Поиск
Шырав ĕçĕ:
2. Хӑвӑр та пӗлетӗр: пире Филиппӑра асаплантарса, хур туса пӗтернӗччӗ; пире хирӗҫ питӗ вӑйлӑн тӑчӗҫ пулин те, эпир Туррӑмӑра шанса тӑнипе хӑюллӑ пулса сире Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтертӗмӗр.
1 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Христос ҫинчен вӗрентнӗшӗн — кӑмӑлтан вӗрентсен те, кӑмӑлтан вӗрентмесен те — эпӗ савӑнса тӑратӑп, малашне те савӑнӑп: 19. эсир кӗлтунипе, Иисус Христосӑн Сывлӑшӗ пулӑшса тӑнипе ҫакӑ мана хӑтарасса эпӗ пӗлсе тӑратӑп, 20. эпӗ ҫакна питӗ кӗтетӗп.
Флп 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Паллӑ ӗнтӗ, эсир — Христос ҫырӑвӗ, хамӑр ӗҫлесе тӑнипе эпир ӑна хурапа ҫырман, Чӗрӗ Турӑ Сывлӑшӗпе ҫырнӑ, ӑна чул хӑмасем ҫине ҫырман, чӗре ӑшне ҫырса хунӑ.
2 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Пӗтӗм Иудейӑри, Галилейӑри, Самарири ӗненекен ушкӑнсем пурте тӑнӑҫлӑ пурӑннӑ, вӗсем тӗреклӗленсе пынӑ, Ҫӳлхуҫана юратса, Унран хӑраса тӑнӑ; Таса Сывлӑш лӑплантарса тӑнипе вӗсенӗн йышӗ ӳссех пынӑ.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Давид Ун ҫинчен ҫапла калать: «Ҫӳлхуҫана эпӗ яланах умӑмра курса тӑтӑм: Вӑл манӑн сылтӑм енче — такӑнассӑм ҫук. 26. Ҫавӑнпа чун-чӗрем хӗпӗртерӗ, чӗлхем хавасланчӗ; шанӑҫлӑ тӑнипе ӳтӗм те канӑҫлӑ пулӗ. 27. Эсӗ манӑн чунӑма тамӑкра хӑвармӑн, Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннуна ҫӗрсе кайма памӑн. 28. Эсӗ мана чӗрӗлӗх ҫулне кӑтартрӑн; Санӑн умӑнта тулли савӑнӑҫпа савӑнӑп» тет.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Чӑн калатӑп сире: Илия пурӑннӑ вӑхӑтра тӳпе виҫӗ ҫул та ултӑ уйӑх хупӑнса тӑнӑран пӗтӗм ҫӗр ҫинче питӗ йывӑр выҫлӑх тӑнипе Израильре тӑлӑх арӑм нумай пулнӑ; 26. ҫапах Илияна вӗсем патне пӗрин патне те мар, Сидон ҫывӑхӗнчи Сарепта хулинчи тӑлӑх арӑм патне анчах янӑ; 27. Елисей пророк пурӑннӑ вӑхӑтра тата Израильре тилҫеллӗ ҫын нумай пулнӑ, анчах Сири ҫынни Неемансӑр пуҫне вӗсенчен пӗри те тасалман, тенӗ.
Лк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вӗсем патша мӗн кирлине пӗтӗмпех парса тӑнипе вунтӑваттӑмӗш кунччен уяв тунӑ, вара ҫав кунхине килне кайма ирӗк ыйтнӑ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫакна пула, кӗтсе тӑнипе, хула та канӑҫсӑр, ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе халӑх пухӑнса тулнӑран тӑтӑшах вӑрӑ-хурахла ҫаратас хӑрушлӑх та сиксе тухать, тенӗ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Пурне те Пултаракан пулӑшса тӑнипе вӗсем тӑхӑр пин ытла тӑшмана пӗтерсе тӑкнӑ, Никанор ҫарӗн тата пысӑкрах пайне амантса-суранлатса пӗтернӗ, пурне те хӑваласа янӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗр кун хушшинче ҫичӗ ывӑлне вӗлернине курса тӑраканскер, вӑл Ҫӳлхуҫана шанса тӑнипе ҫакна чӑтӑмлӑн тӳссе ирттернӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эсир вара Эпӗ мӗн пултарса тӑнипе ӗмӗрех савӑнатӑр та хӗпӗртенетӗр: акӑ Эпӗ савӑнӑҫлӑ Иерусалим пултаратӑп, унта хаваслӑ халӑх пултаратӑп.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Саваоф Ҫӳлхуҫа пулӑшнипе-хытӑ тӑнипе пулӗ ку.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Санӑн аллу витсе тӑнипе вӗсем, тӗлӗнмелле кӗтретсем курса, пӗтӗм йышпа каҫса кайнӑ.8. Покрываемые Твоею рукою, они прошли по ней всем народом, видя дивные чудеса.
Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Эрехӗ епле кӗреннӗн йӑлтӑртатнипе, куркара еплерех хӗмленсе тӑнипе, епле тикӗссӗн ярӑнса юхнипе ан килен, 32. кайран вӑл сана, ҫӗлен пек, сӑхса илӗ, аспид пек амантӗ; 33. куҫу ют арӑмсене сӑхланӗ, чӗрӳ аскӑнла калаҫма пуҫлӗ, 34. вара эсӗ тинӗс варринче ҫывӑрса выртакан евӗр, карап юпин тӑрринче ҫывӑрса пыракан евӗр пулӑн.
Ытар 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Чӗлхи-ҫӑварӗпе ултавҫӑ хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине пӗтерет, тӳрӗ ҫынсем вара пурне те витӗр курса тӑнипе ҫӑлӑнаҫҫӗ.9. Устами лицемер губит ближнего своего, но праведники прозорливостью спасаются.
Ытар 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эсӗ — манӑн хӳттӗм: Эсӗ мана хӗн-хурлӑхран сыхласа тӑратӑн, Ху хӑтарса тӑнипе савӑнтаратӑн.7. Ты покров мой: Ты охраняешь меня от скорби, окружаешь меня радостями избавления.
Пс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Ҫӳлхуҫа, Сана тархаслатӑп: эй тӗрекӗм! мана чӗнмесӗр ан тӑрсамччӗ, Эсӗ чӗнмесӗр тӑнипе манӑн ҫӗре кӗрекенсем евӗрлӗ пулас марччӗ.
Пс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн кисретӳллӗ сассупа, Санӑн ҫиллӳ ҫил пек вӗрсе тӑнипе шыв тӗпӗсем курӑнчӗҫ, тӗнченӗн тӗпӗ-никӗсӗ уҫӑлчӗ.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑнпа чун-чӗрем хӗпӗртерӗ, чӗлхем хавасланчӗ; шанӑҫлӑ тӑнипе ӳтӗм те канӑҫлӑ пулӗ: 10. Эсӗ манӑн чунӑма тамӑкра хӑвармӑн, Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннуна ҫӗрсе кайма памӑн.
Пс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Давид ҫапла каланӑ: эпӗ ҫакна пурне те Ҫӳлхуҫа пӗлтерсе тӑнипе ҫырнӑ, Вӑл мана ҫак ӗҫе мӗнле тумаллине вӗрентрӗ, тенӗ.19. Все сие в письмени от Господа, говорил Давид, как Он вразумил меня на все дела постройки.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.