Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ял ҫийӗн сӗрме купӑсӑн ҫепӗҫ кӗвви тата Юрӑпин илемлӗ сасси янӑраса кайсанах тухӑҫ хӗрелме пуҫлать, пӗлӗтсем тӑрӑх Хӗвелӗн малтанхи пайӑркисем сиккелесе выляма тытӑнаҫҫӗ.
Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.
Унӑн уҫӑ та илемлӗ сасси янӑраса кайсан ҫепӗҫ саслӑ шӑпчӑксем те вӑтанса шӑпланнӑ.Так красиво, так звонко, что соловьи стыдливо умолкали, когда она начинала петь.
Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.
Пысӑк юратупа тулнӑ чӗресем халиччен те туйман ачаш та ҫепӗҫ савӑшу ытамӗнче киленчӗҫ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Унӑн куҫӗсем шывлана пуҫланине вӗрентекен асӑрхарӗ те ӑна ҫепӗҫ сӑмахсемпе лӑплантарчӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Вӑл такамра та ырӑ туйӑм ҫуратать, темле пуклак чӗлхене те ҫивӗчлетет, ӑсра ҫепӗҫ сӑмахсем ҫуратать.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Анчах пӗчӗкҫӗ ҫын хӑйне ӑнланса илмелле тума пултарайман, унӑн йытта ҫепӗҫ сӑмахсемпе ҫеҫ улталамалла пулнӑ.Но он не мог сделать себя для нее понятным и должен был обманывать ее ласковым словом.
XI // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Ун чухне вара тип ҫырмара саркайӑк хӑйӗн ҫепӗҫ юррине юрлама тытӑннӑ.Тогда на суходоле запел свою милую песенку маленький певчий дрозд-белобровик.
X // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Анна Сергеевна нумаях пулмасть вырӑссен пулас деятелӗсенчен пӗрне, питӗ ӑслӑ ҫынна, закона юратаканскере, ҫирӗп практикӑллӑ шухӑшлӑскере, ҫирӗп кӑмӑллӑ та калама ҫук ҫепӗҫ чӗлхеллӗ ҫамрӑк ҫынна, ырӑ та пӑр пек сивӗскере, юратса мар, ӗненсе качча тухрӗ.
XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Карт вӑййине юратакан тачка, шӗвӗртнӗ пек кӗске ураллӑ, кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ ҫын, питӗ ҫепӗҫ, култаракан Порфирий Платоныч ятлӑ кӳршӗ те килчӗ.
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Паллашма ирӗк парӑр, — пуҫларӗ вӑл пуҫне тайса ҫепӗҫ сасӑпа:
IX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫепӗҫ тӗлпулу хыҫҫӑн килне тавӑрӑнсан, Кирсанов хӑй чӗринче пачах ӑнӑҫсӑр ӗҫ хыҫҫӑн касакан йӳҫӗ кӳренчӗклӗх пуррине пӗр хут кӑна мар туйнӑ.
VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Унӑн чӗрине ырӑ та ҫемҫе кӑмӑллӑ ашшӗнчен хӑйне мала шутлас вӑрттӑн сисӗм, ҫепӗҫ каҫару сисӗмӗпе хутшӑннӑ кӑмӑл тулса ларчӗ.
III // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Гагин хӑйне пиччӗшӗ пек тыткаламасть унпа, ытлашши ҫепӗҫ, ялан каҫарать ӑна, ҫав вӑхӑтрах вӑл хӑйне хӑй пит ирӗклех тытаймасть.
VI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Унӑн ансӑр урамӗсенче каҫсерен, хӗвел анса ларсанах (июнь уйӑхӗччӗ ун чухне) сап-сарӑ ҫӳҫлӗ чиперкке нимӗҫ хӗрӗсем уҫӑлса ҫӳретчӗҫ, ют ҫӗршыв ҫыннине хирӗҫ пулсан ҫепӗҫ сассисемпе: «Guten Abend», — тесе сывлӑх сунатчӗҫ; вӗсенчен хӑш-пӗрисем тулли уйӑх кивӗ пӗчӗк ҫуртсен шӗп-шӗвӗр тӑррисем хыҫӗнчен тухса урама сарнӑ вӗтӗ чулсене палӑрмаллах ҫутатма тытӑничченех килӗсене кӗместчӗҫ.
I // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Унӑн пӗтӗм чӗрӗ те илемлӗ сӑнарӗнче темле уйрӑмах килӗшӳллӗ чеелӗхпе сыхланусӑрлӑх, курнӑҫланупа тӳрӗ кӑмӑл, лӑпкӑлӑхпа чарусӑрлӑх палӑратчӗҫ; унӑн кашни ӗҫӗ, калаҫӑвӗ, кашни хусканӑвӗ питӗ ҫепӗҫ те илӗртӳллӗччӗ, йӑлтах хӑйне евӗрлӗ те кӗрнеклӗччӗ.
IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Эй, ҫепӗҫ туйӑмсем, ачаш сассем, хускалнӑ чунӑн лӑпкӑлӑхӗпе ырӑ кӑмӑллӑхӗ, юратӑвӑн час иртсе каякан малтанхи савӑнӑҫӗ, — ӑҫта эсир, ӑҫта эсир?
VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Хӗр шурӑ каркӑҫпа карнӑ чӳрече еннелле ҫурӑмпа ларать; хӗвел пайӑрки ҫав каркӑҫ витӗр унӑн кӑпӑшка, ылтӑн тӗслӗ ҫӳҫне, ачаш мӑйне, усӑкрах хулпуҫҫийӗсене, ҫепӗҫ те лӑпкӑ кӑкӑрне илемлӗн ҫутатать.
IV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Анчах художник ҫак ҫепӗҫ кӗлеткере ӳкерме илӗртекен фарфор тӗслӗ питне, ҫинҫе те шурӑ мӑйне тата аристократиллӗ ҫемҫешке шӑмшака ҫеҫ курчӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӗсем ҫепӗҫ юрӑсем те шӑрантараҫҫӗ.
«Кӗрен парӑсра» // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 57,59,61,63 с.
Юратни, хӑйсемпе ҫепӗҫ пулни пурне те килӗшет.Всем хочется быть любимыми, и чтобы бережно с ними обращались.
Виҫҫӗмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.