Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ахальтен мар пулас ҫав тава тивӗҫлӗ ученӑй хӑйӗн кӗнекисенче: Татаринов капитанӑн вилӗмӗнче темӗнле «промышленниксем» айӑплӑ тесе пӗрмай тӳрре тухма хӑтланать, темле фон-Вышимирский айӑплӑ имӗш.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку питӗ кулӑшла тухрӗ — ытла та пикенсе ҫапла юри хӑтланать, ҫывӑрнӑ тесех калаттарасшӑн та имӗш коридор тӑрӑх чупасса шухӑшламан та тетересшӗн куҫне те хӗссе пӑхать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Лури шӳт тума хӑтланать, анчах та шӳт туни аллӑ градуслӑ сивӗре шӑнса хытать, унӑн вара хӑй кирек мӗнле тапхӑрта та, кирек те мӗнле вӑхӑтра та шӳт тума пултарнинчен кулмалли ҫеҫ тӑрса юлать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Павлушӑпа Лабардан кӑштах пӑрӑнсан, вӑл мана тус пек ӑс пама хӑтланать.Убедившись, что Лабардана и Павлуши поблизости нет, он уже по-приятельски поучал меня.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тӑван мар атте пӳртре каллӗ-маллӗ ҫӳрет, хӑй ҫийӗнчи гимнастеркине шалӗсене шатӑртаттарса хывма хӑтланать, лешӗ йӗпе пирки ҫурӑмӗ ҫине ҫыпӑҫса ларнӑ та хывӑнмасть.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Акӑ пӑхӑр, Аксинья Федоровна, сирӗн юратнӑ ывӑлӑр мӗн хӑтланать!– А вот теперь посмотрите, Аксинья Федоровна, чем занимается ваш любезный сынок!
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӑсланкӑ эсэсовец ман умра тӑрса мана урипе тапа-тапа тӑратма хӑтланать; кӑлӑхах тӑрӑшать вӑл; такам мана каллех шывпа сапать, эп каллех ларатӑп, темле хӗрарӑм мана эмел парать, манӑн мӗн ыратни ҫинчен ыйтать, вара мана хамӑн чӗре ыратнӑ пек туйӑнать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Акӑ ӗнтӗ эпӗ ларатӑп, манӑн умри сӗтел пӑрахут ҫинчи пек чӗтренет, тахӑшӗ мана шыв парать, тахӑшӗ пирус сӗнет, анчах эп ӑна алӑра тытма пултараймастӑп, тахӑшӗ ман урасене пушмак тӑхӑнтартма хӑтланать те — вӗсем кӗмеҫҫӗ, тет, унтан мана кӑштах ҫавӑтса, кӑштах йӑтса пусма тӑрӑх аялалла, автомобиль патне илсе каяҫҫӗ; эпир машинӑпа пыратпӑр, тахӑшӗ каллех ман ҫине револьверпа тӗллет, маншӑн ку кулӑшла; эпир каллех шурӑ чечексенчен тунӑ шерепесемпе илемлетнӗ трамвай тӗлӗпе иртсе каятпӑр, анчах та ку тӗлӗк, аташни, вилӗм умӗн юлашки хут асапланни кӑна е вилӗм ҫитсе килни пулӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Тен, каллех артистла хӑтланать?
Ҫиччӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Николай татах тем хӑтланать, каллех пурте ахӑлтатсах кулаҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
(Алӑк патнелле тарать, анчах алӑка питӗрнӗ. Вӑл унта темиҫе те пырса ҫапӑнать, кашнинчех ӑна уҫма хӑтланать).
Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Мӗн пирки вӑл ун пек хӑтланать?
12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Осипов тӑма хӑтланать, ниепле те ҫӗкленеймест.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Ҫав вӑхӑтрах хӑш-пӗр депутат ҫынсен ӑс-тӑнне витӗм кӳме хӑтланать, пире те популистла йышӑнусем тума йыхравлать тата тӗслӗхе кивҫенсен калӑпӑшӗ хӑйсен тупӑшӗсен шайӗнчен те пысӑкрах регионсене илсе кӑтартать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Ҫав ҫавах парӑнмасть-ха ватӑ, ӗнесӗр кил-ҫурт пушансах юлнине ӗнентерме хӑтланать.
Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11
Ҫӗлен ҫынна нихӑҫан та хӑваламасть, малтан шӑхӑрса хӑратма, унтан тарма хӑтланать.Змеи никогда не гонятся за людьми, сначала зашипит, затем старается уползти.
Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№
Кайран ӑна ыттисене усӑ курма парать е хаклӑрахпа сутса пуйма хӑтланать.
Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№
17. Пӗлӳсӗр ҫын ӑссӑрла хӑтланать, шӑратса йӗрӗх ӑсталакан хӑйне намӑса хӑварать: вӑл тунӑ йӗрӗх — суя япала, унра сывлӑш ҫук.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пӗлӳсӗр ҫын ӑссӑрла хӑтланать, шӑратса йӗрӗх ӑсталакан хӑйне намӑса хӑварать: вӑл тунӑ йӗрӗх — суя япала, унра сывлӑш ҫук.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.