Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

темӗн (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫумӑр тапхӑрӗ пуҫлансанах эпӗ карҫинккасем тума тытӑнтӑм, ҫапла вара темӗн чухлӗ карҫинкка туса тултартӑм.

Как только начался период дождей, я сел за работу и сплел очень много корзин.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Йӗри-тавра сип-симӗс ҫаран, темӗн чухлӗ чечек, вӗсен тутлӑ шӑрши таврана сарӑлнӑ.

Все вокруг зеленело, цвело, благоухало.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫыран хӗрринче темӗн чухлӗ тискер кайӑк кӗшӗлтетсе ҫӳрет, вӗсенчен хӑшӗ урнӑ пек ӳлет, тепри йынӑшса ҫухӑрать, ахӑрса мӗкӗрет, сиксе вӗрет.

Берег кишел зверями, которые бешено выли, рычали, ревели и лаяли.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пӳлӗмӗн пӗр кӗтессине вараланчӑк хулӑн вителӗкпе витнӗ пысӑк кравать лартнӑ, тепӗр кӗтессинче — комодпа лӑсканчӑк тумтир купи: хытӑ крахмалланӑ юбкӑсемпе ача кӗпи-йӗмӗ таранах темӗн те пӗр тупма пулать унта.

Одна половина комнатки была занята большою постелью, покрытой сальным стеганым одеялом, а другая комодом и горами всевозможного тряпья, начиная с жестко накрахмаленных юбок и кончая детскими штанишками и помочами.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Карчӑк темӗн ҫиллес мӑкӑртатрӗ, хапхи алӑкне ҫапах та уҫрӗ.

Старуха что-то сердито забрюзжала, однако открыла ворота.

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унта, чӑнах та, темӗн выртать.

Несомненно, там что-то лежало.

V. Ҫӑва // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак ҫутатнӑ вырӑнта кӑна урайӗнче темӗн сапаланса выртнине асӑрхарӗ Огнянов.

Здесь, в этом слабо освещенном кругу, Огнянов увидел что-то бесформенное, распростертое на полу.

V. Ҫӑва // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫӗр варринче пӗр-пӗччен пулнӑ пулсан, Гамлет та, аллине тытнӑ пуҫ шӑммипе ытлах шӳтлесе калаҫнӑ пулӗччӗ-ши, темӗн!

Вряд ли у Гамлета хватило бы духа острить с черепом в руках, будь он на кладбище ночью и один!

V. Ҫӑва // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакӑн пек чухне ҫын чунне, чӑн та темӗн сивӗтет.

В такие часы душу человека охватывает невольный трепет.

V. Ҫӑва // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унта икӗ хӗрарӑм ларатчӗҫ: пӗри — карчӑк, тепри — ҫамрӑкки, иккӗшӗ те тумтир саплатчӗҫ, тата икӗ хӗрача, йӗпсисене вылятса, темӗн ҫыхатчӗҫ.

В ней сидели две женщины — старуха и молодица, чинившие одежду, и две девочки, занятые вязаньем.

II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӗнех вара, Бойчо хӑй те ӑна сывах юлма ӳкӗтлемерӗ, пӗр сӑмах та каламарӗ-ха вӑл… апла пулсан, вилсен те темӗн мар.

Что ж, раз Бойчо не сказал ей, чтоб она жила, не почтил ее ни единым словом, она умрет.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сасартӑк пӑлхавҫӑсем темӗн пӑтрашма тытӑнчӗҫ.

В эту минуту среди повстанцев поднялся переполох.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Нимӗҫсен пӗр ҫавӑн пек повеҫ пур… тахҫан эп ӑна Венӑра вуласа тухсаттӑм, — терӗ тухтӑр ӗнсине хыҫкаласа, вӑл темӗн асне илесшӗн пулчӗ, — унта ҫавӑн пек юрату ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ…

— Есть одна немецкая повесть… я ее читал когда-то в Вене, — сказал доктор, почесывая за ухом и стараясь что-то вспомнить, — там описана любовь такого рода…

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Юрдан чорбаджипе Стефчов тавра темӗн чухлӗн капланса тӑчӗҫ.

Плотная толпа сбилась вокруг чорбаджи Юрдана и Стефчова.

XXI. Вилӗ кӗлли туни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Редактор хӑйӗн вӑрӑм сӑмахне каласа пӗтерме те ӗлкӗреймерӗ, хӑй умӗнчен Рачко чупса иртнине курах кайрӗ, — вӑл чиркӗве темӗн илсе каятчӗ.

Но, не успев окончить эту тираду, Редактор заметил Рачко, бегом пронесшегося мимо, — он что-то нес в церковь.

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хуйхӑпа минренӗ ашшӗ те хӑйӗн хӗрне чаплӑн пытарас тесе укҫине-мӗнне хӗрхенмен, вилӗ хыҫҫӑн утакан темӗн чухлӗ халӑх Лалкӑна чунтан-вартан хисепленине пӗлтерет.

Убитый горем отец не пожалел денег, чтобы устроить похороны как можно пышнее и богаче, а громадная толпа, шедшая за похоронной процессией, придавала ей торжественный и трогательный вид.

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак картишне кӗмессерен ун чӗрине темӗн ыраттарнӑ пек те хӑрамалла пек, ҫапах та хаваслантарас пек туйӑм хускатать!

Как болезненно, жутко и сладостно отдавался в его сердце их скрип всякий раз, как он входил в этот двор!

XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл Бяла Черкваран хӗвелтухӑҫнелле утрӗ те Балкан тӑвӗнчен темӗн чухлӗ кӗрленкӗпе шавласа-кӗрлесе анакан шыв патне ҫитрӗ.

Он держал путь на восток от Бяла-Черквы и дошел до реки, что течет с Балканских гор, низвергаясь бесчисленными водопадами…

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мичо тупӑ ҫине чавсипе тӗренчӗ, тупӑ кӗпҫин якатнӑ енне темӗн чӗркелеме тытӑнчӗ.

И, облокотившись на пушку, Мичо стал что-то царапать на ее гладкой поверхности.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Каярахпа, мункун вӑхӑтӗнче, кофейньӑра чухне-ха, и-и, эпир ирӗклӗхе тухиччен нумай хура-шурне курса ирттермелле пулать те, кайран та тата темӗн пулас пур, тесе каланӑ хушӑра Марко та чӗнмесӗр чӑтса тӑраймарӗ, Михалаки Алафрангов енне пӑхса, вӑл пит те ӑнланмалла ҫапла каласа хучӗ:

Наконец в один пасхальный день, когда в кофейне завязался разговор об огромных препятствиях, лежащих на пути освободительного движения и грозных последствиях, к которым оно, быть может, приведет, Марко, обращаясь к Михалаки Алафранге, выразительно проговорил:

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней