Поиск
Шырав ĕçĕ:
Алексей куҫӗсене хупсанах, ун умӗнче пӗрин хыҫҫӑн тепри — пӗрисем уҫӑмлӑрах, теприсем тӗтреллӗрех — палланӑ сӑнсем мӗлтлетме тытӑнчӗҫ: Михайло мучи хӑйӗн кӗмӗл тӗслӗ ҫӳҫӗсем айӗн ун ҫине пӑшӑрханса пӑхрӗ; Андрей Дегтяренко кӑмӑллӑн пӑхса, куҫӗсене час-час мӑчлаттарса тӑчӗ; такама хӑтӑрса, Василий Васильевич хӑйӗн кӑвакарма пуҫланӑ ҫӳҫӗсене силлентерчӗ; ватӑ снайпер, питне пӗркелентерсе, ӑшӑ кӑмӑлпа кулчӗ; шурӑ минтер ҫинчен Алексей ҫине хӑйӗн ӑслӑ, витӗр куракан, кӑшт тӑрӑхларах кулакан, пурне те ӑнланакан куҫӗсемпе пӑхса Воробьев комиссарӑн сарӑрах сӑнӗ курӑнса выртрӗ; ҫил ҫинче Зиночкӑн ҫулӑм пек ҫӳҫӗсем варкӑшрӗҫ; пӗчӗк вашават инструктор Наумов ун майлӑ пулса, ӑна ӑнланса куҫӗсене хӗссе тӑчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӗр те ун ҫине час-часах куҫ айӗн пӑхкаласа илнӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӑйӗн вӑйне тӗрӗслесе, сарлакан утма май пурришӗн савӑнса, вӑл подьезд картлашкисем ҫинчен чупса та мар, ахаль шуса аннӑ пекех аннӑ пулас ӗнтӗ, унтан вӑл хӑйпе пӗрле пыракан хӗре хул айӗнчен тытнӑ та, сайра та шултӑран ҫӑвакан ҫумӑр айӗн шыв хӗрринчи урам тӑрӑх утса, палата чӳречи патнелле ҫывхарса пынӑ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Упасемпе тилӗсем самолет айӗн ик еннелле сирӗлсе чупаҫҫӗ.
Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18
«Эх, Алексей, Алексей. Эсӗ те Алексей ятлӑ-ҫке», — шӳт тӑвакана вӑрттӑн, куҫ айӗн сӑнарӗ Ираида.«Эх, Алексей, Алексей. Тебя тоже зовут Алексеем», — следила из-под бровей за шутником Ираида.
Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№
1. Ай, илемлӗ-ҫке эсӗ, савнийӗм-пикеҫӗм, ай, илемлӗ! кӑтру айӗн пӑхать кӑвакарчӑн куҫу; Галаад тӑвӗ ҫинчен анакан качака кӗтӗвне асилтерчӗ ҫӳҫӳ; 2. шӑлусене — шывран ҫуса кӑларнӑ, ҫӑмне каснӑ сурӑх кӗтӗвӗ тейӗн, хӗсӗрри унта ҫук, кашнийӗ — йӗкӗреш путекпе; 3. йӗпкӗн хӗрлӗ хӑю пек санӑн туту, ҫепӗҫ чӗлхӳ-ҫӑвару; питӳ — икӗ нар улмиех, ун тавра явӑнаҫҫӗ ҫӳҫ кӑтрисем; 4. мӑю — Давид юпи евӗрлӗ, ҫав юпана вӑл кӑрал ҫакма лартнӑ, ун ҫине пиншер хулкан ҫакнӑ, пур хулканӗ те — паттӑрсенӗн.
Юрӑ 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20 Турӑ каланӑ: шывра чӗрӗ чунсем кӗшӗлтетчӗр; ҫӗр ҫийӗн, тӳпе тӗрекӗ айӗн вӗҫен кайӑксем вӗҫсе ҫӳреччӗр, тенӗ.
Пулт 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Раҫҫей императорӗн II Николайӑн указӗпе ҫар флочӗн шутне ҫӗнӗ карапсене - шыв ай киммисене - кӗртнӗ, Раҫҫей флочӗ вара шыв айӗн ишекен 20 караппа пуянланнӑ.
Мартӑн 19-мӗшӗ - паллӑ кун // «Морское братство» обществӑлла организацин йӗркелӳ комитечӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18