Поиск
Шырав ĕçĕ:
Рахметов «тӗлӗнмелле тӗксӗм ҫын» мар, пачах урӑхла, мӗнле те пулин кӑмӑллӑ ӗҫ тунӑ май хӑйӗн тӗксӗм шухӑшӗсене, хӑйӗн хуйхине маннӑ чухне, вӑл шӳт те тӑвать, хаваслӑн та пакӑлтатать, анчах та мана кун пек сайра май килет ҫав, тет вӑл, сайра май килни питех те кӳренмелле ҫав, тет, тӗлӗнмелле тӗксӗм ҫын» пулнишӗн эпе хам та хавас мар ҫав, тет, анчах та условисем ҫавнашкал-ҫке-ха, ҫавӑнпа ырра ман пек хӗрӳллӗн юратакан ҫын, «тӗлӗнмелле тӗксӗм ҫын» пулмасӑр пултараймасть, тет, ҫакӑ мар пулсан, эпӗ, тен, кунӗпех шӳт тунӑ та ахӑлтатнӑ, юрланӑ та ташланӑ пулӑттӑм, тет.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Дмитрий Сергеич ман патра пуласси ҫинчен мана малтанах систерчӗҫ, ҫавӑнпа эпӗ килте пултӑм; Дмитрий Сергеич ман пата хӑй сирӗншӗн ҫав тери йывӑр запискӑна ҫырнӑ хыҫҫӑн кӗчӗ те пер-икӗ сехет хушши е ытларах та ларчӗ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗр-икӗ минут пӑхнӑ хыҫҫӑн вӑл мана: «N г., ман сирӗнпе паллашмалла. Эпӗ сире пӗлетӗп, эсир мана пӗлместӗр», — тесе хучӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Манӑн ӗҫ халӗ акӑ епле: эпӗ хӗрлӗ эрех юрататӑп, ман умра питӗ лайӑх эрехпе тултарнӑ курка ларать; анчах мана ҫав эрехе наркӑмӑш янӑ пек туйӑнать.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ун пек ҫынсем вӗсем уҫӑлса ҫӳрес вырӑнне — шахматла выляма спаржа вырӑнне — кантӑр ҫӑвӗ сапнӑ йӳҫӗ купӑста ҫиме юратакан ман пек ҫынсенчен чылай йышлӑрах; нумайӑшӗ эпӗ шахмат вӑййине килӗштернипе килӗшмеҫҫӗ, тата вӗсем эпӗ кантӑр ҫӑвӗ сапнӑ йӳҫӗ купӑста ҫиме юратнипе хаваслӑнах килӗшмесӗр тӑма хатӗр пулнӑ пулӗччӗҫ, эпӗ вӗсем манран сахалтарах ӑнланманнине пӗлетӗп, ҫавӑнпа та эпӗ калатӑп: ҫак тӗнчере уҫӑлса ҫӳремелли, савӑнмалли тем тӗрлӗ нумай пултӑр, кантӑр ҫӑвӗ сапнӑ йӳҫӗе купӑста тӗнчерен пӗтӗмпе тенӗ пекех ҫухалтӑр, хӑшпӗрисем валли, ман пек ухмахсем валли, кӑна юлтӑр, питӗ сайра тӗл пулакан япала пултӑр! — тетӗп.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Куратӑр-и, апла пулсан, эпӗ ӑна тахҫантанпах юратнӑ иккен, анчах вӑл мана хӑйӗн туйӑмне нимӗн те кӑтартман, ӑна килӗшме пултарас шанчӑк пулман пирки ҫав юрату манӑн сӳнсе пынӑ, ман чӗрере вӑл юрату пуррине эпӗ хам та ӑнланман.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак сӑмахсем мана ҫав тери савӑнтарчӗҫ, ман куҫсенчен куҫҫуль тапса тухрӗ; «Мӗн пулчӗ сире, Настенька?» — терӗ те вӑл мана чуптурӗ.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах ҫук, ҫапах та йывӑр; мӗн калас-ха ман сире: манӑн туссем нумай, пӗр пилӗк ҫын пулнӑран йывӑр пулнӑ тесе шухӑшлама пултаратӑр эсир, — ҫук, эпӗ вӗсене пурне те кӑмӑллаттӑм, ку вӑл маншӑн нимех те марччӗ.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кирсанов ҫепӗҫҫӗн те чӑтӑмлӑн ответлерӗ: «ман енчен ку, чӑнах та, чакаланни ҫеҫ пулӗ, анчах мана нумай япала кӳрентерет пулсан, мӗн тӑвас-ха манӑн?» — терӗ.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Манӑн пуҫ пулас та килмест, пӑхӑнас та килмест, улталасшӑн та мар эпӗ, кутӑнланасшӑн та мар, хама кирлӗ мар чухне, ыттисем мӗн шухӑшлани те кирлӗ мар мана, ыттисем мӗн хушнине те тӑвас килмест ман.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӗнер каҫхине, вӑхӑт 9 сехет ҫине кайсан, пӗр господин килчӗ, чӑматанпа хӑй, номер йышӑнчӗ, унта пурӑнни ҫинчен ҫыртарма паспортне пачӗ, хӑйне валли чейпе котлет ыйтрӗ, каҫхине мана ан кансӗрлӗр, мӗншӗн тесен эпӗ ывӑннӑ, ман ҫывӑрас килет, анчах ыран 8 сехетре кирек мӗн пулсан та вӑратӑр, мӗншӗн тесен ман васкавлӑ ӗҫсем пур, терӗ, номер алӑкне питӗрчӗ, вара номертен ҫӗҫӗпе вилка чанклатни, чей куркисем шанклатни илтӗнчӗ, унтан господин часах шӑп пулчӗ; — ҫывӑрса кайрӗ пулас.
I. Ухмах // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ман ҫул ҫинче мана хирӗҫ пӗр батальон ҫеҫ тухсан та… эсир мана пӗтме яратӑр-ҫке?!
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Артистра пулас килмест манӑн, эсӗ, хура шуйттан, мана унта кайма ан илӗрт, ман кӑмӑла пӗтӗмпех, вуҫех пӑтратса ан яр!
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах эпӗ карчӑка та ҫухатма пачах шутламастӑп, тур ҫырлахтӑр ӗнтӗ, ман ҫумра пурӑнтӑрах вӑл, анчах вӑл мана чӑрмав кӳме хӑтланать, манӑн коммунизма каймалли тӳрӗ ҫула пӳлет пулсан, эпӗ ун умӗпе ҫил пек вӗҫтерсе иртетӗп те, вӑл ахлатса илме те ӗлкӗреймӗ!
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах эсӗ, христарати, ман сӑмаха ан пӳл-ха, ун пек тусан ман шухӑш айккинелле пӑрӑнса кайма пултарать, вара эпӗ сӑмах мӗн ҫинчен пынине манса кайма пултаратӑп.
XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫав йытӑ тирӗсенчен сӑран тӑвасси ҫинчен ман пуҫа пысӑк шухӑш пырса кӗрсен — эпӗ икӗ талӑк харӑсах ҫывӑраймарӑм, пуҫа ватсах шухӑшларӑм: манӑн ҫак шухӑш государствӑна укҫа енчен мӗнле усӑ парать, пуринчен ытла, мана мӗнле усӑ пулать?
XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫичҫӗр арӑм та виҫҫӗр еркӗн манӑн, хӗрсене вара эпӗ шутсӑр нумай пӗлнӗ, анчах эсӗ, ман йӑвашскерем, пур хӗрарӑмран та хитрескерӗм, пӗртен-пӗрре маншӑн.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
«Акӑ кам ман хуҫам, акӑ кам ман патшам, юратнӑскерӗм манӑн!» — терӗм вара эпӗ хама.Я сказала себе: «Вот кто господин мой, вот кто царь мой, возлюбленный мой!»
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Кам та пулин, ман пекки, вӗлерӗ те вӗсене, ман чӗре ыратӗ, вӗсемшӗн тавӑрма ун чух ман хӑватӑм та ҫитес ҫук — ватӑ та вӑйсӑр пулӑп.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Сивӗ ҫил хумӗсем, чекменне уҫса пӑрахса, бронза тӗслӗ ҫӑмлӑ кӑкӑрне ҫарамаслантарса янине, кӑкӑрӗ тӑрӑх ҫил пӗр хӗрхенмесӗр ҫаптарнине ним пӑхмасӑр, вӑл — илемлӗн те ирӗклӗн тата тӗреклӗн чавсаланса, ман еннелле пӑхса выртать; хӑйӗн тем пысӑкӑш чӗлӗмне майӗпен ӗмет, ҫӑварӗпе сӑмсинчен ҫӑра тӗтӗм мӑкӑрлантара-мӑкӑрлантара кӑларать; куҫӗпе таҫта, ман пуҫ урлӑ, ҫеҫенхирти вилӗ пек пӗр сасӑ кӑларман тӗттӗмелле тӗлленӗ, ним чарӑнмасӑр манпа калаҫать, ҫил хыттӑн ҫаптарнинчен сыхланас-мӗн тесе, пӗртте тапранкаламасть хӑй.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.