Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хӑйне шӑпах ыйхӑран вӑратнӑ хыҫҫӑнхи пӗрремӗш минутсенчи ҫын пек туйрӗ, ун чухне салтак службине хӑнӑхнӑ ҫын нумай енчен хурҫӑ пружина евӗрлӗрех пулса тӑрать.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Нимӗҫсен артиллерийӗ Загрядькӑн тем пысӑкӑш танкне хурҫӑ шӑтаракан снарядсемпе хӑватлӑн пеме пуҫларӗ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Темле пӗлтерӳ илсе, каччӑ лаша ҫине утланса чуптарнӑ еннелле вӗҫне улӑмпа тӗркенӗ шалчасем лартаҫҫӗ, уйра вӑрӑм ҫӑмӑл урапа пырать, кӑштах инҫерехре икӗ ҫамрӑк ача рулетка туртса пыраҫҫӗ — хурҫӑ лента, хӗвел ҫутипе йӑлтӑртатса, хӑмӑл ҫинче ҫӗлен пек авкаланать.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак хирте ӗнтӗ кунӗпех тӗлӗнмелле вӑй-хӑватлӑ тимӗр те хурҫӑ сасси кӗрлесе тӑнӑ, виле ҫине виле купаланнӑ.На этом поле целый день с неистовой силой бушевали огонь и железо, здесь все было попрано смертью.
XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫынсем Манто пичче хӑйӗн хурҫӑ лашин йӗнерӗ ҫинче ларнине курчӗҫ.Они застали дядю Манто сидящим в седле своего стального коня.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Салтак лаша еннелле пӑхрӗ, унтан Володя ҫине пӑхса, хулӑн тутисене йӗрсе, икӗ йӗрке хурҫӑ шӑлӗсене кӑтартса, кулса ячӗ те, сасартӑк, автоматне алла илсе, ача урине тӗллерӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл хайӗн хурҫӑ мустангне фашистсен аллине пама ниепле те пултарайман.Он не мог допустить, чтоб его стального мустанга оседлали фашисты.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Яша пичче пушӑ вӑхӑта, кӑвак тӗтӗм кӑларса, хӑлхана ҫурас пӗк, ачӑххулатакан хурҫӑ машинӑн сӑран йӗнерӗ ҫинче ирттернӗ; вӑл Керчь урамӗсем тӑрӑх калле-малле казакланса ҫӳренӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тинӗс те нимӗн чухлӗ те улшӑнман: хӗрри, яланхи пек хум ҫапнипе сарӑрах пӑтранчӑк кофе тӗслӗ, шаларах — яшма пек симӗс, чи аякра, горизонт патӗнче — кӑвак хурҫӑ тӗслӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унтан инструктор Володьӑна сӗтел хушшине лартрӗ, бритва пек ҫивӗч хурҫӑ ҫӗҫӗ тыттарчӗ те ҫӳхе йывӑҫ пластинка ҫине тунӑ чертеж тӑрӑх пулас моделӗн ҫунат пӗрчисене мӗнле касса илмеллине кӑтартрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унӑн куҫӗ умне ҫӳхе кустӑрмасем, ҫӳҫ пӗрчи пек ҫинҫе хурҫӑ пралуксем, пӗчӗкҫеҫӗ шӑллӑ урапасем, ӑслӑ шухӑшласа кӑларнӑ механизмӑн ҫыпҫӑнса тӑракан питӗ пӗчӗк сыпписем ҫап-ҫутӑ та хӑрпӑк, тӗлӗнмелле чӗрӗ, тиклетекен пӗчӗк тӗнче тухса тӑчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя коридор тӑрӑх ҫӳрерӗ-ҫӳрерӗ те, каюта алӑк хӑлӑпӗсене тыта-тыта пӑхкаласа, пӗр вӗҫне ҫитрӗ, унтан калле таврӑнчӗ; ҫине пӑхӑр пралукпа тыттарнӑ кантӑклӑ сарӑ стена патне ҫитсен, кармашса кантӑк витӗр пӑхрӗ, ун айӗнче, янӑравлӑ карап тӗпӗ; унта кустӑрмаллӑ хурҫӑ машинӑсем, кантӑк айӗнче, стрелкисем хускалман сехет пек пӑхӑр приборсем.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Машина халӗ чӗмсӗр те пӗр хускавсӑр пулин те, Володьӑна вӑл кӗҫех хускалса, чӗрӗлсе, хӑйӗн куҫа курӑнми хӑрушӑ вӑйне кӑтартма хатӗрех тӑнӑн туйӑнать: ахаль мар ӑна хурҫӑ карлӑксемпе, решеткесемпе картланӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унтан вӑл ашшӗ ҫавӑтса пынипе, тӳп-турӗ тӑракан трапӑн тимӗр картлашкисем тӑрӑх урисемпе шуса хулӑн хурҫӑ хӑлӑпсенчен тытса, Никифор Семеновичпа пӗрле теплоход тӗпне анчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫӳллӗ порт кранӗсем ҫеҫ вӑрӑм хурҫӑ мӑйӗсене тӑсса, Володьӑпа пӗрле ҫав ту хыҫне, карап ялавӗ курӑнас ҫӗре, пӑхма кармашнӑ пек туйӑнать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Керчь металлургийӗ тӑван ҫӗршыва ҫулсерен темиҫешер миллион тонна чугун, хурҫӑ, прокат паратчӗ.Миллионы тонн чугуна, стали, проката давала ежегодно стране керченская металлургия.
Керчьри урам // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Акӑ хурҫӑ шӑратакан пысӑк заводра рабочисен тарӑхӑвӗ хыпса илнӗ.Вот вспыхнуло возмущение рабочих на большом сталелитейном заводе.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах та эпӗ кайрантарахпа ҫакна пӗлтӗм: кунти тискер этемсем хӑйсен хӗҫҫисене питӗ ҫирӗп йывӑҫран якатса тӑваҫҫӗ иккен, ҫав йывӑҫ хӗҫпе вара вӗсем ҫын пуҫне хурҫӑ хӗҫпе каснӑ пекех касаҫҫӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Чыс пирки сӑмах пынӑ чух вӑл хурҫӑ пек ҫирӗп, Рада ҫавна пит лайӑх пӗлет.
XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӑчӑ пӳлӗме сар чечек, табак, ҫӗрлехи ҫеҫпӗл тата Половцев пӗлмен темле чечексен тутлӑ шӑрши ӳсӗртсе ямалла сарӑлчӗ, — кунта вара кӗтмен япала пулса иртрӗ: Половцев, хурҫӑ пек ҫирӗп есаул, чечексен манӑҫа тухма пуҫланӑ шӑршине пӗтӗм кӑкӑрпа ҫӑтса илсе, сасартӑк макӑрса ячӗ…
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.