ те иккӗленместпӗр: Петькӑнни пекех Сковородников пулмалла.Насчет фамилии у нас не было ни малейших сомнений: Сковородников — такая же, как у Петьки.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хамӑр ҫулҫӳрени ҫинчен мӗн чухлӗ каласа панӑ пулӑттӑм-ши эпӗ!
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Темӗн чухлӗ ырлӑхшӑн та!
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Шыва кӗнӗ чухне хумсем ҫинче ярӑнса ишес тесе мӗн чухлӗ кӑна кӗтмен-ши эпӗ ӑна!Сколько раз мы ждали его, купаясь, чтобы с размаху броситься в волны!
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Итле мана, старике, ҫырса яр ҫав вӑрӑ-хурах патне, эпӗ ахаль шуть туса ҫеҫ вылярӑм, пирӗн ун чухлӗ укҫа та ҫук, те.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Мӗн чухлӗ ытларах вылянӑ, сӗтел айӗнче йӑваланасси ҫавӑн чухле тӑтӑшрах пула пуҫларӗ, юлашкинчен маркерӗ биллиард айнех йӑванса кайре.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пилӗк минута яхӑн иртрӗ; чӗрем хыттӑн тапать, анчах шухӑшӑм лӑпкӑ, пуҫӑм сивӗ, хамӑн чунӑм чипер Мерине пӗр хӗлхем те пулин юратнине мӗн чухлӗ шырамарӑм пулӗ, ҫапах та манӑн тӑрӑшни кӑлӑхах пулчӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ӑраскалӑм мана ҫӑлса хӑварсан, эпӗ ӑна ним чухлӗ те хӗрхенесшӗн пулмарӑм.Я хотел дать себе полное право не щадить его, если бы судьба меня помиловала.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Поэтсем ҫырмашкӑн та хӗрарӑмсем ҫавсене вулама пуҫланӑранпа (уншӑн вӗсене чӗререн тав тӑватпӑр) вӗсене ӗнтӗ мӗн чухлӗ пирӗшти ятне паман-ши, хӑйсен айванлӑхне пула ҫав комплимента ӗненнӗ, анчах ҫав поэтсемех Нерона, укҫашӑн тесе, ҫурма турӑ туса хисепленӗ…
Июнӗн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ сире хамӑн шухӑша хисепсӗр теместӗп: енчен вӑл сирӗншӗн кулӑшла пек туйӑнсан, кулӑрах тархасшӑн; тепӗр хут та калам сире, вӑл мана нимӗн чухлӗ те кӳрентерес ҫук.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Каҫхине темӗн чухлӗ халӑх ҫыран патӗнчи провал патне тухса кайрӗҫ.Вечером многочисленное общество отправилось пешком к провалу.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл пӗлмест-ха, — терӗ мана Грушницкий хӑлхаран, — ҫав эполетсем мана мӗн чухлӗ шанчӑк панине…Он не знает, — прибавил Грушницкий мне на ухо, — сколько надежд придали мне эти эполеты…
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ хапсӑннине вӑл ним чухлӗ те тӑмасть.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Анчах нимӗн чухлӗ те ҫавӑншӑн мар!
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вера мана пур пӗрех лайӑхрах савать, княжна нихҫан та Вера чухлӗ савас ҫук!Вера меня любит больше, чем княжна Мери будет любить когда-нибудь.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Халиччен илтмен чӑрсӑрлӑх, тет ӑна вӑл; эпӗ вара, сан хутна кӗрсе, вӑл питӗ лайӑх воспитани илнӗ-ҫке, сире ним чухлӗ те кӳрентересшӗн пулмарӗ, тесе аран-аран ӗнентертӗм.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫапла майпа манӑн ӗмӗт нимӗн чухлӗ те пӑтрашмасть, хама та савӑнӑҫлӑ пулать…Таким образом, мои планы нимало не расстроились, и мне будет весело…
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Нимӗн чухлӗ те.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Пит-куҫӗнче чунӗ ялкӑшнине курса тӑнӑ чух нимӗн чухлӗ те хускалмарӗ-и сан чуну?— И ты не был нисколько тронут, глядя на нее в эту минуту, когда душа сияла на лице ее?
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964