Поиск
Шырав ĕçĕ:
25. Вӑл пӗтӗм вӑйне, хӗрӳлӗхне кӑнтӑр патшине хирӗҫ ярӗ, ӑна кӑнтӑр патши пысӑк йышлӑ ҫарпа ҫитсе тапӑнӗ; йышлӑ та питех те вӑйлӑ ҫарпа вӑрҫа тухӗ, анчах тӳссе тӑраймӗ, мӗншӗн тесессӗн ӑна хирӗҫ кавар тӑвӗҫ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Патша хытӑ хистенӗрен кӑмакана шутсӑр вӑйлӑ хӗртсе янӑ, ӗнтӗ Седраха, Мисаха тата Авденагона тытса пӑрахакансене ҫав вут-ҫулӑм ӗнтсе ярса вӗлернӗ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Навуходоносор ӗнтӗ тилӗрсех кайнӑ, Седрах ҫине, Мисахпа Авденаго ҫине хаяррӑн пӑхса илнӗ те кӑмакана унчченхинчен ҫичӗ хут хӗрӳрех хутма хушнӑ; 20. хӑй ҫарӗнчи чи вӑйлӑ арсене вӑл Седраха, Мисаха тата Авденагона ҫыхса пӑрахма, унтан вут-ҫулӑмпах хӗрсе ҫунакан кӑмакана ывӑтма хушнӑ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Патша йӑхӗнчен теприне илчӗ, унпа туслӑ тӑма килӗшӳ турӗ, ун ҫинчен тупа тутарчӗ, унтан ҫав ҫӗрти вӑйлӑ ҫынсене хӑйпе пӗрле илсе кайрӗ, 14. ҫакна вӑл патшалӑх пӑхӑнса тӑтӑр, ан ҫӗкленейтӗр, килӗшӳ сыхлантӑр, ҫирӗп тӑтӑр тесе турӗ.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ман хушшӑмри пӗтӗм вӑйлӑ ҫыннӑма Ҫӳлхуҫа кӗҫӗне хӑварчӗ, манӑн яш ачамсене пӗтермешкӗн мана хирӗҫле пуху пухрӗ; Ҫӳлхуҫа Иуда хӗрне иҫӗм ҫырлине таптанӑ пек таптарӗ.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Седекия — Иосия ывӑлӗ — Иудея патшине ларсассӑн кӗҫех Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна ҫакӑ сӑмах пулнӑ: 2. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: хӑвӑн валли тӑлӑпа сӳсмен ту та мӑйна тӑхӑнтарт; 3. ҫавӑн пеккисенех Иерусалима Иудея патши Седекия патне килнӗ элчӗсем урлӑ Эдом патши патне, Моав патшипе Аммон ывӑлӗсен патши патне, Тир патшипе Сидон патши патне ярса пар; 4. элчӗсене хӑйсен хуҫисене ҫапла калама хуш: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: хӑвӑрӑн хуҫӑрсене ҫапла калӑр: 5. Эпӗ ҫак ҫӗре, ҫак ҫӗр ҫинчи этеме тата чӗрчунсене Хамӑн аслӑ хӑватӑмпа, Хамӑн вӑйлӑ аллӑмпа пултартӑм; ӗнтӗ ҫӗре кама парас тетӗп, ҫавна паратӑп.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ах, Израиль килӗ, акӑ Эпӗ сирӗн ҫине инҫетри халӑха, вӑйлӑ халӑха, авалхи халӑха илсе килӗп, тет Ҫӳлхуҫа, эсӗ унӑн чӗлхине пӗлместӗн, вӑл мӗн каланине ӑнланмастӑн.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑн чухне ҫак халӑха тата Иерусалима ҫапла калани пулӗ: Манӑн халӑхӑмӑн хӗрне пушхирти тусем ҫинчен вӗри ҫил пырса ҫапӗ, ҫав ҫилпе тырӑ сӑвӑраймӑн, ӑна хывӑхран тасатаймӑн — 12. ытлах та вӑйлӑ ҫил вӑл! вӑл Ман ирӗкӗмпе ҫитӗ те — Эпӗ вӗсене сут тӑвӑп.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Сахаллинчен — пин, чи халсӑрринчен вӑйлӑ халӑх пулӗ.22. От малого произойдет тысяча, и от самого слабого - сильный народ.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тимӗрҫӗ тимӗртен пуртӑ тӑвать, кӑмрӑкпа ӗҫлет, ҫапкӑчпа туптаса пуртӑ ӑсталать, ӑна туса ҫитересехчӗ тесе вара вӑйлӑ аллипе выҫса ҫитичченех, халран кайичченех ӗҫлет, шыв та ӗҫмест, ӗнтӗ йӑшсах ҫитет.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй вӑйлӑ этем, акӑ Ҫӳлхуҫа ярса тытӗ те сана, тытса пӑчӑртаса санран чӑмӑркка тӑвӗ, 18. унтан сана анлӑ ҫӗр ҫине тытса перӗ; ҫавӑнта вилӗн эсӗ, эй хуҫун килне намӑс кӳрекенӗ, санӑн чаплӑ тупӑклӑху ҫавӑнта пулӗ.
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Давид хыҫҫӑн унӑн ӑсчах ывӑлӗ ҫитнӗ, ашшӗн тивлечӗпе вӑл питӗ вӑйлӑ пурӑннӑ.14. После него восстал мудрый сын его и ради отца жил счастливо.
Сир 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑйлӑ ҫын хӑй патне чӗнет пулсассӑн, пӑрӑнса юл, ӗнтӗ вӑл сана тата тимлӗрех йыхӑравлӗ.12. Когда сильный будет приглашать тебя, уклоняйся, и тем более он будет приглашать тебя.
Сир 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӑвӑнтан вӑйлӑ ҫынна кивҫен ан пар, патӑн пулсассӑн, мӗн панине ҫухалнӑ вырӑннех хур.15. Не давай взаймы человеку, который сильнее тебя; а если дашь, то считай себя потерявшим.
Сир 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӑйлӑ ҫынпа ан хирӗҫ — хӑҫан та пулсан ун аллине кӗрсе ӳкмелле ан пултӑр.1. Не ссорься с человеком сильным, чтобы когда-нибудь не впасть в его руки.
Сир 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Айван ҫынна ан пӑхӑн, вӑйлӑ ҫын умӗнче хавшаса ан ӳк.31. Не подчиняйся человеку глупому, и не смотри на сильного.
Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл сирӗн пата кӗҫех хӑрушшӑн килӗ, пуҫлӑхра тӑракансене ҫирӗп сут тӑвӗ: 6. мӗскӗн ҫынна каҫарӗ, вӑйлисене вара вӑйлӑ тӗрӗслӗ, тӗппипе тӗпчесе пӗлӗ.
Ӑсл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Акӑ виҫҫӗшӗ те кӗрнеклӗ, тӑваттӑмӗшӗ харсӑррӑн утать: 30. арӑслан — вӑйлӑ чӗрчун, никама та ҫул памасть вӑл; 31. урхамах, [кӗтӳ ертӳҫи] качака таки тата ҫарӗ умӗнче пыракан патша.
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Акӑ ҫӗр ҫинчи тӑватӑ пӗчӗкскерӗ, анчах вӗсем ӑслисенчен те ӑслӑрах: 25. кӑткӑ — халӑхӗ вӑйлӑ та мар, анчах апатне ҫулла янтӑлаҫҫӗ; 26. сӑрт-ту шӑшийӗ — хавшак халӑх ҫеҫ, анчах йӑвине чул ту ҫинче ҫавӑраҫҫӗ; 27. хӗрлӗ шӑрчӑкӑн патша ҫук, анчах вӗсем кар тапранаҫҫӗ, йӗркен-йӗркен пыраҫҫӗ; 28. эрешмен урисемпе ҫакланкалать ҫеҫ, хӑй вара патша керменне те ҫитет.
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Шӑпа яни тавлашӑва чарать, вӑйлӑ хирӗҫтӑрансен тавӑҫне татса парать.
Ытар 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.