Поиск
Шырав ĕçĕ:
Аван пек ӗнтӗ: яштака та илемлӗ, — ну-ка, ҫывӑхарах кил-ха, эпӗ сан ҫине лайӑхрах пӑхам».Ничего собой: и статная и красивая, — ну-ка, подойди поближе, дай я на тебя хорошенько посмотрю».
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл ҫамрӑк, яштака пӳ-силлӗ, кулсарах пӑхакан мӑнкӑмӑллӑ хӗр.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ишсе кайма та юранӑ пулӗччӗ, — терӗ вӑл Иринӑн йӗпе те сивӗ шывпа хӗрелнӗ яштака пӗвӗ ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхса, — анчах хӑратӑп: утӑ купийӗ пире тӳсеймӗ…
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пырать вӑл, хӑй пысӑк, яштака.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кӑвак куҫлӑ яштака лейтенант Ваня Сергеев ҫитрӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Урана таптаттарса пӗтеретӗн вӗт, — терӗ те вӑл, пуҫне чиксе хӑйӗн яштака урисем ҫине пӑхса илчӗ; урине вӑл тӑп тытса тӑракан эрешлӗ кӑвак чӑлха тата кӗмӗл тӗслӗ ансӑр ленттипе ҫӗлесе ҫаврӑннӑ ҫӗнӗ хӗрлӗ чӳвекки тӑхӑннӑ.
XXXVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Оленина унӑн чӗркуҫҫийӗпе усса ларнӑ яштака ури анчах курӑнса тӑчӗ.Оленину видно было только ее колено и стройная спущенная нога.
XXXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Анчах хӗрӗн пичӗ, унӑн ялтӑракан куҫӗсем, унӑн ҫӳлӗ кӑкӑрӗ, яштака урисем пӑчах урӑххи ҫинчен каларӗҫ.Но ее лицо, ее блестящие глаза, ее высокая грудь, стройные ноги говорили совсем другое.
XXXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫак пысӑк та яштака пӳ-сийӗ, вӑйлӑ кӑкӑрӗпе анлӑ хулпуҫҫийӗсем пулман пулсан, кунтан та ытларах, ҫак хура куҫхаршисем айӗнчен тӗксӗмрех курӑнакан пысӑк хура куҫсем ҫирӗппӗн те ҫав вӑхӑтрах ачашшӑн пӑхса тӑман пулсан, тути-ҫӑварӗсем ҫепӗҫ мар, калаҫни-кулнисем ӑшӑ мар пулнӑ пулсан, унӑн пит-куҫӗ ытлашши арҫынла тата хитрех те мар курӑнма пултарнӑ.
XXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫак хӗрарӑм ҫуртран ӳкекен ирхи нӳрлӗ сулхӑна кӗрет-и, е савӑнӑҫлӑ ҫамрӑк ҫутӑпа ҫутӑлса тӑракан картиш варрине тухсан, унӑн йӑмӑх тумтирӗ, яштака ӳт-пӗвӗ, хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса, ҫӗре хура мӗлке ӳкерет-и, Оленин ҫаплах унӑн хусканӑвӗсенчен пӗрне те пулин курмасӑр юласран тем пекех хӑрарӗ.
XXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вилнин тӑванӗ, ҫӳлӗ те яштака пӳллӗ, кӗскетсе каснӑ тата хӗрлӗ тӗспе сӑрланӑ сухаллӑскер, хӑйӗн ҫинчи черкескипе папахи ҫӗтӗк-ҫурӑк пулин те, патша пек лӑпкӑ та мӑнаҫлӑ пулнӑ.
XXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫак вӑрман, хӑрушлӑх, вӑрттӑн пӑшӑлтатакан старик, паттӑр та яштака ӳт-пӳллӗ Марьянка тата тусем, — ҫаксем пурте Оленина тӗлӗкри пек туйӑнаҫҫӗ.
XIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫатансем те, килкартинче шупкан курӑнакан выльӑхсем те, ҫурт тӑррисем те, яштака раинсем те — пурте ӗҫленӗ хыҫҫӑнхи сывлӑхлӑ та лӑпкӑ ыйха путнӑн туйӑнать.
XV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫирӗп те ҫӑмӑллӑн утни, шур тутӑр айӗнчен йӑлтӑртатса тӑракан куҫӗсемпе кайӑкла пӑхни, ытарайми илемлӗ хӗрӗн тӗреклӗ те яштака пӗвӗ-сийӗ Оленина халӗ тата ытларах тӗлӗнтерчӗ.
X // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Алӑка тата ытларах уҫсан, Оленина ҫурма тӗттӗмре ҫамрӑк хӗрӗн йӑрӑс та яштака пӗвӗ-сийӗ пӗтӗмпех курӑнса кайрӗ.Отворив дальше дверь, Оленин увидел в полусвете всю высокую и стройную фигуру молодой казачки.
X // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Хӑмӑр ӳтлӗ ҫын яштака та илемлӗ, тӗттӗмленсе кайнӑ йӗпе кӑвак йӗмне хӑвӑрӑлса кӗнӗ хырӑмӗ ҫинчен пиҫиххипе туртса ҫыхнӑ, ҫирӗп аллисем аяк ҫумӗпе яшт тӳрӗ выртаҫҫӗ.
IX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Яштака пӳ-силлӗ хитре Марьянка хапхаран кӗрет те, хуллине пӑрахса, ҫатан алӑкне хупса ҫаклатать, унтан, чупкаласа, килкартинчи выльӑхсене уйӑрса хупма тытӑнать.
V // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Лере, тусем хушшинче, ҫав хӗрарӑм яштака пӳ-силлӗ, вӑрӑм ҫивӗтлӗ тата парӑнса пӑхӑнакан тарӑн куҫлӑ чура-черкес хӗрӗ пек курӑнать.
II // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл вара корпус командирӗн пичӗ ҫине мӑч тумасӑр, тӑтӑшшӑн пӑхса: «Хастар генералӑн куҫӗсем ҫамрӑк подпоручикӑн имшертерех яштака кӗлетки ҫинче тулӑх кӑмӑлпалан чарӑнса тӑчӗҫ», — шухӑшларӗ ӑшӗнче, хӑйӗн ачалла айвантарах йӑлипе.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ытла пӑчӑран шупкалнӑ тӳпен кӑваклӑхпе те, хӗвелӗн сывлӑшра чӗтӗрекен ылттӑнла ҫутине те, аякри уйӑн ӑшӑ-ӑшӑ симӗслӗхне те, — калӑн, ҫаксене вӑл халиччен асӑрхаман, — ҫийӗнчех ҫивӗч те хаваслӑ витӗрлӗхпе курах кайрӗ вара вӑл, сасартӑк хӑйне ҫап-ҫамрӑккӑн, вӑйлӑн, маттуррӑн та мӑнаҫлӑн туйса илчӗ, мӗншӗн тесен вӑл, куҫа курӑнман пӗр ирӗк-кӑмӑлпа вӑрттӑн ҫыхӑннӑ та, ҫак яштака, ним хускалман, хӑватлӑ ҫынсен йышӗнче, ретӗнче тӑрать…
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.