Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Турӑшӑн та, Ольга, часрах киле каяр! — пӑшӑрханса ӳксе каларӗ вӑл.— Ради Бога, Ольга, скорей домой! — с беспокойством говорил он.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Чӑнах, киле каяр… — васкатрӗ Обломов.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Киле кайсан авантарах пулмасть-и? — терӗ пӗрмай Обломов, пӑшӑрханса, — выртмалла…— Не лучше ли домой? — твердил в беспокойстве Обломов, — надо лечь…
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Киле каяр, Ольга, — ӳкӗтлерӗ вӑл, — эсӗ сывӑ мар вӗт.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсир Выборг Енне куҫмастӑр-и? — ыйтрӗ Ольга, вӑл киле кайнӑ чух.— Вы не переедете на Выборгскую сторону? — спросила она, когда он уходил домой.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Малтанхи ҫуррине пӗтерес мар тесе, — терӗ Ольга; аллине пачӗ те, вара вӗсем киле кайрӗҫ.— Чтоб не потерять первой, — досказала она, подала ему руку, и они пошли домой.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Кирлех пуль шӑрӑхра сӗтӗрӗнсе ҫӳреме!» — терӗ те вӑл анасласа, киле таврӑнчӗ, диван ҫине выртрӗ те хытӑ ҫывӑрса кайрӗ, Гороховӑй урамри чӳречесене картланӑ тусанлӑ пӳлӗмре ҫывӑрнӑ пекех, ыйӑха тӑсрӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Киле каяр, — кулмасӑр, ӑна итлемесӗр, каларӗ Ольга, — инке кӗтет.— Пойдемте домой, — серьезно, не слушая его, сказала она, — ma tante ждет.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Няни каларӗш, «ҫамки ҫинче уйӑх ҫуталнӑ пек йӑлкӑшса», телейлӗскер, вӑл киле таврӑнчӗ те, диван кӗтессине лартса, тусанлӑ сӗтел ҫине пысӑк саспаллисемпе хӑвӑрт ҫырса хучӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Маннӑ, пурне те маннӑ! — хӑвӑрттӑн каларӗ Ольга, киле кайма васкаса.— Забыла, все забыла! — скоро проговорила она, торопясь идти домой.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ киле каятӑп, — терӗ вӑл сасартӑк, унтан хӑвӑрттӑн утса тепӗр аллейӑналла пӑрӑнма пуҫларӗ.— Я домой пойду, — вдруг сказала она, ускоряя шаги и поворачивая в другую аллею.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Инкерен ӑна киле кӗртме чарма ыйтатӑп: Обломовӑн чӑрсӑрланмалла мар…Попрошу ma tante отказать ему от дома: он не должен забываться…
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов ӳркенсе тӑмарӗ, хӑйпе пӗрле мӗн илмеллине, киле мӗн хӑвармаллине ҫырса хатӗрлерӗ.Обломов не поленился, написал, что взять с собой и что оставить дома.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Хитре нӳрӗ, — хӑй сӑмахне тӑсрӗ Обломов, — тӗттӗм; тӗтре, ӳпӗнтерсе хунӑ тинӗс пекех, ыраш пусси ҫийӗн ҫакӑнса тӑрать; лашасем ҫилхисене чӗтретеҫҫӗ, урисемпе кукалеҫҫӗ: киле кайма вӑхӑт ҫитнӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чылай ҫӗрле ҫеҫ вӗсем киле таврӑнчӗҫ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑҫта та пулин ҫул ҫинче апатланатпӑр та кайран ик-виҫӗ киле кӗрсе тухатпӑр…Мы пообедаем где-нибудь на ходу, потом поедем дома в два, три, и…
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапла та пулкаланӑ: ашшӗ кӑнтӑр апачӗ ҫинӗ хыҫҫӑн пахчари йывӑҫ сулхӑнӗнче чӗлӗм туртнӑ, амӑшӗ мӗнле те пулин ҫурӑм ӑшши ҫыхнӑ е канрапа тӗрӗ тӗрлесе ларнӑ; сасартӑк урамран шӑв-шав, кӑшкӑрашни илтӗнсе кайнӑ, унтан пӗр ушкӑн ҫын киле вӑркӑнса кӗнӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вара ачаш ашшӗпе амӑшӗ ывӑлне киле хӑвармалли сӑлтавсем шыраҫҫӗ.И нежные родители продолжали приискивать предлоги удерживать сына дома.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Марья Савишна е Наталья Фаддеевна, е тата Кузовковсем хӑйсен ачисемпе пӗрле хӑнана килнӗ имӗш, айтӑр, киле каймалла, — тет Антипка.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Киле кай, эпӗ шухӑшласа пӑхӑп, — тет вӑл.