Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ксюша мӗскер пулнине тӳрех ӑнланса илеймен, унтан тӑвайккинче чӑпар пӑлансен кӗтӗвне курнӑ та хытса ларнӑ.Ксюша не сразу поняла, в чем дело, и, увидев па пригорке стадо пятнистых оленей, замерла.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксюша ҫул ҫинче пуҫласа курнӑ ҫак ҫын ҫинчен хӑй йӑнӑш шутланине ӑнланнӑ: талайсӑр е ҫемҫе кӑмӑллӑ, ыттисемпе час килӗштерекен ҫынсем, унӑн шучӗпе, ҫиелтен пӑхсан, яланах тирпейсӗр пулнӑ пулин те, ку офицер темӗнле чӑрсӑр ӗҫ те тума пултарнӑ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тепрехинче вӑл лейтенанта районти Культурӑ ҫуртӗнче ташӑ каҫӗнче курнӑ, унта вӑл хӑйӗн тантӑшӗпе Лизӑпа кайнӑ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксюша, ҫамрӑк тиреке ытамласа, офицер юрланине итленӗ, пуҫ тӑрринчи ҫат-ҫат ҫыпӑҫакан ҫурӑлнӑ папкана та, лакпа сӑрланӑ евӗр йӑлтӑртатакан, ҫурри таран сарӑлнӑ, ҫаплах пӗркеленсе тӑракан ҫулҫа та пуҫласа курнӑ пек туйӑннӑ Ксенишӗн.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксюша шучӗпе, йывӑр тӳссе курнӑ ҫынсем яланах ҫирӗп те тӳсӗмлӗ пулмалла пулнӑ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫакна хӑнӑхса ҫитме тахҫанах вӑхӑт темелле ӗнтӗ, анчах Коробин кунтан иртсе пынӑ чух кашнинчех тирпейлеме пӑрахнӑ пушӑ кил-ҫурта курнӑ пек кичемленет.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗррехинче вӑл темшӗн станцине кӗрсе кайнӑ та унта виҫӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк ачана курнӑ, вӗсем ҫӳн-ҫап шӑтӑкӗ патӗнче чакаланнине, темскер ҫимелли шыра-шыра тупса, ӑна ерипен чӑмланине нумайччен пӑхса тӑнӑ.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Эпӗ ӑна, чӑнах та, икӗ хут ҫеҫ курнӑ, куна та аякран кӑна, вӑл пирӗн облаҫа килни нумай пулмасть-ха, пӗр виҫӗ уйӑх пулӗ, унран ытла мар!— Я, правда, видела его всего два раза, и то издали, он у пас недавно, месяца три, не больше!
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Малтан, тӗттӗмре курнӑ чухне, ӑна йӑмӑкӗ нумай начарланнӑ, ватӑлнӑ пек туйӑннӑччӗ, халӗ акӑ ун умӗнче ватӑ енне кайнӑ, анчах хӑйне май кӑмӑллӑ, тулли те илемлӗ, тӗксӗм пит-куҫлӑ хӗрарӑм чупкалать, унӑн ҫутӑ кӑвак куҫӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, хӑлха алкисем, пит-куҫа ҫамрӑклатса, шухӑ та савӑнӑҫлӑ сӑн парса, симӗсӗн-кӑвакӑн ялкӑша-ялкӑша илеҫҫӗ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫак кунсенче Шупашкарта тӑванла казах халӑхӗн ку чухнехи паллӑ поэчӗн Жан Бахытӑн (Бахытжан Канапьяновӑн) «Хӑйӑрлӑ сехет» ятлӑ кӗнеки кун ҫути курнӑ.
Паллӑ казах поэчӗн кӗнеки чӑвашла кун ҫути курнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24712.html
Усӑ курнӑ хыҫҫӑн супӑньпе ҫумалла‚ вӗретмелле‚ типӗтмелле те вӗри утюгпа якатмалла.
Нумай хут усӑ курмалли маскӑсем ҫӗлеме пуҫланӑ // Инга Алексеева. https://ursas.rbsmi.ru/news/Numay-hut-us ... an-173827/
Хам ҫамрӑк пулса курнӑ: хӗрсене пӑснӑ, хӗрарӑмсене тӑсса пӑрахнӑ, пӗлетӗп…
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Прохорсӑр пуҫне кам пире пӗрле курнӑ?
LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хам пурнӑҫ пурӑнса курнӑ, пӗлетӗп!
LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Прохор — службӑра пулса курнӑ ытти казаксем пекех — вӑрҫӑ ҫулӗсенче утлӑ ҫартан кӑна кӗрекен ҫав хутӑш шӑршӑпа тӑванлашса ҫитрӗ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Асту… пирӗннисем, эппин, ман ҫемьерен, никам курнӑ ан пултӑр.Да так передай, чтобы… ну, к примеру, из наших кто недоглядел, из моей семьи.
LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ӑҫта курнӑ эсӗ утлӑ ҫара мӗнпе те пулин каҫарнине?
LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӗҫпӑшаллӑ пӑлхав ҫулӑмне сарса ярас ӗҫре Деникин агенчӗсем ҫакӑнпа ӑста усӑ курнӑ.Этим умело воспользовались деникинские агенты, чтобы раздуть пламя мятежа.
LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Фронта татса кӗресси те ҫӑмӑл ӗҫ мар, пӗлетӗп, хам генерал Брусиловпа татса курнӑ.И фронт порвать нелегкое дело, знаю, сам рвал с генералом Брусиловым.
LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Казаксем каларӗҫ: сана вӗсем сӑрт тӗмески ҫинче курнӑ!
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.