Поиск
Шырав ĕçĕ:
12. Авдемелех эфиоп Иеремийӑна ҫапла каланӑ: ҫак кивӗ тумтирпе юрӑхсӑр ҫӗтӗк-ҫурӑка хул хушшине, вӗрен айне, майлаштарса хур, тенӗ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Ман сӑмахӑма итлемерӗр, кашнийӗ хӑйӗн тӑванне, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине ирӗке ямарӑр; ҫавӑншӑн Эпӗ сире, тет Ҫӳлхуҫа, хӗҫ айне пулма, мур чирӗпе, выҫӑпа асапланма ирӗк паратӑп, ҫӗр ҫинчи пӗтӗм патшалӑх тӑрӑх тарӑхтармӑш пулма сапаласа яратӑп; 18. Ман умӑмра пӑрӑва ҫурмаран касса ун пайӗсем хушшипе иртсе хывнӑ халала пӑснӑ, халал сӑмахӗсене пурӑнӑҫламан ҫынсене, — 19. касса ҫурнӑ пӑру пайӗсем хушшипе утса иртнӗ Иудея улпучӗсене, Иерусалим улпучӗсене, хайрансемпе священниксене, ҫӗршыври мӗнпур халӑха, — 20. хӑйсен тӑшманӗсен аллине, вӗсенӗн чунне шыракансен аллине паратӑп, вӗсен виллисем вӗҫен кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксен ҫимӗҫӗ пулӗҫ.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эппин, Седекия, Иудея патши, итле-ха Ҫӳлхуҫа сӑмахне! Ҫӳлхуҫа сан ҫинчен ҫапла калать: эсӗ хӗҫ айне пулса вилмӗн; 5. эсӗ тӑнӑҫлӑн вилӗн; аҫусемшӗн, — хӑвӑнччен малтан пулнӑ ӗлӗкхи патшасемшӗн, — вӗсене пытарнӑ чухне ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ пек, саншӑн та ҫапла тӗтӗрӗҫ, саншӑн та: «хуйхӑ ҫитрӗ! ах, патшамӑр!» тесе хӳхлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн ҫак сӑмаха Эпӗ каларӑм, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ӗнтӗ вӗсен ывӑлӗсене выҫлӑх аллине пар, вӗсене хӗҫ айне ту; вӗсен арӑмӗсем ачасӑр, тӑлӑх юлччӑр, вӗсен упӑшкисем вилсе пӗтчӗр, яш ачисем вӑрҫӑра хӗҫрен тӗп пулччӑр.
Иер 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эхер те сана: «ӑҫта каяс-ха пирӗн?» тесессӗн, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: вилмеллисем — вилме, хӗҫ айне пулмаллисем — хӗҫ айне, выҫлӑхпа пӗтмеллисем — выҫлӑха, тыткӑна лекмеллисем тыткӑна кайччӑр.
Иер 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хире тухатӑп та — акӑ хӗҫ айне пулса вилнисем; хулана кӗретӗп те — акӑ выҫӑпа хавшаса ҫитнисем; пророкпа священник та пӗр тӗлсӗр ҫӳреҫҫӗ.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эпир намӑс айне пултӑмӑр, ҫие кӗҫҫе витнӗ, мӗншӗн тесессӗн эпир Ҫӳлхуҫамӑр, Туррӑмӑр, умӗнче ҫылӑхлӑ ӗҫсем тунӑ — эпир те, аттемӗрсем те хамӑр ҫамрӑк чухнехи вӑхӑтран пуҫласа паянхи кунчченех Ҫӳлхуҫанӑн, хамӑр Туррӑмӑрӑн, сӑмахне итлемен.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл кашни-пӗр ҫӳллӗ ту ҫине, кашни-пӗр лапсака йывӑҫ айне ҫӳресе аскӑнчӗ.Она ходила на всякую высокую гору и под всякое ветвистое дерево и там блудодействовала.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫын хӑйӗн чунне тӑвӑнтарса ҫитернӗ кун — пуҫне хӑмӑш пек авса пӗкнӗ, хӑйӗн айне ҫӗтӗк-ҫатӑк та кӗл сарнӑ кун — Эпӗ суйласа илнӗ типӗ кунӗ шутланать-и вара? Ҫакна типӗ тытни тетӗн-и, Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ пулнӑ кун тетӗн-и?
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Камран кулатӑр эсир? кама хирӗҫ ҫӑвар каратӑр, чӗлхе кӑларса витлетӗр? эсир усал ӗҫ ачисем, суя-ултав вӑрлӑхӗ мар-и? 5. кашни лаштра йывӑҫ айне йӗрӗхсем патне аскӑнма чупакансем, шывсем ҫывӑхӗнче, сӑртсен хушӑкӗсенче хӑвӑр ачӑрсене пусса паракансем мар-и эсир?
Ис 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ӗнтӗ ку халӑха юхӑнтарнӑ, ҫаратнӑ; вӗсене пурне те ҫӗр айне ҫыхса лартнӑ, тӗрмене хупса хунӑ; вӗсем — ыттисен тупӑшӗ, хӑтаракан ҫук; вӗсене ҫаратнӑ, никам та: «каялла парӑр!» темест.
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Йӗрӗхсене шанса пурӑнакансем, кӗлеткесене: «эсир — пирӗн турӑ» теекенсем ун чухне каялла ҫаврӑнӗҫ, тем тӗрлӗ намӑс айне пулӗҫ.
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Керменӗсем йӗплӗ курӑк айне, керемӗсем вӗлтӗренпе куршанак айне пулӗҫ, ҫав ҫӗр шакалсен килӗ, страуссен хӳтлӗхӗ пулӗ.
Ис 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Анчах кама тытӗҫ — ҫавна чиксе пӑрахӗҫ, кама ярса илӗҫ — ҫавна хӗҫ айне тӑвӗҫ.15. Но кто попадется, будет пронзен, и кого схватят, тот падет от меча.
Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ах, ҫылӑхлӑ халӑх, йӗркесӗр ӗҫсем айне пулнӑ халӑх, усал ҫынсен йӑхӗ, ҫынвӗлерен ывӑлсем! Ҫӳлхуҫаран сивӗнчӗҫ, Израиль Святойне вырӑна хумарӗҫ — каялла ҫаврӑнчӗҫ, тет.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Чӗлхе-ҫӑварӑма уҫам та ҫапла калам сире: ӑслӑлӑха кӗмӗлсӗрех туянӑр; 34. ӗнсӗре унӑн ҫӗклемӗ айне тайӑлтарӑр — чунӑр вӑл вӗрентнине хапӑллатӑр; ӑна ҫывӑхрах тупма пулать.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Чӗрӳне хурлӑх айне ан ту; вӗҫӗнче мӗн пуласса асра тытса хурлӑхна сирсе яр.20. Не предавай сердца твоего печали; отдаляй ее от себя, вспоминая о конце.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эхер те пӗр-пӗр ҫын, ҫӗр ача ҫуратса, нумай ҫул пурӑннӑ пулсассӑн, ӗмӗрӗ унӑн татах тӑсӑлса пынӑ пулсассӑн, анчах унӑн чунӗ ырӑлӑхпа киленеймен пулсассӑн, ӑна тирпейлесе те пытарайман пулсассӑн, эпӗ ҫапла каланӑ пулӑттӑм: вилӗ ҫуралнӑ ача унран телейлӗрех, тейӗттӗм, 4. мӗншӗн тесессӗн вӑл ҫӗр ҫине кӑлӑхах килсе ӗмӗрлӗх сӗмлӗхе кайнӑ, унӑн ячӗ те сӗмлӗх айне пулнӑ.
Еккл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тусне йӑпӑлтатакан ҫын унӑн ури айне серепе карать.5. Человек, льстящий другу своему, расстилает сеть ногам его.
Ытар 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Хӗрарӑмпа аскӑнланаканӑн ӑсӗ ҫук; ҫапла тӑваканӗ хӑйӗн чунне пӗтерет: 33. патак ҫийӗ вӑл, мӑшкӑл курӗ, нихӑҫан сирӗлми намӑс айне пулӗ, 34. мӗншӗн тесессӗн кӗвӗҫӳ — упӑшка хаярлӑхӗ, тавӑру кунӗнче хӗрхенмест вӑл, 35. унпа калаҫса татӑлаймӑн — вӑл нимӗнле тӳлев те йышӑнмасть, темӗн чухлӗ ӳстерсе сӗнсессӗн те ҫырлахмасть.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.