Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫапать (тĕпĕ: ҫап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тимош та, ытла хӗпӗртенипе, хӑйне хулпуҫҫинчен аллипе ҫапать, юлташӗсене урипе тапать.

Тимошка от восторга бил себя кулаками по плечам и лягал ногами товарищей.

II сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Леня параппанне ҫапать.

Лёня бил в барабан.

Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.

Тарӑхса ҫитнӗ самантсенче Сергей протезне урайне вӑркӑнтарса ярать те ӑна халтан кайичченех, урисем кӑвакарса-ҫунса тухичченех тапать вара, ҫапать, хӗнет.

И когда подступало отчаяние, Сергей сбрасывал протез на пол и бил его, бил до изнеможения, до кровавых ссадин на собственных ногах.

6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ҫат та ҫат ҫапать вӑл симӗс турачӗсемпе пит-куҫран, чуна пӑлхатса, пӗтӗм чӗререн йыхӑрса чӗнет: «Мӗншӗн кайрӑн ман патӑмран, Иван?

И хлестала зелеными ветвями по глазам, и бередила душу надсадным зовом: «Зачем ушел от меня, Иван?

14 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

— Санран кӑмакари пек вӗри ҫапать.

— Полышет-то от тебя как, будто от печки.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсенчен, пӗлетӗн-и, мана мӗнле сивӗ ҫапать — пӗтӗм ҫан-ҫурӑм тӑрӑх сӑрр! каять.

Таким от них холодом на меня попрет, что аж всей спиной его чую!

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вите патӗнче этем пӑх-шӑкӗн йывӑр шӑрши аякранах кӳ! ҫапать.

Тяжкий густой запах человеческих испражнений стеною стоял около конюшни.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Часах сывласа тултарчӗҫ те, ҫуллӑ сӑрапа сӑрланӑ стенасем, чул сарнӑ урайӗнчен сивӗ ҫапать пулин те, тарласа кайрӗҫ.

Скоро так надышали, что серые стены, крашенные масляной краской, запотели, хотя от каменных плит пола тянуло холодом.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫӑварӗ коридоралла тухакан кафель кӑмакаран ӑшӑ ҫапать, тӑрӑшса якатнӑ простыньсемпе минтер пичӗсенчен хӗвел ҫинче кӑшт пиҫнӗ ӳт шӑрши кӗрет.

От кафельного бока печки, выходившей топкой в коридор, тянуло теплом, простыни, пододеяльник, наволочки после старательного проглаживания пахли, как пахнет чуть подпаленная на солнце кожа рук.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӗтлӗх хыҫӗнче йӑсланакан кӗрхи тӗтрере ҫӗртме тунӑ хура уйсем тӑсӑлса выртаҫҫӗ, ҫил питрен вӗт ҫумӑрпа ҫапать.

За перелеском в осенней туманной испарине тянулись черные поля поднятой зяби, ветер нес в лицо серую морось.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Иртсе пыракан сотньӑсенчен ут тарӗпе чӗн амуницин йӳҫек шӑрши ҫапать.

От проходивших сотен наносило конским потом и кислотным душком ременной амуниции.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӗр урайӗнчен пӑрупа качака шӑкӗн тӑварлӑ шӑрши ҫапать, кӑмакаран купӑста ҫулҫипе хупласа пӗҫернӗ икӗ питлӗ тутлӑ читнай шӑрши варкӑшса тухать.

От земляного пола солоно попахивало телячьей и козьей мочой, из печи — словно пресно-пригорелыми хлебами, выпеченными на капустных листах.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эсрел шухӑшласа кӑларнӑ ку буркӑна: ҫил ала витӗр янӑ пек витӗр ҫапать!

Черт эти бурки придумал: ветер сквозь нее, как через сито!

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӑлтӑрсем айӗнче вӑл шурӑ ҫунатлӑ пӗлӗтсем ҫине вӑйкӑнса пырса кӗрет те (кӑйкӑр кайӑк ҫапла, акӑша хӑваласа ҫитсе, чӑнках каҫӑртса хунӑ пӗсехипе пырса ҫапать), йӑвашланнӑ ҫӗр ҫине, хумлӑн-хумлӑн чӳхентерсе, шурӑ мамӑк тӑкать, хутора, хӗресленсе пӗтнӗ ҫулсене, ҫеҫенхире, ҫынсемпе тискер кайӑксен йӗрӗсене витсе хурать…

Под звездами он хищно налетал на белоперую тучу (так сокол, настигнув, бьет лебедя круто выгнутой грудью), и на присмиревшую землю, волнисто качаясь, слетали белые перышки-хлопья, покрывали хутор, скрестившиеся шляхи, степь, людской и звериный след…

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӳртре ӑнланмалла мар тӗрмешӳ пырать иккен: Петро ҫул ҫине хатӗрленӗ ҫыхӑсене ҫилӗллӗн турта-турта ҫурать, шалаварсене, мундирсене, хӗрарӑмсем уявсенче тӑхӑнакан кӗпе-тумтире тӳрех урайне тыта-тыта ҫапать.

В курене творилось чудное: Петро ожесточенно расшматовывал узлы, приготовленные в отступ, выкидывал прямо на пол шаровары, мундиры, праздничные бабьи наряды.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав ҫилтен лашан типӗ сӑмсине тӑвар шӑрши ҫапать те, лаша, ӑна ҫӑтнӑ май, пурҫӑн пек йӑлтӑркка тутипеле чӑмлать, ҫилпе хӗвелӗн тутине сиссе илсе, кӗҫенсе ярать.

На сухом конском храпе от ветра солоно, и конь, вдыхая горько-соленый запах, жует шелковистыми губами и ржет, чувствуя на них привкус ветра и солнца.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тути ун типӗ, хытӑ, ҫӑварӗнчен суханпа ҫӑмарта хӗрӳлӗхӗн уҫӑ шӑрши ҫапать.

Губы у нее были сухи, жестки, пахли луком и незахватанным запахом свежести.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сылтӑмалла, сулахаялла ҫапать.

Бьет направо, налево.

Раҫҫей салтакӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Калединран арҫын тарӗн уксус пек йӳҫек шӑрши ҫапать.

От Каледина пахло крепким, как уксус, мужским потом.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫатӑрах чӗпӗтекен сивӗ сывлӑшран сӗтеклӗ улма-ҫырла шӑрши ҫапать.

Резкий морозный воздух был насыщен сочным плодовым запахом.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней