Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тапӑнса (тĕпĕ: тапӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ирхине пирӗн ҫӗршыва килсе кӗнӗ хурахсенчен хӑтӑлма тӑрӑшса Минск ҫулӗ тӑрӑх ҫурран каякан стариксене, хӗрарӑмсене, ачасене нимӗҫсен штурмовикӗсем тапӑнса вӗлерсе пӗтернӗ.

В то утро немецкие штурмовики налетели на беззащитных людей – стариков, женщин, детей, уходящих пешком по Минскому шоссе от разбойников, ворвавшихся в родную страну.

3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Вӗсем тапӑнса ҫӳреме пуҫласанах, вӗсен ылтӑн та, тумтир таврашӗ те — пурте пулать.

Как только они начнут жизнь, полную приключений, будут и золото, и костюмы.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑйсен кам ҫине пиратла тапӑнса ҫӳрессисем ҫинчен вӗсем шухӑшламарӗҫ те.

Кого они там будут грабить, об этом они даже не подумали.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Урӑхла каласан — малтан пире тапӑнса килекен фашистсен ҫулне минӑсем лартса пӳлнӗ, каярах вара тӑшмансем лартса хӑварнӑ минӑсене тупса сиенсӗрлетнӗ, хамӑр салтаксем валли малалла ҫул уҫнӑ.

Другими словами — сначала поставил мины к надвигавшимся к нам фашистам, потом обезвредил мины, оставленные врагами, открывал дорогу для наших солдат.

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Ҫавӑн пекех «Чи лайӑх тапӑнса вылякан» ята Алексей Светлов тивӗҫнӗ.

Помоги переводом

Уяв кунӗнче ӑмӑртусенче тупӑшнӑ, сывлӑха ҫирӗплетнӗ // Каҫал Ен. Каҫал Ен, 2019.02.26

Нимӗҫсем тапӑнса пыраҫҫӗ.

Немцы наступают.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫӗртме уйӑхӗн юлашки каҫӗнче, савнине ӑсатса таврӑннӑ чухне, урам вӗҫӗнче куҫӗсене курмалла туса пуҫӗсене михӗсемпе хупланӑ виҫӗ арҫын Валя ҫине тапӑнса ҫӗре ӳкерчӗҫ.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Анчах тӑшмансем тапӑнса килсен ҫынсем пуҫ ҫапса тархасланипе, ҫав хулана Турӑ курӑнми тунӑ пулать.

Помоги переводом

Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Фашистсем пирӗн ҫӗршыва тапӑнса килсенех Алексей Алексеевич вӑрҫа тухса кайнӑ.

Помоги переводом

Орден-медальне ҫакса ҫӳреместчӗ // Роза Скворцова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

— Волковсен ҫемйи пурӑннӑ ҫурт, Вагнерсен ҫурчӗ /унта подпольщиксем радио итлеме пухӑннӑ/, нимӗҫ фашисчӗсем Польша чиккинчен пирӗн ҫӗршыва тапӑнса кӗнӗ вырӑнсем, Николай Алексеевич тутарнӑ ДОТсем, истори пӗлтерӗшлӗ ытти паллӑ пулӑмсемпе паллӑсем пулас фильмӑн кадрӗсене кӗчӗҫ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Елчӗк футболисчӗсем тӑтӑшах тапӑнса вылярӗҫ.

Помоги переводом

Елчӗк команди ҫӗнтерчӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Вӑрманта кашкӑрсем тапӑнса тулласа пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл уртаракан чирпе чирлет те часах пурнӑҫран уйрӑлса каять.

Помоги переводом

Фронтра паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ // В.ИВАНОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

21. Вӑйлӑ ҫын хӑйӗн ҫуртне хӗҫпӑшалпа сыхласа тӑнӑ чухне унӑн пурлӑхӗ сыхӑ тӑрать; 22. анчах ӑна хӑйӗнчен вӑйлӑраххи пырса тапӑнса ҫӗнтерсессӗн, вӑл унӑн шанса тӑнӑ мӗнпур хӗҫпӑшалне туртса илӗ, ҫаратса тухнӑ пурлӑхне салатса пӗтерӗ, тенӗ.

21. Когда сильный с оружием охраняет свой дом, тогда в безопасности его имение; 22. когда же сильнейший его нападет на него и победит его, тогда возьмет все оружие его, на которое он надеялся, и разделит похищенное у него.

Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ҫапла вара, пурте ӗҫе татса парас вӑхӑта кӗтнӗ чухне, тӑшман ҫарӗ пуҫтарӑнса ӗрете тӑрса тухсассӑн, сӑлансене хӑйсен вырӑнне тӑратсассӑн, утлӑ ҫар икӗ енӗпе вырӑнаҫса тӑрсассӑн, 21. Маккавей, йышлӑ ҫар тапӑнса килнине, хатӗррӗн тытса тӑракан тӗрлӗ кӑрала тата сӑлансем хаярланса ҫитнине курсассӑн, — ҫӗнтерӗве кӑралпа ҫӗнсе илейменнине, ӑна, Хӑйне кирлӗ пек, Турӑ Хӑй тивӗҫлисене парнеленине пӗлӳҫӗн, — аллисене тӳпенелле ҫӗкленӗ те кӗтретсем тӑвакан, пурне те курса тӑракан Ҫӳлхуҫана тархасланӑ.

20. Итак, когда все ожидали, что наступает решение дела, когда враги уже соединились и войско было поставлено в строй, слоны размещены в надлежащих местах и конница расположена по сторонам, - 21. Маккавей, видя наступление многочисленного войска, пестроту приготовленного оружия и свирепость зверей, простер руки к небу и призывал Господа, творящего чудеса и всевидящего, зная, что не оружием одерживается победа, но Сам Он, как Ему угодно, дарует победу достойным.

2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Иудӑн тем тӗрлӗ ырӑ сӑмахӗпе — паттӑрлӑх кӳрекен, ҫамрӑксен чӗрине ҫирӗплетекен сӑмахпа — лӑпланнӑ иудейсем тапӑрӑн тӑрас темен, хӑюллӑн тапӑнса, пӗтӗм паттӑрлӑхпа ҫапӑҫса ӗҫе татса пама шутланӑ, мӗншӗн тесессӗн хула, сӑваплӑ вырӑн, Турӑ Ҫурчӗ хӑрушлӑхра пулнӑ.

17. Утешенные столь добрыми речами Иуды, которые могли возбуждать к мужеству и укреплять сердца юных, Иудеи решились не располагаться станом, а отважно напасть и, с полным мужеством вступив в бой, решить дело, ибо город и святыня и храм находились в опасности.

2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Вӑл, хӑйпе пӗрле пулнисене суя тӗнлисем тапӑнса килнинчен хӑрама кирлӗ маррине, унччен те тӳперен пулӑшу килсех тӑнине аса илсе, халӗ те Пурне те Тытса Тӑраканран ҫӗнтерӳпе пулӑшу кӗтме ӳкӗтленӗ.

8. Он убеждал бывших с ним не страшиться нашествия язычников, но, воспоминая прежде бывшие опыты небесной помощи, и ныне ожидать себе победы и помощи от Вседержителя.

2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Вирлӗн тапӑнса, вӗсем ҫак вырӑнсене ярса илнӗ, хӳме ҫинче ҫапӑҫакансене пурне те тавӑрнӑ, тӗл пулакансене пурне те вӗлернӗ, ҫирӗм пин ҫынран кая мар тӗп тунӑ.

17. И, сделав на них сильное нападение, они овладели этими местами, отмстили всем сражавшимся на стенах, умерщвляли всех, попадавшихся навстречу, и побили не менее двадцати тысяч.

2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Вӑл Персеполь теекен хулана тапӑнса кӗнӗ пулнӑ, ҫав вырӑнта пуҫҫапакан турӑ ҫуртне ҫаратма, хулана ярса илме пикенсе пӑхнӑ.

2. Ибо он вошел в так называемый Персеполь и покушался ограбить храм и овладеть городом.

2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Вӑл хуласемпе ялсене кӗтмен ҫӗртен тапӑнса ҫунтара-ҫунтара янӑ, ҫапӑҫма меллӗ вырӑн йышӑнса сахал мар тӑшмана ҫӗнтернӗ, ӑна хӑваласа янӑ; 7. ҫак ӗҫсене тума чылай чухне вӑл тӗттӗм каҫ суйласа илнӗ, унӑн паттӑрлӑхӗ ҫинчен хыпар пур ҫӗре те сарӑлнӑ.

6. Внезапно нападая на города и селения, он сожигал их, и, занимая удобные места, немало победил врагов, обращая их в бегство; 7. преимущественно он избирал себе в помощь для таких предприятий ночи, и слух о его мужестве разносился повсюду.

2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Антиох патша Дора хулине пур енчен те тапӑнса пырса, хӳме ҫӗмӗрмелли сӑпрайсем туса лартса тепӗр хут хупӑрласа илнӗ, ҫапла Трифона кӗрейми-тухайми хӗссе лартнӑ.

25. Царь же Антиох обложил Дору вторично, нападая на нее со всех сторон и устраивая машины, и запер Трифона так, что невозможно было ему ни войти, ни выйти.

1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней