Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак сӑмахсем манӑн чӗре тӗпнех пырса тиврӗҫ, мӗншӗн тесен эпӗ хаяр профессортан ун пек ачашшӑн каланӑ ҫепӗҫ сӑмах илтме хӑнӑхман.Слова эти тронули меня, ведь суровый профессор не баловал меня нежностями.
XXI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Каҫсем ҫуркуннене аса илтереҫҫӗ, вӗсем вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрӑм тата калама ҫук кӑмӑла каяҫҫӗ, ҫавна май ҫутҫанталӑк ҫине нихҫан ҫаврӑнса пӑхман ҫынсем те унӑн ҫепӗҫ ытамне кӗрсе ӳкеҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Мӗн тесе ҫырас-ха манӑн, Алексей Вениаминович? — ҫакӑн пек лӑпкӑ та ҫепӗҫ ыйту Воропаева чӗреренех пырса тиврӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Шторм хыҫҫӑн яланхи пекех кун питӗ тӳлӗк тӑрать; ҫепӗҫ те вӑранса ҫитеймен ҫутӑ, чул тусен ҫемҫе йӗрӗсем, питӗ лайӑх палӑрса тӑракан тавралӑх — пурте куҫа илӗртеҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Гарриспа Воропаев хушшинчи тавлашӑва питӗ килӗштермен ҫепӗҫ француз вӗсем хушшинчи тавлашӑва пӗтерме шутларӗ:
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ку эрех питех те илемлӗ, хӗр пекех ҫепӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Анчах вӑл хӑвӑрт йӗркене кӗчӗ, хӑйӗн ҫул ҫинчи асапӗсене ҫырса кӑтартма тытӑнсан тата хӑйӗн хӗр-тантӑшӗсене епле ҫухатни ҫинчен каласа кӑтартма тытӑнсан, — халӑхпа калама ҫук тӑвӑрланнӑ пӳлӗмри арҫынсем команда панӑ пекех табак туртса ячӗҫ, хӗрарӑмсем, ҫепӗҫ кӑмӑллӑ пулнӑ май, сӑмсисене нӑшӑклаттарса туртма тытӑнчӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хам ӗлӗкрех вӗреннӗ латин чӗлхи ҫинчен астуса илнӗ майпа, ҫак унтан-кунтан пухӑнкаласа тӑнӑ сӑмӑхсене Виргили поэтӑн ҫепӗҫ чӗлхипе ниепле те килӗштерме ҫук пек туйӑнчӗ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Линдлейӑн ансӑр ҫамки, вӑрӑм чӗрнеллӗ ачаш аллисем, кӗске мӑйӑхӗ, чанк тӑракан пысӑк хӑлхисем, ҫепӗҫ хускалусем, малтанах вӗренсе хатӗрленӗ сӑмахӗсем — ҫаксене пурне те Френсис Англи дипломачӗсемшӗн кирлӗ калӑп вырӑнне шутлать.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ҫепӗҫ юрату?
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ӑна ыйхӑ пусрӗ, вӑл куҫне хупрӗ те — тӗттӗмлӗхрен тӳрех Груня инкен кӑмӑллӑ сӑн-пичӗ шуса тухрӗ, вара унӑн юрласа каланӑ пек ҫепӗҫ сасси илтӗнчӗ:
11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
«Унӑн сӑн-пичӗ кӑмӑллӑ та ҫепӗҫ. Кун пек сӑн-питсене Васнецовӑнне курнӑ пулмалла эпӗ?«Что-то очень приятное, певучее есть в ней. У Васнецова, что ли, я видел такие лица?
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл ирӗклӗнрех ларчӗ, Василие портсигар тӑсса пачӗ, вара, кӗтмен ҫӗртен тенӗ пек, ӗҫе тӳррӗмӗн тивмен тата тепӗр ыйту парса, кӑмӑллӑ та ҫепӗҫ сасӑпа калаҫма пуҫларӗ:
2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Аллисем унӑн шурӑ, ҫепӗҫ пулнӑ, вӗсенчен те духи шӑрши кӗнӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Ҫепӗҫ кӑмӑллӑ, алхасма та пулать вӗсемпе…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
— Мӗнле ҫепӗҫ те лӑпкӑ ҫын пек курӑнатчӗ вӑл, — тенӗ ватӑ улпут майри, шухӑша каӑса, Матвейӑн тӳлек кӗлеткине, йӑваш куҫӗсене тата вӑл унпа килӗштерсе калаҫнине аса илсе.
XXV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
«Ахаль чухне Гомперс мистер ҫепӗҫ те кӑмӑллӑ ҫын, вӑл репортерпа питӗ вашават калаҫнӑ, ӗҫ ҫинчен каланӑ чух вара хӗрӳ те хастар пулнӑ.
XXIV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ытла йӑваш тата хӗрача пекех ҫепӗҫ пулнӑран ӑна ятне те хӗреннех панӑ тейӗн.
Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Экран ҫине хӗр тухса хӑйӗн ҫепӗҫ сассипе темӗн чӗвӗлтетсе пӗлтерсен те, ҫаксем нимӗн чухлӗ тӗлӗнмерӗҫ.
Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Санин ытла та ҫепӗҫ калаҫни сая каймарӗ.
XXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.