Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Куҫӗсем (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Майра-патшан тӗттӗм куҫ харшисем туртӑнса пӗркеленсе илнӗ, симӗс вӑрӑм куҫӗсем унӑн, хӑрушӑ шухӑша пула, сасартӑк тӗксӗмленсе ларнӑ.

Темные брови царицы сдвинулись, и ее зеленые длинные глаза вдруг потемнели от страшной мысли.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Йӗкӗтӗн кӗре пичӗ мӗншӗн ҫак териех хыпса ҫуннине, вутла ялкӑшакан куҫӗсем мӗншӗн кунталла, каркӑҫсем ҫинелле, вӗри тунсӑхпа тинкерсе пӑхнине пӗлнӗ майра-патша, — ҫав карӑсем ун шурӑ ҫепӗҫ аллисем сӗртӗннипе куҫкалаҫҫӗ-ҫке-ха палӑри-палӑрми.

Царица знала, отчего горит такой яркой краской его смуглое лицо, отчего с такою страстной тоской устремлены его горячие глаза сюда, на занавески, которые едва движутся от прикосновения прекрасных белых рук царицы.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Акӑ вара, пикенсех шухӑшласа та вӑраххӑн тимлесе, Элиавӑн, — патша сыхлавҫисен начальникӗсенчен пӗрин, — ҫап-ҫамрӑк илемлӗ пичӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ майра-патша куҫӗсем.

И вот глаза царицы остановились долго и внимательно, с напряженной мыслью, на красивом юношеском лице Элиава, одного из начальников царских телохранителей.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Кӑлӑхах ҫӑткӑнланса пӑхнӑ халӗ майра-патшан ҫулӑмпа ҫунакан куҫӗсем ним хускалман каркӑҫсем ҫине.

И напрасно пламенные глаза царицы жадно глядели теперь на неподвижные занавески.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Питне питӗ вӑйлӑ писевленӗ тата шуратнӑ, тушьпе ҫӳхен ҫавӑрттарса илнӗ куҫӗсем пысӑккӑн курӑннӑ, тӗттӗмре вӗсем, кушак йӑхӗнчи вӑйлӑ тискер кайӑкӑнни евӗр, вутла хӗмленсе ҫуннӑ.

Лицо было сильно нарумянено и набелено, а тонко обведенные тушью глаза казались громадными и горели в темноте, как у сильного зверя кошачьей породы.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Тӗлӗнсе кайнипе Разметновӑн куҫӗсем ҫамки ҫинех тухса ларчӗҫ…

У Размётнова от удивления глаза на лоб полезли…

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн куҫӗсем хӗсӗнсе ларчӗҫ, тути хӗрри кӗтессисенче шурӑ кӑпӑк пекки пӑчӑртатса тухрӗ, урса кайнипе тӑвӑнса ҫитнӗскер, вӑл хӑрӑлтатса каласа хучӗ:

Глаза его сузились, на углах губ вскипели белые заеди, с задавленным бешенством он выхрипел:

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдовӗ тата, Кондратько токарӗн вӗт тымарсемпе йӗрленнӗ хӗп-хӗрлӗ сӑнӗ ҫине, унӑн тарӑн ларакан куҫӗсем чеен йӑлтӑртатнине йӑл кулса пӑхса ларнӑ май, ҫапла шухӑшлать: «Эккей, еплескер эсӗ, явӑл, ӑслӑ ҫын иккен!

А Давыдов, улыбчиво глядя на багровое, в прожилках лицо токаря Кондратько, на шельмовский блеск его глубоко посаженных глазок, думал: «Экий же ты, дьявол, умница!

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ярмӑркӑра ҫав тери нумай шӑкӑр-макӑр теттесем умӗнче тӑракан пӗчӗк ачанни пекех сапаланса кайнӑ ун куҫӗсем, тутисем ытла та уҫҫӑн, ачалла йӑл кулса тӑраҫҫӗ, ҫак пӗр чалӑш ҫӳлӗш Любишкин атаманеца тепри ача тесе пуҫӗнчен ачашласа илнӗ пулӗччӗ.

Разбегаются глаза, как у малого дитяти на ярмарке перед обилием игрушек; на губах такая ясная, детская улыбка, что впору бы кому-нибудь отечески погладить саженного атаманца Любишкина по голове.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн питҫӑмартисем тӑрӑх куҫҫуль юхса анчӗ, ҫӗлӗкӗ хывӑнса ӳкрӗ, куҫӗсем ҫине ҫӳҫ пайӑркисем усӑнса анчӗҫ…

По щекам его текли слезы, шапка свалилась, на глаза нависли пряди черных волос.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вилнӗ ҫынӑнни пек кӑкӑр ҫине хӗреслетсе хунӑ аллисем тӑр-тӑр-тӑр тусах чӗтреҫҫӗ; хытӑ ыратнипе анкӑ-минкӗленнӗ куҫӗсем тулалла тухса тӑраҫҫӗ, ерипен мӑкӑль-макӑль ҫаврӑнкалаҫҫӗ.

Руки его, скрещенные на груди, как у мертвого, — дрожали, вылезшие из орбит, осумасшедшевшие от боли глаза медленно вращались.

Андрейӗн сунарҫӑнни пек ҫивӗч куҫӗсем кӑна ҫапла кӗҫӗн алӑк умӗнче тӑракан ҫын аллинчи ҫӗҫҫӗн шап-шурӑ ҫивӗчӗшне курса илме пултарнӑ.

Только острые охотничьи глаза Андрея могли разглядеть в руке стоявшего около калитки человека белое лезвие ножа.

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вара Давыдов чӑмламасӑр тенӗ пекех ҫиме тытӑнчӗ, шӳтлешесси-тӑвасси пӗр самантрах таҫта кайса кӗчӗ унӑн, куҫӗсем тавра пӗркеленчӗксем тата ытларах пуҫтарӑнчӗҫ, сӑнӗ-пичӗ темле ватӑлса кайнӑн туйӑнчӗ.

Под конец Давыдов ел, почти не прожевывая, шутливость как рукой с него сняло, около глаз собрались расщепы морщин, и лицо как-то словно постарело.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче кашниннех — тути-ҫӑварӗ ҫап-ҫара ҫу, кашниех ваттисене асӑннӑ кунхи пек какӑрса ларать; ӳсӗрӗличченех ҫисе тултарнӑ пирки пурин те куҫӗсем анкӑ-минкӗленсе кайнӑ.

В обеденное время у каждого — масленый рот, всяк отрыгивает, как на поминках; и от пьяной сытости у всех посовелые глаза.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Курсам, епле илемлӗ эпӗ!» — теҫҫӗ унӑн именме пӗлмен куҫӗсем.

«Смотри, какая я красивая!» — говорили ее несмущающиеся глаза.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов тӗкӗр ҫинче унӑн ҫуталса кайнӑ куҫӗсем йӑл кулса ҫиҫнине, чӗкеҫ шатриллӗ питҫӑмартисем ҫинче шупкарах хӗрлӗ сӑн вылянине курса ларать.

Давыдов в зеркале видел излучины улыбки у ее вспыхнувших глаз, негустой румянец на веснушчатых щеках.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тарӑн путӑксенчен унӑн кӑвакрах пӗчӗк куҫӗсем Яков Лукич ҫине йывӑррӑн, шӑтарасла тӳррӗн пӑхаҫҫӗ.

Из глубоких впадин тяжко, в упор смотрели на Якова Лукича его голубоватые глазки.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Андрей, пӗрлештернӗ выльӑх-чӗрлӗх картисене тӗрӗслесе, хутор тӑрӑх ҫӳрет, унӑн ҫиленчӗкрех куҫӗсем, ӗҫе ҫирӗп шанса, йӑл кулса вылянкалаҫҫӗ.

Андрей ходил по хутору, осматривая скотиньи общие базы, с уверенной ухмылкой, поигрывавшей в злобноватых его глазах.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

Статистика

...подробней