Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр!

Автор: Елена ЕГОРОВА

Источник: «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Добавлен: 2016.07.02 10:11

Предложений: 61; Слово: 607

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Здоровье

Пирӗн республикӑра виҫӗ тӗрлӗ ҫӗлен тӗл пулать: хурӑн ҫӗлен /уж/, хура ҫӗлен /гадюка обыкновенная/ тата пӑхӑр ҫӗлен /медянка/.

Чи хӑрушши — хура ҫӗлен. Тепӗр чухне ӑна курнипех уйӑрса илме те ҫук. Ҫитӗнсе ҫитнӗ хура ҫӗлен 60-80 сантиметр тӑршшӗ, 1 метр вӑрӑмӑш ҫӗленсем те тӗл пулаҫҫӗ. Тӗсӗ тӗрлӗрен: сӑрӑ е ҫутӑрах кӑвак, е пӑхӑр пек хӗрлӗрех, е хура. Ҫак ҫӗлен ҫурӑмӗ ҫинче кукӑр-макӑр йӗр пуррипе палӑрса тӑрать. Хура ҫӗлен ака-авӑн уйӑхӗсенче активлӑ. Шурлӑхлӑ вырӑнсене, нӳрӗк нумай ҫарансене, вӑрмансене, кӳлӗ-пӗвен, юханшывӑн чӑтлӑхлӑ ҫыранӗсене, чул куписене килӗштерет. Ҫӗрлехи чӗрчун пулнине пӑхмасӑр кӑнтӑрла та пытанмасть: хӗвел ҫинче ӑшӑнма сукмак, тунката, тӗмеске, чул ҫине тухса выртать. Ытла шӑрӑх чухне сулхӑна куҫать.

Хурӑн ҫӗлен ыттисенчен пуҫӗн икӗ енче ҫурма уйӑх формӑллӑ сарӑрах е хӗрлӗ-сарӑрах тӗслӗ пӑнчӑсем пуррипе уйрӑлса тӑрать. Хӑш чухне ҫак паллӑсем питӗ шупка е пачах ҫук. Ҫынна курсан хурӑн ҫӗлен тарать. Анчах пуҫне малалла кӑнтарса, шӑхӑрса хӳтӗленме те пултарать. Ҫак мелпе вӑл тӑшманӗсене хӑратать. Хурӑн ҫӗлен сӑхни ҫыншӑн сиенлӗ мар.

Пӑхӑр ҫӗлен кӗлетки ҫутӑ сӑрӑран пуҫласа тӗксӗм хӑмӑр тӗслӗ, 70 сантиметр тӑршшӗ. Вӑл пуҫӗ тӗлӗнчи тата хырӑмӗ ҫинчи хупӑсем пӑхӑр пек йӑлтӑртатнипе палӑрса тӑрать. Ҫурӑм ҫинчи яка хупӑсен форми ромб е ултӑкӗтеслӗх евӗр. Куҫӗ тӗлӗнче хура йӗр пур, шӑпах ҫавна пула ӗнтӗ хӑйӗн йышши ытти ҫӗленрен уйрӑлса тӑрать. Тӗпрен илсен, пӑхӑр ҫӗленӗн куҫӗ хӗрлӗ тӗслӗ. Тӑшманран хӳтӗленес тӗллевпе шӑхӑрса сикме, ҫын ӳтне юн тухичченех ҫыртма пултарать, анчах унӑн наркӑмӑшӗ вӑйсӑр, ҫыншӑн хӑрушӑ мар. Анчах пӑхӑр ҫӗленрен айккинерех пӑрӑнса иртсен лайӑхрах, мӗншӗн тесен наркӑмӑшӗ хӑш-пӗр ҫынна аллерги витӗмӗ кӳме пултарать.

Нихӑш ҫӗлен те хӑйне канӑҫсӑрлантармасан ҫынна тапӑнмасть. Ҫывӑха пырсан кашниех хӑй пирки шӑхӑрса е сиксе пӗлтерет. Ҫӗлен ытларах чухне ун ҫине ӑнсӑртран пуссан, тытсан, патакпа перӗнсен, тӗл пулнӑ чухне тӑрук хускану тусан сӑхать. Ҫуркунне, ҫӗлен туйӗсен тапхӑрӗнче, авӑн уйӑхӗнче уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла.

Вӑрмана кайнӑ чухне атӑ, ҫӑтӑ шӑлавар тӑхӑнмалла. Кӑмпа, ҫырла пухнӑ чухне вӗсем ӳсекен вырӑна вӑрӑм патакпа хускатса пӑхмалла. Канма лариччен те ҫӗлен пуррипе ҫуккине пӗлме патакпа тӗрӗслемелле. Ҫӗрнӗ тунката, хӑвӑллӑ йывӑҫ, шӑтӑк, ҫӳп-ҫап, шанкӑ куписен ҫывӑхне лармалла мар. Сукмакпа васкаса утнӑ чухне патака малалла кӑнтарса пырсан лайӑхрах.

Ҫӗлене асӑрхасан чарӑнса тӑмалла, майӗпен хыҫалалла чакма тӑрӑшмалла, ҫӗлене шуса кайма памалла. Ҫӗлен ҫынна нихӑҫан та хӑваламасть, малтан шӑхӑрса хӑратма, унтан тарма хӑтланать. Анчах вӑл хӑйне сирӗн ҫинелле сикме хатӗрленнӗ пек тытсан вырӑнта темиҫе ҫеккунт хытса тӑмалла та хусканусем тумасӑр майӗпен чакма пуҫламалла. Алӑра патак пур пулсан ӑна ҫӗлен еннелле кӑнтарса тытмалла. Чупса тарма юрамасть, ӑнсӑртран тепӗр ҫӗлен ҫине пусма пулать. Тӗрӗссипе, хура ҫӗлен сӑхнин тӗслӗхӗсем вӑл тапӑннипе мар, унӑн хӳтлӗх реакцийӗпе ҫыхӑннӑ.

Хура ҫӗлен наркӑмӑшӗнче юн кӗвелессине пӑсакан, нерв тытӑмне, тӗртӗмсене сиенлекен хӑйне евӗр япаласем пур. Сӑхнӑ вырӑн хӗрелет, тӑртанать, унтан кӑвакарать. 15-20 минутран вӑй пӗтет, пуҫ ҫаврӑнма, ыратма, ӑш пӑтранма, хӑш чухне хӑстарма, сывлӑш пӳлӗнме, чӗре таппи хӑвӑртланма пуҫлать. Хытах наркӑмӑшлансан суран юнӑхать, сывлӑх тата ытларах йывӑрланать. Сӑхнӑ ал-уран гангрена аталанас, пӳре сиенленес, ӳпке тӑртанас хӑрушлӑх пысӑк. Ачасем, аслӑ ҫулсенчи ҫынсем, вӑрах чирсемпе, аллергипе аптракансем ҫӗлен сӑхнине чылай йывӑртарах чӑтса ирттереҫҫӗ.

Ҫӗлен сӑхнӑ ҫынна тӳрех меллӗ ҫӗре вырттармалла. Ӑна канлӗх кирлӗ. Вӑл хускалмасан лайӑхрах. Наркӑмӑш пӗтӗм организмӗпе сарӑласран сиенленнӗ урине е аллине ҫӳлерех хумалла. Ӳчӗ тӑртанма пуҫличчен ҫӗрӗсене, суласене, атӑ-пушмакне хывса илмелле. Ҫӑварӑн лӑймака сийӗ сиенленмен пулсан сурана ӗмсе илме юрать. Е юнне лайӑх пусарса кӑлармалла. Ҫакӑн хыҫҫӑн йод е ытти антисептик шӗвекӗ сӗрмелле. Суран ҫине стерильлӗ ҫыхӑ хумалла. Ӳт тӑртанса пынӑ май ҫыхха вӑхӑт-вӑхӑтпа пушатмалла. Сивӗ хума юрать. Алӑран сӑхнӑ пулсан ӑна хуҫлатса ҫыхмалла.

Инкеке лекнӗ ҫынна шӗвек ытларах ӗҫтермелле, ку наркӑмӑша организмран кӑларма пулӑшать. Ыратнине ирттерекен /анальгин/, аллергие хирӗҫле /тавегил, супрастин/ препаратсем, чӗрепе юн тымарӗсен тытӑмне пулӑшакан /валидол, валокордин/ препаратсем ӗҫтерме юрать. Ҫӗлен сӑхнӑ ҫынна хӑвӑртрах ҫывӑхри медицина учрежденине илсе каймалла.

Мӗн тума юрамасть-ха? Ҫӗлен сӑхнӑ алӑ е ура ҫине жгут хумалла мар, ҫак меслет наркӑмӑша организмра сарӑлма чараймасть, лару-тӑрӑва вара кӑткӑслатма пултарать. Сӑхнӑ вырӑна ҫунтарма, касма тата алкоголь ӗҫме юраманнине те кашнинех пӗлсе тӑмалла.

Сайт:

 

Статистика

...подробней