Поиск
Шырав ĕçĕ:
Арча тӗпӗнче укҫа енчӗкӗсем выртатчӗҫ — вӗсенчен пӗри симӗс — тата ытти хаклӑ йышши чулсем пур: янтарьтен тунӑ пысӑк четка, вырӑссен ылтӑн ризӑллӑ турӑшӗсем, кӗмӗл кашӑксемпе ҫырла юрми хумалли чашӑксем, ӗнчӗ хӗрессем, Афонран кӳртернӗ пӗчӗк ӳкерчӗксен ҫыххи.
XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫырма тӗпӗнче сӗм-тӗттӗм, чӑнкӑ ҫырана уйӑх ҫутатать.Дно оврага потонуло во мраке, но обрывистый его склон был хорошо освещен луной.
XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Огнянов мӑнастире хыҫал енчен ҫаврӑнчӗ, тӗттӗм ҫырманаллӑ анчӗ, чуллӑ ҫырма тӗпӗнче кӑштах ҫӳренӗ хыҫҫӑн арман патне ҫитсе тӑчӗ.
XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ӑман ҫырми тӗпӗнче тутлӑ шӑршӑ саракан курӑк пилӗк таран кашласа ларать.В теклине Червленой по пояс стояла пряно благоухающая нескошенная трава.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Сасартӑк чӗре тӗпӗнче темле килӗшӳсӗр туйӑм хускалчӗ, анчах унашкал туйӑм мӗншӗн хускалнине шутласа тӑрас килмерӗ ун.Какое-то безотчетное чувство пустоты и неудовлетворенности овладело ею.
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Лаши, юханшыв тӗпӗнче сапаланса выртакан яка чулсем тӑрӑх таканӗсемпе чанклаттарса утнӑ хушӑра, шыв ӗҫме туртӑнчӗ, анчах юланутҫи ӑна хистесех малалла васкатрӗ.
1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Апат-ҫимӗҫ тупасса кӗтсе, тутӑ пулнипе киленесси ҫинчен ӗмӗтленсе, вӗсем наркӑмӑш тулнӑ сывлӑша ҫӑтаҫҫӗ те, тӗксӗм чун тӗпӗнче вӗсен ҫивӗч шухӑшӗсем, чее туйӑм-сисӗмпе усал ӗҫ тӑвас ӗмӗчӗсем ҫуралаҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Аттене хальхи пекех куратӑп: вӑл, чир ернӗ аллисене саркаласа, пӳрнисемпе кимӗ хӗрринчен ҫатӑрласа тытса, кимӗ тӗпӗнче ларать, шлепкине ҫил хывса ывӑтнӑ, пӗр сулахайран, пӗр сылтӑмран ун пуҫӗпе хулпуҫҫине хум пыра-пыра ҫапать, хум ӑна кӑкӑрӗнчен, ҫурӑмӗнчен ҫапать, хӑй вӑл пуҫне сулла-сулла илет, тулхӑрать те вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ман еннелле пӑхса кӑшкӑрать.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ырӑ шухӑшсем, тӗрлӗрен тӗрлӗ ӗҫсем пӗрин хыҫҫӑн тепри аса килсе, пуҫ тавра вӑйӑ карти евӗр ҫаврӑнаҫҫӗ; ман чунӑмра ҫак вӑйӑ карти — тинӗс ҫинчи шурӑ кӑпӑклӑ хумсем пекех, вӗсем ҫиелте кӑна ҫапла, анчах лере, шаларах — лӑпкӑ, унта ман ҫамрӑклӑхӑн ҫутӑ та чечен ӗмӗчӗсем, тинӗс тӗпӗнче кӗмӗл пулӑсем ишсе ҫӳренӗ евӗр, лӑпкӑн ишеҫҫӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Уланкӑ, ҫӑрттан, шампа пулӑ ялан вара шыв тӗпӗнче ҫӳреҫҫӗ.
Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.
Гаврила, питне аллисемпе хупласа, кимӗ тӗпӗнче выртать, Челкаш, урса кайса, анчах та шӑппӑн пӑшӑлтатса, ӑна урипеле тапрӗ.Гаврила лежал на дне, закрыв лицо руками, а Челкаш толкал его ногой и шипел бешено, но тихо.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Час-часах кӑкӑрӗпе пыр тӗпӗнче ҫивӗччӗн пӗҫерсе каякан япала халӗ ӑна кӑртах ярса илчӗ, ҫакна пула вӑл Гаврилӑна итлеттермелле хыттӑн каласа хучӗ:
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Хуллен ҫитӗнекен пӑтранчӑк, кӳренӳллӗ сисӗм, таҫта, чӗре тӗпӗнче вӗшӗлтетсе, ӑна кӗҫӗрхи каҫ мӗн тумалли ҫинчен ӑса-пуҫа пуҫтарса шутлама чӑрмантарнӑ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ҫӑварне хӑмӑш хыпса аллине йывӑр чул тытрӗ те шыва путрӗ, шыв тӗпӗнче, хӑйӑр ҫинче уткаласа ҫӳрерӗ.
36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Банка тӗпӗнче хӑмӑр та тӗксӗм нӑрӑсем йӗшӗлтетеҫҫӗ.
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӗпӗнче санӑн хуртлӑ кӑмпасемпе тислӗк кӑмписем ҫеҫ вӗт.
22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӳлте юлнисем пурте халех саланса пӗтес пек туйӑнчӗ ӑна, вӑл вара тӑвӑр та пӑчӑ ҫӑл тӗпӗнче ӗмӗрлӗхех пӗччен юлас пек туйӑнса кайрӗ.
11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫынсен тӑрлавсӑр сӑмахӗсем ҫинчен каласа Ольгӑна пӑшӑрхантарасшӑн пулмарӗ вӑл, анчах каламасан та питӗ йывӑр; Ольга умӗнче юла юпма пултараяс ҫук вӑл; унӑн чӗри тӗпӗнче кирек мӗнле вӑрттӑнлӑха та Ольга пурпӗрех тӗпчесе пӗлет.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга та ун ҫийӗн ҫӳлтен вӗҫмест, вӑл унӑн тӗпӗнче… мӗншӗн, мӗншӗн…»И Ольга не летает высоко над ней, она на дне ее… за что, за что…»
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ хам ҫинчен ҫеҫ калатӑп — хама хам юратнӑран мар, мӗншӗн тесен эпӗ тарӑн ҫырман тӗпӗнче выртнӑ чухне эсир вара, таса ангел пек, ҫӳлтен вӗҫсе иртӗр, пӗлместӗп, унталла пӑхса илме кӑмӑлӑр пулӗ-ши сирӗн.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956