Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ыйхӑран (тĕпĕ: ыйхӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр чух, анкӑ-минкӗллӗн кӑштах тӗлӗрсе илнӗ хыҫҫӑн, Григорий ыйхӑран вӑранса кайрӗ те ҫурма тӗттӗмре Аксинья хӑй ҫине тимлӗн, темскер тӗпченӗ пек тинкерсе пӑхнине курчӗ.

Иногда Григорий просыпался после короткого дурманящего сна и видел в полусумраке устремленный на него внимательный, как бы изучающий взгляд Аксиньи.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫур ҫӗр иртсен тин вӑл ыйхӑран вӑранчӗ.

Очнулся за полночь.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ирхине, ыйхӑран вӑрансан, Григорий ҫӗрле Ермаковпа Медведев каланӑ сӑмахсене аса илчӗ.

Наутро, проснувшись, Григорий вспомнил разговор с Ермаковым и Медведевым.

XLII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лешӗ темӗн мӑкӑртатса илчӗ, ыйхӑран вӑранса кайса, аллине йӗмӗ ҫумне шӑлчӗ, хурлӑхлӑн пуҫне пӑркаларӗ.

Тот замычал, проснулся, вытер руку о штанину и горестно покачал головой.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑранасса ҫуна ҫумне пырса ҫапӑннипе вӑранчӗ, кӑшкӑрса калаҫнӑ сасӑсене илтсе ыйхӑран уҫӑлчӗ.

Он проснулся от толчка, отрезвел от голосов.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий ыйхӑран вӑранса кайрӗ; батареецсем, ҫилӗм пек ҫыпҫӑнакан шӑннӑ пылчӑка хыркаласа, эхлете-эхлете аттисене хывнине, йӗпе тӑлисене кӑмака айккине ҫака-ҫака хунине чылайччен пӑхса выртрӗ.

Григорий проснулся, долго глядел, как батарейцы, кряхтя, счищая с сапог липкую мерзлую грязь, разуваются и развешивают на боровке подземки мокрые портянки.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫурҫӗр тӗлӗнче тата, кил хуҫисемпе казаксене ыйхӑран вӑратса, батарея прислугинчен виҫҫӗн кӗмсӗртетсе ҫитрӗҫ.

В полночь, разбудив хозяев и казаков, вломились трое из прислуги батареи.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кобургский принца ыйхӑран вӑратнӑ.

Принца Кобургского разбудили.

Фокшанри ҫапӑҫу // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Вӑл казаксене ыйхӑран вӑратнӑ, учӗсене йӗнерлеме хушнӑ.

Поднял он среди ночи сотню, приказал седлать лошадей.

Шутлама мар, ҫӗнтерме килнӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ыйхӑран уҫӑлса ҫитмен ирхи шӑплӑха хускатаканни нимӗн те ҫук.

Утренняя, не стряхнувшая дремы, сонливая тишина ничем не нарушалась.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ыйхӑран вӑрансан, хальхинче те вӑл, малтанхи пекех, Аннӑн хӑй ҫине тӗмсӗлсе пӑхакан пӑлханчӑк куҫӗсене, унтан вара вӑйсӑррӑн мӗлтлетсе чӗтренекен лампа ҫутине, краҫҫын лампинчен сӑрламан мачча ҫине пайӑркаланса ӳкекен сарӑрах шурӑ ункӑна асӑрхарӗ.

И опять, как и в первый раз — проснувшись, увидел прежде всего устремленные на него встревоженные глаза Анны, потом шафранный свет лампы, белый круг от нее на дощатом некрашеном потолке.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Мана пӗрре ҫурҫӗр тӗлӗнче ыйхӑран вӑратнине астӑватӑн-и?

— Помнишь, как ты меня среди ночи с постели поднял?

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унӑн уҫӑ та янӑравлӑ сассине илтсе, пӗтӗм сотня, ыйхӑран вӑраннӑ пек, харӑссӑн янӑратса ячӗ:

Сотня, словно разбуженная его напевным вскриком, рявкнула:

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр кунне Листницкий хӑй ӗнер тӳрлетме ҫук пысӑк йӑнӑш тунине туйса ыйхӑран вӑранчӗ.

На другой день Листницкий проснулся с сознанием совершенной им вчера большой непоправимой ошибки.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пукрав пуҫланнӑ кунхине Пантелей Прокофьевич, яланхи йӑлапа, ыттисенчен ир ыйхӑран вӑранчӗ.

На первый день Покрова Пантелей Прокофьевич проснулся, как и всегда, раньше всех.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кансӗр ҫывӑрнипе пичӗ чалӑшшӑн ҫӗвекленсе йӗрленнӗ Григорий ыйхӑран ҫӗр варринче вӑранса пуҫне ҫӗклерӗ, темӗнле курӑкӑн ытла та тутлӑ шӑршине туйса илнӗ, анчах ҫав самантрах ӑна сисми пулнӑ лаша пек, тутине мӗкӗлтеттерсе выртрӗ.

Проснувшись и приподняв голову, с косыми рубцами на щеках от неловкого сна, Григорий долго жевал губами, как лошадь, на минуту ощутившая и утратившая необыкновенный аромат какой-то травки.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук, тин кӑна ыйхӑран вӑраннӑ пек, йӑшаланса илчӗ, ыйтӑва ӑнланма хӑтланса, мӑкӑрӑлчӑк ҫамкине пуҫ пӳрне сыппипе хыпашласа сӑтӑрчӗ:

Бунчук пошевелился, как только что оторванный от сна, и, пытаясь понять вопрос, тер суставом большого пальца шишкастый лоб.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Дорофей аран-аран ыйхӑран вӑранчӗ, анчах Сергее курсан ним ыйтмасӑрах йӑрхах ҫинчен йӗнерпе кӗҫҫе илсе, алӑк патнелле утрӗ.

Дорофей проснулся с трудом, но, увидев перед собой Сергея, не стал ни о чем расспрашивать, а снял со стенки попону и седло и направился к выходу.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ыйхӑран вӑраннӑ Гаранжан питҫӑмартийӗсем тӑмлӑ хӑйӑр лакӑмӗ евӗр тӗксӗмленсе тӑраҫҫӗ, нӳрӗклӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ хура куҫ лупашкисем.

Щеки проснувшегося Гаранжи темнели супесными рытвинами, влажно блестели черные впадины глазниц.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хорунжий Чубов пӗр котелок яшка илсе килчӗ, ҫуллӑ яшкан тутлӑ шӑрши офицерсене ыйхӑран вӑратрӗ.

Хорунжий Чубов принес котелок щей, жирный их аромат разбудил офицеров.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней